«Кĕр кунĕнче карла-карла кăнтăралла...»


Кĕр кунĕнче карла-карла кăнтăралла

Картин-картин вĕçеççĕ кайăксем:

«Кайри мала, хур кайăксем, кайри мала!» —

Чупаттăмăр эпир, шăпăрлансем.

 

«Кайри мала» тенин пĕлтерĕшне-тĕшне

Ун чух, паллах, ним чухлĕ ăнланман.

Анчах туйнах-тăр çав сăмах асамлăхне,

Вăл куçнă çавăнпа ламран лама.

 

«Кайри мала!» — хыçа юлать ав ӳре хур,

Çамрăкраххи тухать ун вырăнне.

Çапла чакать, чакать умри мĕнпур хĕн-хур —

Тăсаççĕ кайăксем хăйсен çулне.

 

Этемлĕх те çавах, пырать çав çул-йĕрпех

Темле чăрмав пулсан та умĕнче,

Ăна вăл пурпĕрех çĕнет-çĕнтеретех —

Кайри мала туртать паян кунччен.

 

Мĕнех, каллех килет кĕр кунĕ — каймалла.

Иртеççĕ çаплипех кунсем, çулсем.

— Кайри мала, хур кайăксем, кайри мала! —

Чупаççĕ кăшкăрса шăпăрлансем.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: