Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвак çĕмренПирĕн çулталăкКулăшла калавсемХĕллехи каçсенчеЙышăнман сăмахсемПирвайхи юратуСулпикепе Валĕм хун

Пурнăç урапи


Иван Федорович Гаврилова

Тунсăх тепĕр чух пусать:

Ырлăх курăп-и?

Хăйне евĕр вăл кусать —

Пурнăç урапи.

Кăмăла хăш чух пăсать

Çуклăх серепи:

Хăйне евĕр вăл кусать —

Пурлăх урапи.

Çынсене укçа пăсать,

Унсăр пурнăп-и?

Çав-çавах çаплах кусать

Пурнăç урапи.

Тунсăхларăн-и?..


«Тунсăхларăн-и?» – тесе эс чĕвĕлтетрĕн

кĕсье телефонĕн кĕпçинчен.

Каласа парам сана, хĕрккем,

итлет-ни,

Турцири хам кăмăлăм çинчен?

 

Кунта эс юратнă ăшă та, хĕвел те,

пахча-çимĕçпе ĕçме-çиме.

Шăрăха эп савманне пĕлетĕн,

пылакне-çуне те пит çимес.

 

Эсĕ çук кунта, ытарайми чĕкеçĕм,

çук çут Атăл, сарă Чăвашстан.

Канлĕ юлăп-ха ютра ăçтан,

çитеймест мана уç сывлăш пек чĕлхеçĕм.

 

Хура çăкăр кирлĕччĕ мана.

Питĕ çиес килчĕ тăпăрч икерчийĕ.

Парнесем валли халь

вырăнĕ те çитĕ? –

кĕнекепех тулчĕ чăматан.

 

Çумра çук хĕрккем те,

çумра çук сар арăм,

кайăксен кĕввийĕ илтĕнмест,

тăван çĕр шăрши пачах кĕмест…

Чăваш еншĕн, хĕрĕм,

хытă тунсăхларăм.

 

Анкара. 12.09.2007. Кăнтăрла.

Мĕн кирлĕ?


Вячеславпа Андрей Мироновсене

Кашнин кăмăлĕ хăй майлă,

Хăйне евĕр шухаш пур-тăр:

Кушак ĕмĕчĕ хăймаллă,

Тилле — çуллă пулă пултăр.

Йытта кирлĕ шурă шăмă,

Шăши шухăшĕ — сар вирлĕ.

Кашнинех пур шухăш-кăмăл.

Этеме вара мĕн кирлĕ?

Пан улмисем ӳкеççĕ патлатса...


Пан улмисем ӳкеççĕ патлатса...

Ташлать, ав, пирĕн сад тапăртатса.

 

Кĕрхи çилĕ силлет улмуççине,

Турачĕсем çапаççĕ ман хулпуççине:

 

— Татсам пире эс хăвăртрах, татсам,

Чĕнсем тусусене, хăна тусам.

 

Йышлă пулчĕ улмийĕ кăçалхи çул:

Садра ура пусма та вырăн çук!

 

— Ăçта чиксе пĕтерĕм-ши ку улмана?

(Машинăпах ăсатрăм ăна тĕп хулана).

 

— Туссем, килсемĕр эсир те ман патăма:

Хăналăп тутлă пан улмипе пурсăра та.

 

Çил ачийĕ ташлать садра тапăртатса,

Пан улмисем ӳкеççĕ патлатса.

Ĕлĕк пĕлмен куланай


Хăрах енлĕ урам юханшыв хĕрринче,

Çурчĕсем тĕссĕрленнĕ хĕвел питтинче.

Çыранти лапамра — мунчисем, лаççисем,

Аттесем çамрăк чух лартнă ват йăмрасем.

 

Саккуна пăсса çĕр тытса илнĕ тесе

Мунчасен шăпине татса пачĕç килсе.

Кантуртан вĕçтерсе çитнĕ çĕнĕ тӳре

Хресчене куланай хурса пачĕ: «Тӳле!»

 

«Нухратран тăранман-ши пасар самани?» —

Вăт, çапла шухăшлать аптраса ял çынни.

Юхан шыв леш енче — вĕç-хĕррисĕр уйра —

Тыр-пул мар, çулсерен ашкăрать хыт хура...

Сирпĕнес тĕллевлĕ бомбăна...


Сирпĕнес тĕллевлĕ бомбăна

тупнине хам куçăмпа эп куртăм.

Çакă ĕç вăл пусмăрлуçă курдăн,

çĕрпе ирĕк кирлĕ мĕн ăна.

 

Питĕ тутлă çимĕç-ши вара

юнпала юрайнă юсман-ирĕк?

Урăх çук-ши майĕ, çулĕ пирĕн?

Çĕре ма юнпа çеç шăварас?

 

Çĕнтереймĕн, çыннăм, пăшалпа,

çиçĕмле çуталнă ăс-пуç кирлĕ,

ун хăвачĕ бомбăран та вирлĕ.

Тĕнчипех утасчĕ çак çулпа.

Тăван çĕр, чĕлхемĕрпе йăла

тутара, пире те кирлĕ мар-и?

Вăйпа мар, туссем, ăспа юлар.

Курд ĕçне кăштах та ырламарăм.

 

12.09.2007. Анкара. Ир кӳлĕм.

Шăпа


Ушкăнпа чупаттăмăр

Эпĕр кун хута.

Каç енне тупаттăмăр

Кам килĕ ăçта.

 

Пĕчĕк пулнă çавă,

Мĕн каласси пур.

Ача чух эс савăн,

Ашкăнса та кур.

 

Улăхра çӳреттĕмĕр

Эпĕр çĕр хута,

Ир енне çитеттĕмĕр

Кам килĕ ăçта.

 

Шухă пулнă çавă, —

Мĕн каласси пур.

Каччă пултăн, савăн,

Юратса та кур.

 

Туйсене тапаттăмăр

Тăррăс! хĕл хута.

Хăнасем пухаттăмăр,

Кам килĕ ăçта.

 

Ырă курнă çавă,

Мĕн каласси пур.

Кунĕн-çĕрĕн савăн,

Кулянса ан кур.

 

Килйыша хăвартăмăр,

Кĕтĕмĕр вута.

Çапăçса амантăмăр, —

Кам шăпи ăçта.

 

Паттăр пулнă çавă,

Мĕн каласси пур.

Çапăçан-тăк, çапăç, —

Тăшман пуçне çур.

 

Тус-йыша çухатрăмăр,

Çĕнтĕмĕр юта.

Кил енне çул тытрăмар,

Кам килĕ ăçта.

 

Йывăр пулнă çавă,

Мĕн каласси пур.

Сывă юлтăн, савăн, —

Курассине кур.

Малалла

Ĕмме пăрахтарни


Пĕрре Петĕр амăшĕ

Ута тухса кайнă-мĕн.

Пăхать аслă амăшĕ —

Петĕр питĕ çиесшĕн:

Макăрса та пăхать ку,

Юнтарса та пăхать ку,

Чĕчĕ памаç те кăна —

Чăмламсем çех хыптараç.

Чăмлак кирли куштана?

Эккей! Пĕртте чухламаç!

Чăмламсене ман Петĕр...

Луччĕ куçне ан лектĕр!

Пит пăхмасть те уйламасть.

Амăш чĕчĕ хыптармасть.

— Анне! — тет ку аптраса.

Асламăшĕ: — Çук вăл, — тет.

Кайран хайхи аптраса

Асламăшне ĕмет, тет.

Асламăшĕ ĕмтерместь:

— Манăн мумму пур ав! — тет.

Петĕр пĕртте ĕненместь:

— Чĕчĕ, чĕчĕ, чĕчĕ! — тет.

Асламăшĕ чĕччине

Хура çăмпа аврать те:

— Курмастна-мĕн муммуне?

 

Ан тыт, асту, тухать те

Çиет сана халех, — тет.

Петри каллах ĕненместь;

— Чĕчĕ, чĕчĕ, чĕчĕ! — тет,

Муммуран та шикленместь.

Асламăшĕ чăмласа

Сухан хурса тухать те:

— Анне, чĕччĕ хуртланса

Кайнă, — тесе калать те

Пĕрех сурать чĕччине.

Петĕр, кăна илтсессĕн,

Тин чĕчĕрен хăпать-мĕн...

Атте-анне юратнипе


Атте-анне юратнă пек

Пире никам та юратман.

Атте-анне юратнипе

Эпир ниçта та хур пулман.

 

Эпир ăçта-ăçта пулман,

Атте-анне ятне яман.

Çитес çĕрсем татах та пур

Тӳсес кунсем татах та пур.

Атте-ачне юратнипе

Йывăррине çăмăл тăвар,

Атте-аннемĕр пек пулар.

 

Тăван çĕршыв юратнă пек

Пире ниçта та юратман.

Тăван çĕршыв юратнипе

Пире тăшман хăратайман.

 

Эпир ăçта-ăçта пулман,

Тăван çĕршыв, сана манман.

Çитес çĕрсем татах та пур

Туссем-йышсем ютра та пур.

Ютри туса тăван тăвар,

Çĕршыв-аннемĕр пек пулар!

Сывлăшран — хаяр шĕвек


Ыйхине çухатрĕ Кулине кинемей. Пĕр эрне ĕнтĕ чăлăм куç хупаймасть. Эре, çĕрулми кăлармалла-çке, вăйлă çумăр хыççăн çĕр шанк хытса ларчĕ, кĕреçе те кĕмест.

Эппин, аншарли юхтармалла та... Карчăк-кăрчамас лаççа кĕрсе кĕçех хуран çакса та ячĕ. Валашкари шывĕ ăшăнсан ун вырăнне сиввине ярса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Чашăк-тирĕк çурĕ вăл, урай сĕрчĕ. Çур сехетсенчен лаççа тухрĕ. Вутти лайăх çунать-ха, анчах темшĕн аншарлийĕ юхмасть. Кун пеккине халиччен курманччĕ вăл.

Вутпа аппаланса кӳршĕ хĕрарăмĕ Кĕтерне лаççа кĕрсе тăнине те асăрхамарĕ Кулине.

— Пӳрт алăкĕ çинче çăра çакăнса тăрать те пахчана тухса пăхам-ха терĕм. Пурăнать-и-ха ку, нимĕн те пулман-ши тесе.

— Çăра çакмасан такам та кĕрсе кайĕ терĕм те... Ара иртнĕ шăматкун сĕтел çинчи хĕвел çаврăнăш çăвне шăхăртса та кайрĕç.

— Мĕн ĕçлетĕн ара?

— Ĕçлесси-мĕнни. Эрех юхмасть вĕт-ха.

— Кӳр, хам пăхам. Пăрăхĕ тулса ларман-ши? Йĕркеллех. Эсĕ чустине татах хатĕрле-ха, кунта хуран йĕри-тавра сахал сĕрнĕ пулас.

— Чусти хатĕр-ха.

— Сĕрес умĕн хуранне уçса пăхас мар-и? — сĕнчĕ Кĕтерне.

— Мĕн пăхмалли пур ара унта? Икĕ витре пăрака ярса йĕркеллех сĕрсе тухрăм. Паян кăна эрех юхтармастăп вĕт эпĕ, — терĕ Кулине кӳренерех.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 726 727 728 729 730 731 732 733 734 ... 794