Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ача чухнехиАндрей ПеттокиХӗвел мулкачӗсемХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхИрĕк çилКулăш кустăрмиĔмĕтсем, ĕмĕтсем...

Тавăрпи


«Ырă ĕçсен çулталăкне» халаллатăп

Кăвак хуппи уçăлнă самант…

Ваттисем каланă тăрăх, ăна пурте кураймасть, вăл чи-чи телейлисене çеç курăнать. Мана кăвак хуппи уçăлнă саманта курма тӳр килчĕ. Хăçан тетĕр-и? 21-мĕш ĕмĕрте, тăван ялта, Мĕшĕлте!

Мĕн пĕчĕкрен мана каçхи тӳпе канăç памасть. Пăхатăп та пăхатăп тӳпенелле, унта мана темĕнле вăрттăнлăх пытарăннă пекех туйăнать. Асанне юмахĕнчен эпĕ ăна хам куçпа курса, ун кĕвентине йăтса кӳршĕри кинеме шыв тултарса пулăшасси çинчен шутлама та пултарайман. Çав илемлĕ пикен ячĕ те пур — Тавăрпи! Мĕнле илемлĕ ят, чăн-чăн чăваш хĕрĕн ячĕ вĕт Тавăрпи манпа тахçанах тĕл пуласшăн çуннă-мĕн.

Вăл пирĕн çине, çӳлтен, уйăх çинчен тăтăшах сăнанă.

Эпĕ тăрăшуллă хĕрача пулнине курнă та (эпĕ атте-аннене выльăх-чĕрлĕх пăхма, пахчари йăрансем çинчен çум курăка çумлама пулăшнине, пĕчĕк Алюш шăллăма юратса пăхнине, унпа тĕрлĕрен савăнăçлă вăйăсем вылянине курнă та) мана юратса пăрахнă, манпа тĕл пулу шыранă.

Суять тетĕр-и? Çук, пĕрре те суймастăп. Эпĕ — Улька, суякан хĕрача мар.

Паян манăн пĕрре те ыйхă килмест. Чӳрече каррине ерипен сиретĕп те — тӳпери çап-çутă уйăха куратăп. Чим-ха, уйăх çинче илемлĕ хĕр тăрать-çке! Кĕвентеллĕ хĕр, чăваш кĕпи тăхăннă Тавăрпи… Вăл мана тахçанах сăнанă пек туйăнчĕ, хăйĕн ватă пӳрнипе мана кăчăк туртать. «Тух хăвăртрах урама, никама та ан систер», — тенĕн туйăнчĕ мана.

Малалла

Асанне пехилĕ


Чирлĕ ватă асанне,

вырăнпах выртать.

Çапах чирлĕ пуçĕпе

мана ыр сунать:

— Хамăн вăрăм ĕмĕрте

курнине курнах,

выççине те туттине

тӳснĕ эп йăлтах.

Виçĕ шăллăм вăрçăра

пĕтнĕ çапăçса.

Ирĕклĕхшĕн тамăкра

çуннă çамрăклах.

Халь выртать ав арчара

çыру тĕрки тăвансен:

кĕтнĕ вĕсем çак куна

юлашки юн юлмиччен.

Манас çук вĕсен ятне,

манас çук вĕсен ĕçне,

çак чечек пек пурнăçшăн

паттăррăн кĕрешнине.

Чи хăрушă сăмахах,

«бомба», «вăрçă» тенине

илтес марччĕ кăлăхах,

ан курсамăр нушине.

Туслăх кирлĕ халь пурне те,

пурăнăр килĕштерсе,

ваттине те, вĕттине те

яланах мирлештерсе.

Симĕс çынсем


Пĕррехинче эпир кукамайпа касу пăхма кайрăмăр. Таçтан космос карапĕ вĕçсе килчĕ. Вăл çĕр çине ларчĕ те, унран тĕтĕм тухрĕ. Тĕтĕмпе пĕрле темле симĕс çынсем тухса тăчĕç. Вĕсем пире сывлăх çунчĕç. Пирĕн ĕнесем хăраса тарма пуçларĕç. Симĕс çыннисем ырă кăмăллă пулчĕç. Пире пулăшас терĕç. Вĕсем пирĕнпе темĕскер калаçаççĕ, анчах эпир вĕсене ăнланмастпăр. Вĕсем пире ĕнесене пĕр çĕре пухса пачĕç. Кайран вĕсем карапран аслă çыннине, ертӳçине, илсе тухрĕç. Вăл çынсен сăмахĕсене анланчĕ. Вĕсем пире хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Эпир вĕсене тав турăмăр, каймастпăр тесе пĕлтертĕмĕр.

Пирĕн ĕнесене кĕртме вăхăт çитнĕччĕ. Эпир вĕсене ял патнелле хăвалама пуçларăмăр. Симĕс çынсем пире тав турĕç те,вĕçсе кайрĕç.

Акă тепĕр касу çитрĕ. Татах çав çыннисем вĕçсе килчĕç. Вĕсем курăксене сип-симĕс пысăк ӳстерчĕç. Ĕнесем те ниçта та тармарĕç, курăка тутлăн çирĕç. Эпир кукамайпа хăнасемпе калаçса çакна пĕлтĕмĕр: вĕсен ӳчĕ питĕ çӳхе. Ăнсăртран пĕр çынни аллине çĕçĕпе кастарчĕ. Асанне ун аллине усăллă курăкпа çыхса ячĕ. Вĕсем пире тав турĕç те, вĕçсе кайрĕç. Çапла, эпир симĕс çынсемпе туслашрăмăр. Пурнăçра тем те пулать.

Хунар çути


Итлĕр-ха, итлĕр-ха пурăнакансем,

Уçăр-ха куçăрсене, халăхсем!

Сĕм вăрмана кам-ши çав янратать,

Кам-ши хунарпа ăна çутатать?

Аслати сасси пек унăн сасси,

Уйăх çути пек хунарăн çути.

Аллипе сулсассăн, сывлăш кĕрлет.

Малалла утсассăн, çĕр кисренет.

Вăл сиввĕн пăхсассăн, çиçĕм çиçет.

Калаçнă чух вилнĕ çын чĕрĕлет.

Пур йывăçсем тăрăх çил-шав кĕрлет,

Вăхăчĕ-вăхăчĕпе ян янрать.

Кам пулĕ тетĕр эсир çав çынна?

Кам хăват парать пулĕ тетĕр ăна?

Эпĕ халĕ пĕлтĕм ĕнтĕ вăл камне:

Сăмахран сисрĕм вĕрентекене.

Ячĕ çав çыннăн «Тăнлăхуна çут»,

Ун хунарĕн ячĕ «Çырнă хут».

Танлăх вĕрентет çынсене пурăнма.

Йывăр кунта пĕр-пĕрне пулăшма.

 

1907-1908

Вăрманти тĕлпулу


Хĕвел пайăркисем чӳречерен кĕнипе паян эпĕ ирех вăрантăм. Ытти чухне çывăрас килнипе вырăн çинчен тăраймасăр выртаттăмччĕ, паян вара ялтах сиксе тăрса лартăм. Хĕвелĕ тата! Хĕвелĕ те манпа вылянăнах туйăнчĕ, урамалла чĕнчĕ. Чăтса пулмасть тесе шутласа илтĕм те хам çумра çывăрса выртакан йăмăка кăрт-карт чышса илтĕм.

— Юля, Юля тетĕп, тăр-ха, тăр. Кунĕ паян мĕнле хитре, эпир санпа тахçанах вăрмана кайма шутланăччĕ, атя, каяр! — чыша-чыша вăрататăп йăмăка. Вăл вара тăрас вырăнне тепĕр майлă çавăрăнса выртрĕ те малаллах харлаттарма пуçларĕ. Кăтартăп-ха эп ăна аппăшне мĕнле итлемеллине! Хамăн вара вăрмана каяс кăмăл ӳснĕçемĕн ӳссех пычĕ. Мĕн тăвас-ха ку йăмăка?

— Юля, тăр-ха хăвăртрах, эсĕ юратакан мультфильм пуçланчĕ телевизорпа! — суйма пăхрăм эп ним тăвайманнипе. Аранах йăшăл турĕ йăмăк. Куçне уçсан вара нимĕнле мультфильм та кирлĕ пулмарĕ.

— Мĕншĕн мана вăратмастăн? Кун пек çанталăкра кам çывăрса вырттăр? — нăйларĕ йăмăк. Эпĕ вăратнине пачах та илтмен тейĕн ăна. — Эпир санпа тахçанах вăрмана каясшăнччĕ, атя каяр.

Йăмăк хампа пĕр шухăшли мана савăнтарчĕ. Ара, атте вăрманта чылай кăмпа пурри çинчен калани те илĕртрĕ пулас. Эпир васкавлăн çырткаларăмăр, кирлĕ хатĕрсене пуçтартăмăр та вăрманалла чупрăмăр.

Малалла

Çиçтĕр йăлтăр кулă пирĕн пит çинче


Ах, мĕнле упрар-ши

çак çут тĕнчене?

Мĕншĕн ăнланмаççĕ

хăш — пĕри çакне?

Вăрçăсăрах вăрçă

лавкка çумĕнче:

ушкăн арçын тытнă

кашни кĕленче.

Карланкисем янкăр,

ĕçеç йӳççине.

Тутине пĕлмеççĕ,

тăкаç укçине.

Мĕн сăмах тухмасть-ши

çăварĕсенчен.

Кам кăна çунмасть-ши

вĕсен тертĕнчен.

Хăшĕ йăванать те

нӳрĕ çĕр çине,

унтах çĕр каçать те

каять вăл чире.

«Тӳсĕмлисем» вăйлăн

кĕрешӳ пуçлаç.

Ӳсрĕлсен хăрушшăн

хăйсене тытаç.

Эпир, ачăрсем вĕт,

куратпăр йăлтах,

тарăхатпăр питĕ

пĕчĕк пуçпалах.

Ах, мирпе пурнасчĕ

çакă çĕр çинче.

Ĕçкĕçсе хыпасчĕ

Малалла

Фаетона


Пĕррехинче чăваш ученăйĕсем Марс планети çине вĕçсе кайма шухăш тытнă. Анчах та пĕр çамрăк ученăйĕ ӳсĕрле йăнăш тунă та, космос карапĕ Марс çине мар, комета çине ларнă…

Чăваш космонавчĕсемпе ученăйĕсем карапран тухнă та пĕççисене шарт! çапнă. Комета пăрĕ çинче унта та, кунта Çĕр çинче курман чĕр чунсемпе пулăсем выртнă. Чи ватă ученăй пуçне кăрт-карт хыçса илнĕ те шĕвĕр пӳрнине çӳлелле çĕклесе ыттисене çапла каланă: «Çак комета темле сирпĕнсе кайнă Фаетона планетин пайĕ. Сирпĕннĕ хыççăн планета пайĕсенчи шыв тӳрех шăнса ларнă. Унпа пĕрлех чĕр чунĕсем те пăрланнă. Комета хĕвел çывăхнелле пынипе унти пăр пăсланса хӳре пек курăннă, чĕр чунсемпе пулăсем вара çакна пула майĕпен çиеле тухса пынă иккен».

Космонавтсем чун илĕртмĕш пулăсене пĕçерсе пăхнă та: «Çавал пуллисене çитмест, çапах та тутлă!» — тенĕ.

Шăп çав вăхăтра пĕр космонавчĕ инçетри çутă турилккене асăрханă. Куçне лутăркаласа пăхнă та: «Камсем унта?» — тенĕ. Пурте турилкке еннелле тинкерсе пăхнă.

Акă турилккерен вунă çын евĕрлĕ кĕлетке тухнă. Пуçĕпе куçĕ пысăк. Сăмсисем вырăнне икĕ шăтăк, аллисем вăрăм: урисем тĕпнех çитеççĕ. Ун хыççăн космонавтсем çирĕм пысăкрах пӳ-силлĕ çын тухнине асăрханă. Хăлхисем виçкĕтеслĕх евĕр. Вĕсем хыççăн вара çĕр пĕчĕк кĕлетке курăнса кайнă. Сăмсисемпе çăварĕсем пачах та çук иккен çак тĕлĕнтермĕшсен! Куçĕсем йăлтăртатни аякранах курăнать. Темле асамлăх пытарăнать тейĕн вĕсенче.

Малалла

Выçă аптранăскерсем


Кукашшĕне итлесе

Ларать ача сак çинче.

Хăйă çунать ташласа.

Хура пӳрте çутатса.

Ватти тăвать çăпата

Хăй юмахне çаптарса.

Юмах юман тăрринче.

Халап хапха тăрринче.

 

* * *

Пурăнаттăн пит аван.

Курайманччĕ виç куна.

Анчах, тăванăм, паян

Апат лекни çăварна?

Ларса хырăм тăранмасть,

Мĕнле шухăш шухăшлан?

Ĕç шырарăн — тупăнмасть,

Ăçта каяс тен паян?

— Илĕп çĕçĕ, пурттăма,

Чĕнĕп пĕрер юлташа.

Кайăп юта, вăрлама...

Ан асăнăр чăваша.

 

* * *

Иван пичче пӳртĕнче

Выçă ларнă виçĕ кун.

Анкă-минкĕ пуçĕнче

Çапла шухăш пулнă:

«Тата пăртак ларсанах

Апат килĕ тухĕ ак!»

Ак тамаша: çавăнтах

Вĕçсе кĕчĕ пĕр курак!

Леш, выçăскер, куракне

Пăхса-туса тăмарĕ,

Мĕнле апат иккенне

Авантарах пăхмарĕ:

«Апат килчĕ» терĕ те.

Ячĕ илчĕ çавăнтах...

Курак пуçĕ пĕтрĕ те,

Курак пиçрĕ вутсăрах.

Малалла

Çăра тыткăнĕнче


— Ири-на! Тăр! Тăр хăвăртрах!

«Пуçланчĕ», — вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш.

Урамра 2055 — мĕш çул. Кунта вара... Тăр хăвăртрах! Çынсем çĕр çинчи мĕнпур сиене пĕтерме тăрăшаççĕ. Ген инженерийĕпе ĕçлекен фабрикăсене, заводсене хупаççĕ, нанотехнологисемпе усă кураççĕ, кунта — «Тăр хăвăртрах».

Çынсем çутçанталăка таса хăварса хальччен палăрман пултарулăхсене аталантарса çитерчĕç. Çынсем стена витĕр курма пултараççĕ, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçаççĕ, пĕр-пĕрин шухăшĕсене вулама пĕлеççĕ, япаласене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна пăхсах куçараççĕ, иртнипе пулассине калама пултараççĕ. Паллах, пурте пĕр пек мар-ха. Ырă çынсен ку темшĕн лайăхрах пулать. Кунта вара... 100 е 1000 çул каяллахи пекех — «Тăр хăвăртрах»

— Ири-на!!! Тăр-ат-ни эс!

— Нельсон, кирлĕ-и сана мана кашни ир вăратма? — калатăп эпĕ.

— Ман-ăн про-грам-ма çа-вăн пек, эп улăш-тар-ма пултар-ай-мас-тăп.

Нельсон ман ума пырса тăчĕ. Вăл ман робот. Атте-анне вырăнне. Вĕсем Çĕре тасатма тухса кайнă. Вĕсен мана аппаланма вăхăт çитмест. Ман робот çине кăна шанмалли юлать.

— Тăрап, тăрап, — машина хирĕç ним те тăваймастăн — çавах тăратать. Эпĕ тăратăп та кухньăна куçатăп. Унтан Нельсон мана шкула хăвалать.

Малалла

Тĕлĕк


Тухрăм эпĕ урама —

Куртăм унта «НЛО»

Хăрамарăм эп унран

Чупса пытăм çывăха.

 

Сиксе тухрĕç «шапасем»,

Ярса тытрĕç те мана

«Халь каятăн пирĕнпе!» —

Хушса хучĕç çак чунсем.

 

Кайрăм вĕçсе вĕсемпе,

Куртăм тĕрлĕ тĕнчене.

Чунĕсене уçаймарăм,

Ăнланмарăм пурнăçне.

 

Хăраса çак чунсенчен

Тарма тытăнтăм чупсах.

Çывăх сасă эпĕ илтрĕм

— Айта! Шкула каймалла!

 

Вăранса эп кайрăм халĕ,

Куртăм аннен сăн-питне.

Тин ăнлантăм-çке хампа эп

Тĕлĕкре çак пулнине.

 

Савăнса сиксех эп тăтăм

Тек аташмăп тĕлĕкре

Çак хăрушă «чĕрчунсем»

Танлашаймĕç çынсемпе.

■ Страницăсем: 1... 690 691 692 693 694 695 696 697 698 ... 796