Фаетона


Пĕррехинче чăваш ученăйĕсем Марс планети çине вĕçсе кайма шухăш тытнă. Анчах та пĕр çамрăк ученăйĕ ӳсĕрле йăнăш тунă та, космос карапĕ Марс çине мар, комета çине ларнă…

Чăваш космонавчĕсемпе ученăйĕсем карапран тухнă та пĕççисене шарт! çапнă. Комета пăрĕ çинче унта та, кунта Çĕр çинче курман чĕр чунсемпе пулăсем выртнă. Чи ватă ученăй пуçне кăрт-карт хыçса илнĕ те шĕвĕр пӳрнине çӳлелле çĕклесе ыттисене çапла каланă: «Çак комета темле сирпĕнсе кайнă Фаетона планетин пайĕ. Сирпĕннĕ хыççăн планета пайĕсенчи шыв тӳрех шăнса ларнă. Унпа пĕрлех чĕр чунĕсем те пăрланнă. Комета хĕвел çывăхнелле пынипе унти пăр пăсланса хӳре пек курăннă, чĕр чунсемпе пулăсем вара çакна пула майĕпен çиеле тухса пынă иккен».

Космонавтсем чун илĕртмĕш пулăсене пĕçерсе пăхнă та: «Çавал пуллисене çитмест, çапах та тутлă!» — тенĕ.

Шăп çав вăхăтра пĕр космонавчĕ инçетри çутă турилккене асăрханă. Куçне лутăркаласа пăхнă та: «Камсем унта?» — тенĕ. Пурте турилкке еннелле тинкерсе пăхнă.

Акă турилккерен вунă çын евĕрлĕ кĕлетке тухнă. Пуçĕпе куçĕ пысăк. Сăмсисем вырăнне икĕ шăтăк, аллисем вăрăм: урисем тĕпнех çитеççĕ. Ун хыççăн космонавтсем çирĕм пысăкрах пӳ-силлĕ çын тухнине асăрханă. Хăлхисем виçкĕтеслĕх евĕр. Вĕсем хыççăн вара çĕр пĕчĕк кĕлетке курăнса кайнă. Сăмсисемпе çăварĕсем пачах та çук иккен çак тĕлĕнтермĕшсен! Куçĕсем йăлтăртатни аякранах курăнать. Темле асамлăх пытарăнать тейĕн вĕсенче.

Кун пеккине нихăçан та курман вĕçевçĕсем тĕлĕннипе ним тума аптăраса тăнă. Кашнин пуçĕнче çакăн пек шухăш явăннă: «Мĕн кĕтет- ши пире?...»

Кĕтмен хăнасем темиçе рете тăрса космонавтсем еннелле утма пуçланă. Лешсем сиснĕ: ку ырра мар. Шăп çак вăхăтра вĕçевçĕсенчен чи ватти маллалла тимлĕрех тинкерсе пăхнă та: «Каялла кĕрсе ларăр, часрах. Вĕсемпе тĕл пулса калаçма эпир халлĕхе хатĕр мар!» — тенĕ. Вара карап Çĕр планета еннелле вĕçсе кайнă...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-26 21:13:40):

Ээх... Калавĕ епле чаплă пуçланчĕ. Шел, виçĕ абзац çырнă хыççăн авторăн пултарулăхĕ таçта тарнă. :( Тăрăшмаллах пулнă — вара, тен вырăн та лекĕччĕ. Пултарулăхĕ сисĕнет, кахаланмалла мар çеç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: