Симĕс çынсем


Пĕррехинче эпир кукамайпа касу пăхма кайрăмăр. Таçтан космос карапĕ вĕçсе килчĕ. Вăл çĕр çине ларчĕ те, унран тĕтĕм тухрĕ. Тĕтĕмпе пĕрле темле симĕс çынсем тухса тăчĕç. Вĕсем пире сывлăх çунчĕç. Пирĕн ĕнесем хăраса тарма пуçларĕç. Симĕс çыннисем ырă кăмăллă пулчĕç. Пире пулăшас терĕç. Вĕсем пирĕнпе темĕскер калаçаççĕ, анчах эпир вĕсене ăнланмастпăр. Вĕсем пире ĕнесене пĕр çĕре пухса пачĕç. Кайран вĕсем карапран аслă çыннине, ертӳçине, илсе тухрĕç. Вăл çынсен сăмахĕсене анланчĕ. Вĕсем пире хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Эпир вĕсене тав турăмăр, каймастпăр тесе пĕлтертĕмĕр.

Пирĕн ĕнесене кĕртме вăхăт çитнĕччĕ. Эпир вĕсене ял патнелле хăвалама пуçларăмăр. Симĕс çынсем пире тав турĕç те,вĕçсе кайрĕç.

Акă тепĕр касу çитрĕ. Татах çав çыннисем вĕçсе килчĕç. Вĕсем курăксене сип-симĕс пысăк ӳстерчĕç. Ĕнесем те ниçта та тармарĕç, курăка тутлăн çирĕç. Эпир кукамайпа хăнасемпе калаçса çакна пĕлтĕмĕр: вĕсен ӳчĕ питĕ çӳхе. Ăнсăртран пĕр çынни аллине çĕçĕпе кастарчĕ. Асанне ун аллине усăллă курăкпа çыхса ячĕ. Вĕсем пире тав турĕç те, вĕçсе кайрĕç. Çапла, эпир симĕс çынсемпе туслашрăмăр. Пурнăçра тем те пулать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-26 13:03:13):

Тĕтĕм мар пулĕ — пăс? Тĕтĕм пирки вуларăм та карапĕ пăсăлна пек ăнлантăм :) Иккĕмĕш абзацра симĕс çынсем вĕсене мĕншĕн тав тунине уçса паман.

Малалла вĕренмелле. Содержани енчен сапаланчăк. 7-мĕш класа çурекен ачашăн япăхрах.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

Яковлева (2008-11-26 17:23:09):

Чĕлхери илемлĕх мелĕсемпе усă курмасан яланах çаплалла пулса тухать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: