Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхЕркӗнХĕллехи каçсенчеСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеЙĕрсемТăм ӳкнĕ ирЮрату йĕтесĕ

Çуркуннен хĕл ыйхи иртсе кайнă...


Çуркуннен хĕл ыйхи иртсе кайнă,

Вăранать тĕлĕнтермĕш тĕнче.

Аш йăва çавăрать сарă кайăк

Шĕшкĕпе çурхи кун хӳттинче.

 

Ейӳ шывĕ юхать çут-çут1 витĕр,

Тӳпере аслати алхасать.

Хĕм-хĕвел пур çĕре кӳрет витĕм,

Чĕрĕлет юмахри евĕр сад.

 

Чӳрече каррисемлĕ çур каçĕ

Ăсатать кăшт ĕшеннĕ куна.

Тӳпере çуртасем ялкăшаççĕ

Асампа астарса лăш чуна.

 

Хир лăссиллĕ тĕкме-кĕтрет çийĕн

Шăплăх шав вăранать ирсерен.

Çуркунне — ăшă пиллĕх хуçийĕ —

Сывлăша ăшăтать ерипен.

Шурăм пуç шевли вылять сăрт çийĕн-мĕн...


Шурăм пуç шевли вылять сăрт çийĕн-мĕн,

Çут инçет хĕрри те савăк пулĕ-и?

Кайăксем çӳлте вĕçеççĕ çиçĕмĕн,

Тăкăска Камчатка, сывă пул эппин.

 

Чĕремре çиçет Хуркайăк çулĕ те,

Çурта пек çунать-çке кĕмĕл уйăх та.

Кăпăклă хум çийĕн йывăç çӳллĕ-çке,

Туй çемми янрать таçта пит хуйăхлă.

 

Кăвак çут çавах чĕнет хаваслăн ав,

Туйăнать манпа халь сыв пуллашнăн вăл.

Саншăнах, кĕтмен-туман пуласлăхăм,

Çăлкуçсем куççульпеле туласшăн халь.

 

Уйăх çутинче раща та курăнĕ,

Ир енне ун пек çут тĕлĕк пулĕ тин.

Çу кунне кĕмешкĕн юншăх туртăнĕ,

Тăкăскă Камчатка, сывă пул эппин.

 

Çулăмпах çунать-çке çулçă çумăрĕ,

Океан хумне чăмать çут уйăх та.

Савнă çын патне çитсе пыл çутăр-и,

Шухăшĕ ан пултăрах ун хуйăхлă.

 

Кĕрхи кун çилхи вĕл-вĕçĕ улăхăн,

Ылтăн-кĕмĕл çивĕчĕ ун пулĕ пин.

Савнипе те тĕл пулу ман пулĕ-ха,

Тăкăскă Камчатка, сывă пул эппин.

Çапăçу хирĕ


Салам çине салам, темиçе пин хут салам, Стихванăм! Сана чи малтанах эпĕ парти ĕретне кĕни çинчен хĕпĕртесе пĕлтерем! Юнпа илнĕ партбилет çине çыпăçтарма касăлса пĕтнĕ сăнама ӳкерсе кайрĕç. Хĕпĕрте! Парти пухăвĕнче малашнехи ĕçсемшĕн иксĕмĕр партбилет çĕклĕпĕр, пĕлме çук, тен, Сталин докладне те вăрçă хыççăнхи съездра куçкĕретĕнех итлеме тавĕ. Ку сăмаха çырнăшăн хăшпĕри кулма та пăхĕ, анчах вутри этем умĕнче темиçе пин мехел пур, эпĕ ытларах çитĕнме те шанчăка çухатман. Тăван анне-çĕршывшăн пыракан таса вăрçăра коммунист-командир пулса çапăçни, ман шутпа, ниепле те палăрмасăр юлас япала мар. Эпе хамăн шухă пурнăçăн чăн та ответлă тапхăрне куçрăм. Çакăншăн ăслă юлташăмсем, таса чĕреллĕ юлташăмсем савăнмĕç тесе ниепле те калама пултараймастăп. Сана пĕр-ик сăмахпа та пулин каласах пулать ĕнтĕ: эпир тĕнчери лару-тăрăва (хамăр çĕршывăн малашлăхĕ тĕлĕшпе) пĕтĕмпех улăштарма хускалтăмăр. Пĕр самант хушшинче темиçе пиншер орудирен, шутсăр минометсенчен, пĕтĕм хĕçпăшалран пĕр залп кĕрлесе кайрĕ. Сывлăшри минă-снарядсем пиншер вĕриçĕлен ушкăнĕ пек чашкăртса шăхăраççĕ, тăшман йышăннă фронт метр хулăнăш металпа витĕнет; унта, тен, сакăр çул хушши курăк та шăтас çук; ыткăнатпăр малран та мала, тăшман çулне тата унăн пĕтĕм çарне турама!

Малалла

Вĕлтрен яшки


Ача чухне пушмак та атă

Пулмарĕ пирĕн урара...

Ыйха манса та, тар тăкса та

Ĕçре туптанă хамăра.

 

Пир кĕпе-йĕм те çăпатаччĕ...

Нушаллă кунăн мĕн пайти?

Ир ал арманĕ вăрататчĕ,

Кĕрленĕ евĕр аслати.

 

Кĕлет — çара, ырçа — пуш-пушă,

Çук чĕптĕм çăнăх пӳлмере.

Çава йăтса, куллен хăрушшăн

Çӳретчĕ выçлăх килĕрен.

 

Юр кайнă май тапса тухсассăн

Хуралтă çумĕнче вĕлтрен,

Ăна тататтăмăр хавассăн:

Усси пурах çĕн çимĕçрен!

 

— Вĕлтрен сыппа сиплет, пĕлсемĕр, —

Вучах тивертнĕ чух лаçра

Паратчĕ ăс пире аннемĕр, —

Çакна ан манăр пурнăçра!

 

Тек-тек тутанмасан та çăкăр,

Яшка пит тутлăччĕ, ай-хай.

Тен, унранах вăй илчĕ кăкăр,

Чĕлхем те уçăлчĕ самай.

 

Нуша вут чуль кастарнă тенĕ:

Мĕнех, пĕр тапхăр чăтмалла!

Хĕн-асапра йӳнеçкеленĕ

Курăкпала, крахмалпала.

 

Аннем почтальона курсассăн,

Чупса тухатчĕ пăлханса.

— Тав ыр хыпаршăн! — вăл хавассăн

Малалла

Юрату хăвачĕ


Çук, пĕлмен, шутламан çакăн пек пуласса,

Савма маннă чуна эсĕ вăй парасса.

Мĕнле ырă шăпа тĕл пултарчĕ сана,

Мĕнле ырă самант телей пачĕ мана.

 

Çук, пĕлмен, шутламан çакăн пек пуласса,

Ман валли те çапла юрату тупнасса.

Паянтан пуçласа ĕмĕтсем урăхла,

Ма тесен, сан сăну яланах куçăмра.

 

Çук, пĕлмен, шутламан çакăн пек пуласса,

Туйăмсем кăвар пек йăлкăшса çунасса.

Чĕререн тав тăвап, савнă тусăм, сана,

Юрату хĕмĕпе эс çын турăн мана.

Тăванла масарсем


Сарлака уй-хирсем. Хуласем. Саласем...

Хирсенче, ялсенче — тăванла масарсем.

Çунтармасть сар хĕвел, ахăрмасть çил-тăман,

Пĕр кил тупнă кунта сан тăван, ман тăван.

 

Ешерет çут тĕнче, савăнаç кайăксем.

Чĕрĕлмеççĕ нихçан пурнăçран кайнисем.

Кун тăвать çĕр иртсен, çу çитет хĕл кайсан,

Çывăраççĕ çаплах сан тăван, ман тăван.

 

Манăçми пушарсем, тăванла масарсем —

Вăрçă çулĕ çинчи çунакан маяксем.

Мантармаççĕ вĕсем çав çула нихăçан,

Утнă çавă çулпа сан тăван, ман тăван.

 

Сар хĕвел айĕнче савăнать тăван хир.

Мирлĕ пурнăç юрри шав юрласшăн эпир.

Çĕр çинче тăванла пурăнсан чĕррисем

Пулас çук нихăçан тăванла масарсем.

Тăванла масарсем.

Чан сасси


Хуллен кун-çул иртет иккен.

Тата нумай-ши курасси?

Иртни çинчен, хальхи çинчен

Шутлаттарать-çке чан сасси.

 

Чан сасси — чун сасси,

Чан сасси — чĕре сасси,

Чан сасси — чиркӳ сасси,

Чан сасси — Турă сасси.

 

Илемлĕ, ирĕк çут тĕнче,

Кашнин килет пурăнасси.

Анне çинчен, атте çинчен

Асилтерет-çке чан сасси.

 

Чан сасси — анне сасси,

Чан сасси — атте сасси,

Чан сасси — тăван сасси,

Чан сасси — юн сасси.

 

Пурнан кунта çын пек пулма,

Вилнисене асра тытма,

Чĕррисене сума сума

Пире хушать-çке чан сасси.

 

Чан сасси — чун сасси,

Чан сасси — юн сасси,

Чан сасси — чиркӳ сасси,

Чан сасси — Турă сасси.

Юлашки блокнотран


14.11.42. Ĕнер каçхине ăмăрткайăк-минăперевçĕсенчен хампа пĕрле çичĕ çын суйласа илтĕм те малти рете, фронт чикки тăрăх 12 километр кайса, Ермолаев Ваняна улăштартăм. Шутник «артист» Павлов çул çинче снаряд çапса салатнă кĕсрен хăрах енчи аяк пĕрчисене пĕтĕмпех йăтса çитерчĕ, паян кунĕпе аш пĕçереççĕ. Ездовой Сибряев мана та темле çур така пуçĕ, пĕр котелок çăнăх пачĕ. Белотангин Мишăна, хамăн чи юратнă боецăма, пĕçерме хушрăм. Лайăх апат пулчĕ!

...Эпир Дон шывĕ урлă ноябрĕн 6-мĕшĕнче çĕрле каçсаттăмăр. 7-мĕшĕнче тĕнче тĕлĕнмелле вăрçă уçăласса кĕтрĕмĕр, анчах çав вăрçă ыранпа тепĕр кун пуçланмалла, терĕç.

— Çав пулас çапăçу стратеги енĕпе çех мар, политика тĕлĕшĕпе те тĕнчери лару-тăрăва ăнран ямалла, — терĕ полк командирĕ капитан Кухаренко. (Сăмах майĕпе: полк комиссарĕ Панченко юлташ ман çинчен ăна нумай каласа панă. Эпĕ унпа калаçмалла та пулнă, анчах, тем мурне, вăхăт тупайман вара!) Чăнах та çак ыранхи вăрçăра пĕр секунд хушшинче темиçе пин орудирен кăна мар, пĕтĕм хĕçпăшалран пĕр залпла персе ярса çĕре кисрентермелле, унтан темиçе минут хушши пĕр тăтăш персе, пĕтĕм çĕре чĕтретсе тăмалла! Мĕн пулать ĕнтĕ, сывă тухса пули, çук-и.

Малалла

Ĕлĕкхи салтак юрри


Патша янрал çаррине

Авал илнĕ салтака

Рабочипе хресчене

Ирĕклĕ мар, чĕр-çилам.

Хепхепĕлсем, унтерсем,

Ахвицерĕ-янралсем

Тапкă-çупкă çитернĕ,

Ним маршăнах вырттарса,

Ӳпне-питне çавăрса,

Шомполпала, хулăпа

Салтаксене çаптарнă

Патша улпут çарĕнче.

Служби срукĕ хăш чухне —

Çирĕм пилĕк çул таран —

Тăсăлнă çав çур ĕмĕр,

Аллă çула çитсен тин

Янă калла службăран.

Çавăнпала салтакран

Калла киле килекен

Питĕ сайра пулнă вăл.

Хĕненипе хĕнлĕхе

Тӳсеймесĕр, нумайĕш

Çапла патша çарĕнче

Пĕтнĕ ĕлĕк салтаксем.

Кулак, хуçа ачисем,

Капиталист таврашĕ

Кайман салтак службине —

Кучченеçпе, укçапа

Вĕсем юлнă салтакран

Тăлăх турат-чухăна,

Рабочие, батрака

Илнĕ ĕлĕк салтака

Çав асапа кăтартма.

Салтак ачи, тарăхса,

Вара çапла юрланă:

 

«Атăл урлă каçмăттăм —

Ким каçарчĕ, мĕн тăвас?!

Эп салтака каймăттăм —

Улпут илчĕ, мĕн тăвас?!

Алкумĕнчи сăрлă юпа,

Малалла

Ĕлĕк нумай макăрнă...


Ĕлĕк нумай макăрнă

Анне чĕчĕ паман чух.

Халĕ мĕншĕн макăрас,

Пурнăç хамăр алра чух?

 

Авал нумай хурланнă

Патша йĕрки хĕснĕ чух,

Халĕ мĕншĕн хурланас,

Ĕç халăхĕ малта чух?

 

Ма каяс мар вăрмана

Хурăн çырли татмашкăн?

Ма килес мар ку яла

Тăвансене курмашкăн?

 

Ма кĕрес мар вăрмана

Хăмла çырли çимешкĕн?

Ма кĕрес мар коммуна

Ырă пурнăç курмашкăн?

■ Страницăсем: 1... 534 535 536 537 538 539 540 541 542 ... 796
 
1 çут кунта — юр ирĕлнĕ вырăн