I
Санпа пĕрле чухне сăмах çăмхийĕ çăмăл —
Йĕркеллĕн, килĕшӳллен, сумлăн сӳтĕлет.
Калаçнăçем вара яр уçăлать ман кăмăл:
Иртни, хальхи йăлтах чĕлхе çине килет.
Эп улттă тултарсан хăрушă, çăткăн вилĕм
Уйăрчĕ пирĕнтен юратнă аннене.
Пĕр тăвансем — виç аппапа пичче — пĕр вĕçĕм
Выртса макăртăмăр ун вилтăпри çине.
Çурла уйăхĕччĕ. Хирте ыраш выратчĕç
Ял-йышпала каçапăкра тăванăмсем.
Мана хăйсемпелĕ пĕрле илсе каятчĕç:
«Часрах ĕçе вĕрентĕр», — тетчĕç аппасем.
Кулянмалли хăр тăлăхсемшĕн пит нумай,
Пĕрмай эп макăраттăм чун хурланнă май.
II
Çав вăхăтра аттемĕр пирĕн асапланнă
Çынсемшĕн тамăк пулнă Çĕпĕр тайгинче.
Унта ăна çул пуç путевкипе» ăсатнă:
Вăл чăрмантарнă-мĕн колхоз тăвассинче.
Колхоз хуçи Ефрем шап-шур хута йĕрленĕ,
Ĕненнĕ хăй çырни ĕçе пуçлассине.
Иваш, Илмук, Кришук тусĕсене чĕнтернĕ:
«Çак хут çине ал пусăр», — тенĕ вĕсене.
Малалла
Шухăшсем
Looking for traffic that actually fits y...
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем