Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕлĕнтермĕш юмахсемКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеХусанҪавраҫилҪул пуҫламӑшӗАсаттесемЮрату ҫӑлкуҫӗ

Пархатарлă савма пĕлнисем


Ан вăтанăр, туссем, ан вăтанăр

«Юрататăп» тесе калама!

Чун-чĕре туйăмне ан пытарăр.

Юратсан — кирлĕ мар вăтанма!

 

Чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнсан та

Юрату сăмахне манар мар.

Çирĕмри пек чĕре çунмасан та

Ыталар пĕр-пĕрне, чуптăвар!

 

«Юрататăп» тесе каламашкăн

Йывăр мар-çке пачах, тусăмсем!

Пĕр сăмах чĕрене пыл хумашкăн

Пултарать, пултарать, ыр çынсем!

 

Пĕр-пĕрне нихăçан ан вăтанăр

«Юрататăп» теме, тусăмсем!

Чи таса туйăма ан пытарăр —

Пархатарлă савма пĕлнисем!

Мана автан йыхăрать


Автан тус ирех тăрать,

Вара мана канăç çук.

Тапхăр-тапхăр кăшкăрать:

— Кил кар-ти-не тух, Ки-ру-ук!

Чăх мана кĕтме хушать

— Илемлĕ эс, самăр та,

Туса пар-ха çăмарта.

Вара кĕрпе парап вĕт...

— Кĕт-ха кăштах! Кĕт-кĕт-кĕт!

Тăри юрри


Çур тырри куç умĕнче,

Çуллахи кун янкăрах.

Тӳпере, пуç тĕлĕнче,

Çакнă пек йĕс шăнкăрав.

Тăр-тăр-тăр!.. Тăр-тăрах!..

Чарăнми вăл тăрлатать.

Тырă пиçтĕр хăвăртрах

Тенĕ евĕр туйăнать.

Ашшĕ-амăш, чĕпписем


Аслă ял çывăхĕнче —

Мăн Çавал,

Мăн Çавал çыранĕнче —

Шур хăва,

Шур хăва чăтлăхĕнче —

Йăвасем,

Йăвасен ытамĕнче —

Чĕпĕсем.

Ăшăтаççĕ чĕпсене

Амăшсем,

Ачашлаççĕ вĕсене

Ашшĕсем,

Çитереççĕ,

Ӳстереççĕ,

Юррине итлеттереççĕ,

Вăхăт çиттĕр — вĕçтереççĕ.

Инкек — çурмалла


Ванюк шкултан килнĕ-килменех урама чупса тухрĕ. Çерук аппан качакине асăрхарĕ те ăна вăрăм патакпа уринчен çапрĕ, мĕскĕн выльăх уксахласа аран-аран килне çитрĕ.

Акă арçын ача вăрăм çăмлă кушака мăйĕнчен çатăрласа тытрĕ те вăйпах çухăртма пуçларĕ. Юлашкинчен ăна çĕклесе печĕ те çырманалла чупса анчĕ.

Кӳршĕ Иван мучи Ванюк лачакара выртакан сыснана урипе тапнине асăрхарĕ те:

— Ачам, усал ĕçпе ырă ят илтеймĕн, — терĕ.

Парнеле эс мана юрату


Савнă тус! Эсĕ манăн пулсан,

Санпа çеç хĕвеле тĕл пулсан

Пулас çук чĕрере ырату.

Парнепе эс мана юрату!

 

Телее пĕрле çеç туптасан,

Пĕр-пĕрне ĕненсе пурăнсан

Пулас çук нихăçан çухату.

Парнеле эс мана юрату!

 

Пĕр çулпа алла-алăн утсан,

Яланах пĕр-пĕрне ăнлансан

Пулас çук чунсенче ырату.

Парнеле эс мана юрату!

 

ЮРАТУ, ЮРАТУ, ЮРАТУ!

ПИТĔ ВĂЙЛĂ-ÇКЕ САН ХĂВАТУ!

Курак


Хурама çинче курак

Кăшкăрать: — Хурах! Хурах!

Вăл пăлханнă тăруках.

Мĕн-ши пулнă курака?

Унăн хырăм выçнă пуль.

Юхтарать-и, тен, куççуль?

Выçнă тăк — ахаль ан лар,

Хурт-кăпшанкă эс пуçтар.

Пĕчĕкки


Ушкăн кăвакал чĕппи

Симĕс курăк чĕпĕтет.

Улинеçĕм хĕпĕртет:

— Пĕчĕкки, — тет, — пĕчĕкки!..

 

Шурă сурăх путекки

Тăпăрт-тăпăрт сиккелет.

Улинеçĕм хĕпĕртет:

— Пĕчĕкки, — тет, — пĕчĕкки!..

 

Пур çĕрте те хай пекки

Курăнса кайсан куçне

Хĕпĕртет те Улине:

— Пĕчĕкки, — тет, — пĕчĕкки!..

Хĕллехи вăрман


Сĕм вăрманăн тăррине

Витнĕ шурă катан пир.

Унăн хӳхĕм тĕррине

Пырса кур хĕвеллĕ ир.

 

Тăкăнаççĕ пуç çине

Кĕмĕл юр чăмаккисем.

Мухтаса хĕл илемне

Чаклатаççĕ чакаксем.

 

Пĕр татти-сыпписĕр тек

Кумкалать ула такка,

Телеграмма панă пек

Ахрăм кайрĕ аякка.

Каçхи лĕпĕш


Эсĕ тухса кайрăн.

Пирус савăтĕнче сӳнсе пĕтмен сигарет тĕтĕм кăларать, çăвара хыпнă çĕрте тута писевĕ çыпçăнса юлнă. Унсăр пуçне пӳлĕмре йĕклентерекен духи шăрши ниепле те сĕвĕрĕлсе пĕтеймест.

Тухса кайрăн та, çăмăллăн хаштах! сывласа ятăм.

Аялта хула шавлать. Автобуссем кĕрлеççĕ, иртсе пыракан троллейбус электричество пралукĕ çинче çутă сирпĕтсе хăварчĕ, куçа шартса ячĕ.

Вăш-вăш! тусах çил кĕрет пӳлĕме. Унпа пĕрле тасалăх кĕнĕн туйăнать, сывлама та çăмăлрах та ырăрах.

Сасартăк чӳречерен упа лĕпĕшĕ вĕçсе кĕчĕ те тӳрех абажур патнелле ыткăнчĕ. Явкалана-явкалана, авкалана-авкалана çаврăнчĕ вăл çутă тавра. Унтан плафон çине çапăнчĕ те, пирус кĕлĕ ӳкнĕ пек, йĕр хăварчĕ.

Çапла, эпĕ ăна палласа илтĕм. Упа лĕпĕшĕ теттĕмĕр ун пеккисене ача чух. Мĕншĕн «упа лĕпĕшĕ», пĕлместĕп, анчах хăй кĕлеткинче ырă мар сăн пурри тӳрех сисĕнет. Пуçĕ тăмана пуçĕ пекрех, кĕлетки çăмламас.

Эпĕ ăна çулса тытрăм та каллех уçă форточкăран кăларса ывăтрăм. Пӳрнесем çине пурă çăнăхĕ пек шурă йĕр тăрса юлчĕ. Алла кайса çурăм.

Анчах… Тата тепĕр лĕпĕш кĕрсе кайнă! Каллех çапăнать кăна, лампочка тавра явăнать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 27 28 29 30 31 32 33 34 35 ... 796