Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЙĕрсемАвăн уйăхĕЮрату йĕтесĕХĕрес хывнă хĕвелСулпикепе Валĕм хунАли-паттăрКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке

Савни уйрăлсан


Хĕвел те сӳнмерĕ,

Тĕнче те пĕтмерĕ

Юратнă савни пăрахсан.

Ӳкеттĕм пуль терĕм,

Пĕтеттĕм пуль терĕм

«Савмастăп» тесе каласан.

 

Шап-шурăччĕ çĕмĕрт,

Çунатлăччĕ ĕмĕт

Савни, санпала паллашсан!

Шанаттăмччĕ, ĕмĕр

Куçу — çутă тĕкĕр —

Кăтартĕ мана çеç ялан!

 

Анчах улталарăн,

Тӳрех каламарăн...

Мана эс пачах та савман!

Суялăх кăварĕ,

Куççӳлĕн тăварĕ

Чуна тивессе-çке шанман!

 

Хĕвел те сӳнмерĕ,

Тĕнче те пĕтмерĕ

Манран чун савни уйрăлсан.

«Телейлĕ пул!» — терĕм,

«Каях, тусăм!» — терĕм

Куççуль куçăма хупласан!

 

Ӳксе хуçăлмарăм,

Ларса макăрмарăм.

Эп санăн çулна пӳлес çук!

Пĕлсем, сана саврăм,

Чунтан эп юратрăм.

Ман санăн умра айăп çук!

 

Хĕвел те сӳнмерĕ,

Тĕнче те пĕтмерĕ

Манран чун савни уйрăлсан.

Ӳкетĕп пуль темĕп,

Пĕтетĕп пуль темĕп

Суранлă чуна хытарса!

Савнă туспала


Савнă туспала антăм кӳл хĕрне,

Курас терĕм шуçăм килнине,

Çăлтăр сӳннине, кун чĕрĕлнине,

Уйăхпа хĕвел тĕл пулнине!

 

Кӳлĕ çыранне шур тĕтре витет,

Кĕмĕл сывлăм çĕр çине ӳкет,

Тухăç хĕрелет, уçă çил вĕрет,

Ытарми савни сăмах кĕтет.

 

— Мĕн тери аван эс çумра пурри.

Шăратар-и юрату юрри?

Саврĕ пуль пире юрату Турри...

Пулас çук пуль çакăнтан ырри!

 

Савнă туспала антăм кӳл хĕрне,

Курас терĕм шуçăм килнине.

Куртăмăр пĕрле кун чĕрĕлнине,

Уйăхпа хĕвел тĕл пулнине!

Астутарчĕ


Шурă сурăх пăранларĕ.

Шур путек çӳрет сиксе.

Кĕркури унпа вылярĕ

Тĕкĕшмешкĕн вĕрентсе.

 

Вăхăт иртрĕ сисĕнмесĕр,

Пысăкланчĕ шур така.

Çамкинче ун шушкă евĕр

Икĕ пысăк мăйрака.

 

Пĕр кунне çак так! тутарчĕ

Хыçалтан Кĕркурине.

Ахăртнех, вăл астутарчĕ

Кам тĕртме вĕрентнине.

Асанне çип çăмхалать


Кунран-кунах хĕл енне

Шур юр çĕре чăпарлать.

Çакна кура асанне

Алсиш çыхма сип арлать.

 

Йĕки тулать асаннен,

Вара çипне çăмхалать.

Тулли йĕке майĕпен

Урай тарах кускалать.

 

Кушак çакна курнипе

Кĕçех ĕçе пикенет.

Ик пĕчĕк çеç çурипе

Тытать тулли йĕкене.

 

— Маттур эс, — тет асанне,

Ырлать кушак аçине, —

Чăлха çыхса парас, — тет, —

Сивĕ пулмĕ урине.

Пăчкă


Канашран Çĕмĕрлене çӳрекен пуйăс Çарăклă разъездĕнче чарăнса тăчĕ. Хирĕç килекен пуйăса кĕтсе кунта чылаях тăхтамалла, анчах «пассажир» текенни яланах васкакан халах: пуйăс чарăннă-чарăнманах пирĕн вакуна вунă-вуникĕ çын кĕрсе ларчĕ. Ларнă темех те çук-ха вĕсене, çаплах вырăн шыраса (пушă саксем те нумай) каллĕ-маллĕ кумаççĕ.

Уçăлас тесе, эпĕ тамбура тухрăм, унтан проводникран çул пама ыйтса çĕре антăм. Вакун патне пĕр вăтам çулсенчи фуфайка тăхăннă арçын васкать, Аллинче ун «Дружба» текен моторлă пăчкă, çурăмĕ хыçне пысăках мар кутамкка çакнă. Унпа юнашарах хăйĕнчен те сарлакарах, самаях хулăнлана пуçланă хĕрарăм утать. Октябрь уйăхĕн çурри кăна-ха, сивĕсем те пуçăнман, ку ĕнтĕ хĕллехи пальто та тăхăнса янă, пуçне ăшă çăм тутăр çыхнă. Пичĕ анис улма пек пулмасан, ăна чирлĕ теме те пулать-и, тен…

— Проводник! Итле-ха, — янрарĕ ман хăлха çумĕнче хайхи арçын сасси. — Пăчкăпа ларма юрать-и?

Сасси ун хулăн.

— Юрамасăр. Пăчкă пĕр пăт туртас çук. Билету пур-и? — тĕпчет самаях палкама юратакан проводник.

— Епле ан пултăр?.. Ну, мĕн ман куçран пăхса тăратăн? Лар тенĕ сана, — тĕртет арçын çумри хĕрарăма.

Малалла

Савнă вырăн


Сирĕн кил умĕнчи шурă хурăн

Çулçине пуль сарать çуркунне.

Çавăнта эс мана тупа турăн

Парнелетĕп тесе чĕрӳне.

 

Çăлтăр пек куçусем илĕртӳллĕ

Тинкеретчĕç ун чух ман çине.

Чуптăваттăн мана пит хĕрӳллĕ,

Шантарса юрату пуррине.

 

Сан вĕри тутусен шĕл-кăварĕ

Сĕртĕнсен питĕме, тутана —

Темшĕн тухнă куççулĕн тăварĕ

Пыл пекех туйăнатчĕ мана!

 

Кунсерен хĕвеле васкататтăм,

Хистететтĕм тухма уйăхне.

Шурă хурăн патне çул хываттăм

Каçсерен савнă тусăм патне.

 

Çурхи шыв пек юхса иртсе кайрĕç

Яшлăхри манайми вăхăтсем...

Çав-çавах асăмран тухаймарĕç

Санпала юнашар пулнисем!

 

Сирĕн кил умĕнчи шурă хурăн

Сартăрах кашни çул çулçине!

Юратуллă каçсем, савнă вырăн

Ан тухайччĕр асран ĕмĕрне!

Пилеш шăрçи


Паян куртăм эпĕ ирхине...

Пилеш çыхнă кĕрен тутрине!

Пĕрчĕн-пĕрчĕн тăкать çырлине

Санпа хывнă сукмакăм çине!

 

Ас тăватни, савни, иртнине,

Каçсерен юнашар утнине?

Çак пилеш çырлине татнине,

Пит илемлĕ шăрçа тунине?

 

Парнелерĕн мана шăрçине

Çăтмахри пек хитре каçхине.

Шантарса юрату пуррине,

Шăратса чун-чĕре юррине!

 

Çухатман чун савни парнине —

Эсĕ çыхнă пилеш шăрçине!

Манайман юнашар утнине,

Сывлăм тăрăх сукмак хывнине!

Тĕлĕнтермĕш Микулай


Тĕлĕнтермĕш! Ай-ай-ай!

Йытă кӳлнĕ Микулай...

Ыткăнаççĕ ик Улай,

Çуйхашаççĕ лăй та лай!

Мелсĕр ларнă Микулай

Ӳкрĕ юлчĕ, ай-ай-ай!

Хураçкапа калаçни


— Хура-хура Хураçкам,

Çурту ытла хитре сан.

Кам тунă-ха ăна? Кам?

— Хам! Хам! Хам!

— Туп-туллиех валашка.

Çав апата, Хураçка,

Кам çинĕ-ха, каласам?

— Хам! Хам! Хам!

— Кашни кунах кăнтăрла

Выртатăн эс сăнчăрта.

Кам кăкарчĕ, Хураçкам?

— Хам! Хам! Хам!

— Хăш чух эсĕ, Хураçка,

Туртса çӳрен çунашка.

Кам кӳлет-ши сана? Кам?

— Хам! Хам! Хам!

Малтан каçарсан


Чĕнместпĕр.

Тутасене пăрнă.

Кăмăлăмăрсем тӳнтерле.

Кам айăплă халь кунта, кам айăпсăр? Шыраса туп тупсăмне. Çав çеç паллă: кил-йышра чашăк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть.

Чупса кĕрет çичĕ çулхи ывăлăм пӳрте. Такамран илтнĕ сăмаха персе ярать:

— Тулта хĕвел, пӳрте те кĕрес килмест.

Унтан, пысăк тĕпчевçĕ евĕр, амăшĕ çине тинкерет. Тем асăрхать пулас. Мана сăнама пикенет, эпĕ çилле сĕвĕрсе кулса яратăп.

— Кĕрер мар, ывăлăм. Манпа уçăлма пымăн-и?

— Кайрăмăр, атте, — тесе алран пырса тытать вăл.

Тулта чăнах та чăн-чăн çуркунне. Тӳпере хĕвел кустăрми ялкăшать, çуртсен аркинчен ăмăртмаллах тумла тумлать.

Утатпăр тухса ывăлăмпа урама.

Кашнин хăйĕн шухăшĕ, анчах эп ытларах пепкемĕн сăмахне тăнлама тăрăшатăп.

— Анне кăмăлсăр, — тет вăл.

— Ма кăмăлсăр? — тесе пӳрт чӳречи енне çаврăнатăп.

Сăнать анни пире кантăкран. Анчах ăна ют çын вăрттăнлăхне сыхланă пек ырă мар. Пăрăнать вăл чӳрече умĕнчен.

Пăрăнать те, анчах хăйне татах айăплăрах туять.

Çапла, çапла. Кунта йăнăшмастăп эпĕ: малтан ал паракан е малтан каçаракан — яланах ăслă. Эпĕ каçарнă, юнăхмастăп. Манăн чĕрере канăçлăрах ĕнтĕ.

■ Страницăсем: 1... 26 27 28 29 30 31 32 33 34 ... 796