Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕллехи каçсенчеСуя телейЧапшăн пурăнмастпăрКулăшла калавсемХура çăкăрЙĕрсемЙĕрсем çухалмаççĕ

«Кун каçа кăмăла кĕлĕпе кĕлĕрсен…»


Кун каçа

кăмăла

кĕлĕпе

кĕлерсен1

кĕçĕрех

кивмелли2

калеме

кăларатăп:

 

Тайăнне3

тăрăшса

талккишпех

тӳккесе

типтере4

типĕтме

тĕркипех

тултаратăп.

 

Çĕр хута

çакăнти

çинçешке

çипсенчен

çаннăма

çавăрсах5

çырупа

çаклататăп.

 

Харкамрах

хайлапа6

халăма

Малалла

Тамăк кĕтет


Манăн

Украинăра,

пĕр каласан –

никам та çук.

Çапмасăр

хамăн кăкăра,

йывăр чăтма,

калаçнă чух.

Тарăхмалли

сăлтавĕ пур –

çамрăк чухне

эп унта пулнă.

Крым паян пирĕн –

кай та кур.

Вăл мĕн таран

асамат курнă!

 

Çамрăк салтак

пулнă чухне,

Крым хамăн

кил пекех пулнă.

Кăн-кăвак

тинĕс хĕррине,

ĕç вырăнĕ

тесе эп туйнă.

 

Халь урса

кайнă пуянсем,

Украина

Малалла

Чăваш чĕлхи


Чăваш чĕлхи

пĕтет тесен,

эпĕ те кăштах

хăрарăм.

Çак шухăшсем

ăçтан вĕсем;

Кам тупнă-ши –

арçын, хĕрарăм;

 

Халлĕхе

чăваш нумай –

ăçта кăна

вĕсем пурнаççĕ!

Юлашки

çулсенче пĕрмай –

чăваш пĕтет –

тесе калаççĕ.

 

Кама кирлĕ

çак шухăшсем;

Кама пулăшаç

вĕсем;

Кама-ши

çывăрма памаç

е кун çинче

укçа тăваç;

 

Ача ман

чăвашла пĕлмест,

ашшĕ-амăш

Малалла

Аса-илӳ


Пĕрре çапла

шухăшласа ларап та –

манăн пуçран

шухăш вĕçсе тухать.

Çав шухăшра

хамăр яла пырап та –

аса-илӳ

манăн умра чупать.

 

Кайран вара

ăçта кăна пымастăп –

ӳкерчĕксем тухаççĕ

ман умма.

Эп шухăшра

чĕнместĕп, калаçмастăп –

аса илмеллисем

питĕ нумай.

 

Ял варринче,

пирĕн умра, кӳлĕччĕ –

Лавăр тесе

чĕнетпĕрчĕ ăна.

Пире унта

шыва кĕме юратчĕ –

ăна куратчĕç

йăмрасем кăна.

 

Кăвакалсем, хурсем

унта ишетчĕç –

никам та пĕр-пĕрне

кансĕрлемен.

Çулсем хыççăн

çулсем çапла иртетчĕç –

эп ун чухне

ватăласса пĕлмен.

 

Ял хĕрринче –

пуçланнă юханшыв –

пĕчĕк кăна,

хитре кăна Пăла.

Анчах та маншăн

пулнă – пысăк шыв –

вăл, ман шутпа,

тултарнă Атăла.

 

Çур ĕмĕр иртрĕ

эп тухса кайни –

çак вăхăтра

ватăлса та кайрăм.

Пăла шывне

е Лавăра курни –

маншăн телей!

Шухăшра пуç тайрăм.

Вĕлтĕрти вĕçевçĕсем


Йăлăмра çĕр çула яхăн ĕлĕк вăйлă пушар пулнă, çамрăк «хырсем веçех çунса-хăрса пĕтнĕ, вĕсен вырăнне вара ытти йывăçсем ӳссе ларнă, — терĕ Степан Лукич пĕррехинче.

«Чимĕр-ха, апла пулсан ытти йывăçĕсем унта мĕнле майпа ӳссе ларнă? Кам лартнă вĕсене, кам акса ӳстернĕ?..» — нумайччен канăç памарĕ мана çак шухăш.

Чăнах, эсир те шухăшласа пăхăр-ха. Кам лартса ӳстерме пултарнă?..

Паллах, Степан Лукич — вăрман хуралçи — ун çинчен те каласа пама пултарать ĕнтĕ, каллех ун патне кайса тархаслама тивет.

Кайрăмăр. Хальхинче пирĕнпе пĕрле пирĕн урамри тепĕр ача — Микиш та пычĕ. Ыт ахальтен пĕрер карçинкка илтĕмĕр; мĕн тупăнать: кăмпа пулсан — кăмпа, çырла тĕлне пулсан — çырла татăпăр, терĕмĕр.

— Ăна та пĕлес килет пулсан, сире паян каллех хампа пĕрле ертсе çӳреме тивет. — терĕ Степан Лукич.

Эпир çав тери савăнса кайрăмăр. Унпа пĕрле çӳресен, темĕн те пĕр курса пĕлетпĕр вĕт!

Степан Лукич пире малтан хыр вăрманĕ витĕр ертсе кайрĕ. Ку хырлăхра урăх йышши йывăçсем çук, ытти йывăçсене ӳсме кунта майĕ те çук, мĕншĕн тесен çĕрĕ тăр хăйăр. Çапах та ак тĕлĕнтермĕш! Хырсем айĕнче унта та кунта пăт та пат хурăн шăтса тухнă. Тепĕр çĕрте — вĕрене, çăка…

Малалла

Сăмах - Сăвă - Чĕлхе - Халăх


... Çитмест тесе шутлаттăм чăтăм:

Çыртса-авса хуçлатрĕ хăтăм7.

Кĕтменччĕ кун пекки хамран,

Ирттертĕм кун, аран-аран

Пусса кăлартăм çав-çавах

Ăшран-вартан çавра Сăмах.

 

Талас тĕлнех çитсессĕн тĕртĕм8

Вилесчĕ — пĕттĕр, — терĕм, — тертĕм.

Ылхан та савнăç тĕввине —

Хальччен асаплăн йăтнине —

Чăнах, хавасчĕ ӳкерме...

Çуралчĕ... Сăвă-кипкере.

 

... Мана хама хăварнă Халăх

Мая9 тĕлне, йыша хушмалăх:

Ӳссе çитсен, сарсан çунат

— Пилленĕ пек çӳлти хăват —

Вĕрсе кĕртме черетлĕ чĕм10

Сана савса, тăван Чĕлхем.

Пыйтă тата Тура


Ах, ытла сикет-çке хытă

Сарă шăртлă вĕтĕ Пыйтă

Пĕр пуçран тепри çине.

Çухатсассăн виçине

Вăл чупать йăркка-йăркка

Тавралла сапать шăрка...

 

Ах, ытла çыртать-çке хытă

Сарă шăртлă шыçăк Пыйтă

Каçхине те ирхине

Вăл ĕмет хуçа юнне,

Унпалах пур-çук тăна —

Уямасть — сăхать кăна.

 

Ытларах пурнатчĕ Пыйтă...

Чарма çук алхасрĕ хытă

Шат! тутарчĕ ик Чĕрне

Çаклатса парсан пĕрре —

Çӳçе май тура-тура —

Вĕтĕ шăллă çĕн Тура.

Сăвăсем


Эп чăвашла

çырма пуçларăм –

кăштах кăна,

хама валли.

Чăваш чĕлхи

умĕнче парăм –

вăл маншăн

самаях палли.

 

Кунта нумай

пурăнмасан та,

нихçан та

чăвашла манман.

Ку таранчен

мĕн чул çырсан та,

пĕрре те

чăвашла çырман.

Вырăс юлташăмсем

ăнланĕç –

чăвашла мĕншĕн

çырнине.

Сăвă çырасси

халь ман ĕç –

вулăр

мĕнле пурăннине.

 

Çырнă сăвăсем

нумай ман –

вырăсла

пурте пĕлеç.

Çырас тесен

ним те тăваймăн –

шухăшсем

хăйсем килеç.

 

Çавăнпа

сиртен ыйтатăп –

вулăр ман

сăвăсене.

Вырăсла та,

чăвашла та –

алăпа

çырнисене.

Тарăн сăмахсем


Çырас тесен,

çырма пултарăп,

анчах тĕртсе

лартакан çук.

Чăваш чĕлхи

питех те тарăн –

ăна пĕлесчĕ

çырнă чух.

 

Пурте поэт

пулма пултармĕç,

ун пекки

Турăран кăна.

Ман чĕрере

сăмах тултармĕш,

нумай çырмастăп –

эп хăна.

 

Эп хăнара

кăна пулсан та,

мĕн курнине

çырас килет.

Мĕнле йывăр

пурнăç курсан та,

ăна çырма

сăмах çитет.

Çул юлташĕ


— Санăн ыран У. хулине тухса каймалла пулать, — терĕ мана, тĕпчев институчĕн сотрудникне, ирхине ĕçе пырсан, хамăрăн директор. — Пĕлетĕн ĕнтĕ, унта пирĕн Агния Васильевна Белянская искусствовед пурăнать, çак кунсенче утмăл çул тултарать. Кайса чыс тăвас пулать карчăка. Институт саламĕпе парнисене илсе каятăн. Хамăрăн чăваш правительствин наградине — Хисеп грамоти — Каканаров искусствовед илсе пырать. Пĕр пилĕк кунлăх командировка хучĕпе укçине ил те — çула хатĕрлен.

— Хатĕрленме — темех кирлĕ мар пуль? Эпĕ хатĕр.

— Апла пулсан, Данил Макаровича систер. Пĕрле каятăр. Анчах та асту, вăл, ватти, чирлĕрех, ăна çул çинче пăхкалама ан манса кай. Мĕнле калас, крыльца çине те санпа танах ĕрĕхсе хăпараймĕ вăл. Билетне паянах илсе хурăр.

Çапларах вĕрентсе, ăнăçлă çул сунчĕ мана пуçлăх.

Тепĕр кунне ирхине Каканаров, мана кĕтсе, ури айĕнчи юра çухăрта-çухăрта, Ленин площадĕнчи шап-шурă пасарнă çăка аллейипе уткаласа çӳретчĕ.

Самолет çине лармалли икĕ билет ĕнертенпех кĕсъере те — эпĕ питех хыпаланмарăм пулас. Ватти патне ерипен утса пытăм, сывлăх сунтăм, хамăн хушамата каларăм.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 20 21 22 23 24 25 26 27 28 ... 796
 
1 кĕлер — чӳхе
2 кив — тӳ
3 тайăн – кăмăл екки
4 типтер — тетрадь
5 çавăр – тавăр
6 хайла — ăсталăх
7 хăтăм – тытса лартни
8 тĕртĕм – мышцасем
9 мая – йăвара хăваракан çăмарта
10 чĕм – çĕнĕ пурнăç