Паян наци радиовӗпе Василий Раймов (ятне эфир программинчен илтӗм) юрӑҫпа ирттернӗ калаҫӑва итлерӗм. Сӑмах «Ылтӑнпала ылтӑн пӗрлешмеҫҫӗ...» юрӑ пирки куҫсан тимлесе итлеме пикентӗм — ку юрӑ мана тахҫанах килӗшет, кашни итлемессерен тенӗ пекех чуна пӑлхатса илет. Малтан эп ку юрӑн сӑмахӗсем халӑхӑн пулӗ тесеччӗ, Василий Раймов вара сӑввине хайлаканне те, кӗввине кӗвелекенне те пӗлтерчӗ — Валентина Тарават сӑввине ҫырнӑ, Олег Кайкӑр — кӗввине.
Юррине ярса параҫҫӗ пулӗ тесех тимлесе итлерӗм. Ярса пачӗҫ. Шел те, Василий Раймов юрланине ҫырса илеймерӗм — вара сирӗн те танлаштарса пӑхма май пулӗччӗ.
Мана пӗр ҫын тутарсем ҫине кӑтартса «чӑвашсем пурне те качча тухма пулараҫҫӗ, тутарӗсем вара — тутарсене ҫеҫ» — терӗ. Ак, халӗ, пӗр хыпарпа паллашнӑ май ҫакна вуларӑм:
Футболист родился в Ташкенте, его отец - нигериец, а мать — татарка. Одемвингие начал заниматься футболом в школе "Пахтакора". В 12 лет он вместе с семьей переехал в Набережные Челны и стал тренироваться в школе клуба "КАМАЗ".
Иккӗмеш пай тарин ҫитрӗм. Паян икӗ главаран кая мар кӗртесшӗнччӗ те... пулмарӗ курӑнать. Пӗр страници ман лайӑх ҫапӑнман — пӗр саспаллине те уйӑрса илме май ҫук. Ҫавна май «Ирхи калаҫӑва» ҫеҫ кӗртрӗм. Ыран тен мана вӑл страницӑна ярса парӗҫ... — вара малалла кӗртме тытӑнӑп. Хальлӗхе ҫак сӑмахсемпе тата сӑмахҫаврӑнӑшӗсемпе паллашма сӗнетӗп:
Пурте пӗлетӗр ӗнтӗ, чӑвашсен «Лаша шырани» ятлӑ халӑх юмахӗ пур. Кам пӗлмест, кӗскен: «Пӗр ҫын хӑй айӗнчи лашине виҫӗ кун шыранӑ, тет.»
Ӗнер ҫавӑн йышши пӑтӑрмах манпа пулса иртрӗ. Ҫук, лаша шырама тивмерӗ... Эпир халӗ кӑткӑс технологисен ӗмӗрӗнче пурӑнатпӑр та, хайхи лаша мар, урӑххине шырама тивет.
Ӗҫ вӗҫленчӗ те килелле пуҫтарӑнатӑп хайхи. Ыран ирхине (паян) пӗр ӗҫе тӑвасси пирки ӗҫтеше каласа хӑвармаллччӗ те — карас телефонне илсе шӑнкравларӑм ун патне. Хам ҫав хушӑрах киле кайма пуҫтарӑнатӑп — кӗсьесене тӗрӗслетӗп: мӗн те пулин манса хӑвармани тата ытти те.
Маларах пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ, утӑн 5-11-мӗшӗсенче, чӑвашсен паллӑ вырӑнӗсене кайса курма тӳр килчӗ. Куншӑн ман ҫак ҫулҫӳреве йӗркелекен Олег Михайлович Цыпленкова тата ыттисене та тав сӑмахӗ калас килет. Уйрӑмах, Алина Студенцовӑна тав сӑмахӗ калас килет — вӑл сайтра пӗлтерӳ ҫакса хуман пулсан тахҫанах кайса курас ӗмӗте пурнӑҫлаймастӑмччӗ те пулӗ.
Ӗнер ҫулҫӳреврен (Цыпленков ӑна чунҫӳрев тет) килтӗм ҫеҫ-ха... Паян Чулхулана ҫитрӗм. Ҫула тухас умӗн кумма патне кӗрсе тухрӑм — ик эрне маларах ун юбилейне килме шантарсаччӗ те килеймерӗм. Паян та пулин парне кайса парас тесе вӗҫтертӗм вара ун патне.
Килӗнче ачисем, мӑнукӗсем пухӑннӑ. Ҫапла калаҫса ларнӑ май ял шкулӗ пирки сӑмах тухрӗ — пӗчӗкҫиҫ ялта (пурӗ те икӗ урам пулӗ) 4 класлӑ шкул ларнӑ иккен. Хӑйсен Кӳлпи (ятне улӑштарнӑ) хӗрӗ пирки те каласа пачӗҫ. Пӗррехинче 3-4 ҫула ҫитнӗ Кӳлпи хӑйӗн аслӑ аппӑшӗ хыҫҫӑн шкула кайнӑ тет. Питӗ тархӑсласа ыйтнӑ тет те, ручки-карандашне, сумкине парса Нурпи (ятне каллех улӑштарнӑ) аппӑшӗпе пӗрле янӑ.
Хветӗр Уярӑн «Таната» романне вулатӑп. Вуланӑ май электронлӑ вулавӑша кӗртсе пыратӑп. Хветӗр Уяр чаплӑ сӑмахҫӑ пулни курӑнать — вуланӑ май пӗлмен сӑмахсем тӑтӑшах сиксе тухаҫҫӗ, сӑмахсара пӑхса илме тивет:
пӑркӑт — пӑртан тунӑ ҫунашка
вушар — выр. упрямый, скупой, жадный
тытса ан хутлат — «ура хутлатса лар» тенине пӗлетӗп-ха, кун евӗр усӑ курнине вара — пӗлместӗп. Ку сӑмахҫаврӑнӑша вырӑсла куҫарас пулсан «чтобы меня не скорчило от радикулита» пулать пулас.
термен — хал.
«Кӗперсем, хӑва тӗмӗсем, кран юписем вӗлтлете-вӗлтлете тӑрса юлнӑ».
... В числе причин, по которым иностранцы считают Россию наиболее выгодным местом для работы, респонденты HSBC назвали низкий, по сравнению с другими странами, уровень подоходного налога, ... . Для сравнения, подоходный налог в России составляет 13 процентов, в то время как в Венгрии он равен 36 процентам, в Германии достигает 45 процентов, в Австралии - 47 процентов, а в Швеции - 56 процентов....
"Как пышность пиров и одежды есть признак болезни, охватившей государство, так и вольность речи, если встречается часто, свидетельствует о падении душ, из которых исходят слова. И не приходится удивляться, если испорченность речи благосклонно воспринимается не только слушателями погрязнее, но и хорошо одетой толпой: ведь отличаются у них только тоги, а не мнения. Удивительнее то, что хвалят не только речи с изъяном, но и сами изъяны".
Уф... Ӳкерсе пӗтертӗмех паян. Чи малтанах http://enc.cap.ru сайтри ӳкерчӗке тӗпе хурса ӳкересшӗнччӗ, анчах та вал ытла та схематичлӑ пулнӑран ҫӗнӗрен ӳкерес терӗм. Чӑваш Ен атласне ӳкерсе илтӗм те малтан Corel-ра контурсене хатӗрлерӗм, кайран вара Photoshop-ра ял ячӗсене ҫырса тухрӑм, ялсене вырнаҫтарса тухрӑм, сӑрларӑм.
Ҫапла пулчӗ:
http://chuvash.org/e/496d6167653a7a ... 6a6f6e2d736d2e676966 Чи малтан вӑрмансене те ӳкересшӗнччӗ, анчах шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та ун пекех аппаланас мар терӗм.