Вера Николаевна // 1303.23.1018
2009.09.30 06:26 | |
Аня Светлова // 3266.35.2818
2009.10.01 19:42 | |
Мана ку сайт питĕ килĕшрĕ. Эпĕ тупмалли юмахĕсен хуравĕсене тупас тесе темĕн чÿхлĕ кĕнеке вуларăм. Тавта пуç сире çак конкурса тунăшăн. | |
Татьяна Анатольевна // 4092.46.4896
2009.10.09 22:20 | |
Тавтапуç сире çакăн пек конкурс ирттерме май тупнăшăн. Ачасем хаваспах тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç. Тăван чĕлхепе иртекен кун пек ăмăртусем çамрăксен вĕренес, çĕнĕлĕхсем пĕлес, чĕлхе пуянлăхне курса хаклас шухăш-кăмăла çирĕплетеççĕ.
Малалла та сире ĕçре ăнăçу сунатпăр! Çĕнĕ конкурссем кĕтетпĕр. | |
Аçтахар Плотников // 1034.34.0685
2009.10.12 18:11 | |
Паян вĕрентӳ министерствине кĕрсе тухрăм — ĕнентерӳ хучĕсене парса хăвартăм. Парнесене ытти ăмăртусенче çĕнтернисене пухнă чухне пама сĕнчĕç. Килĕшмелле пек.
9 çулхи ачана Ашмарин словарĕ ытла «йывăр» пулмĕ-ши? Йывăр тени кунта — словарĕ йывăрăшĕпе те йывăр, тата 3-мĕш класа çӳрекен ачана вăл кирлех те мар пулĕ. Тен ăна юмах кĕнеки парнелемелле? Ашмарин словарьне вара — тепĕр ачана. Е тепĕр конкурсра. | |
Саша // 5820.4.5523
2009.10.15 20:26 | |
Эпĕ шутланă тăрăх, 9 çулхи ача Ашмаринăн словарĕпе усă кураять-ши? Ăна ыттисене пани вырăнлăрах пек туйăнать. | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2009.10.15 23:31 | |
Мана «Мария ӳссех пырать. Малашне валли те кирлĕ пулĕ», — тесе хуравларĕç. Ашмаринăн сăмах пуххийĕ Марийăнах лекет. |
Пирĕн шкул ачисем те "Тупмалли юмахсем" вăййа савăнсах хутшăнчĕç.Хуравĕсене тĕрĕс тупас тесе чылай кĕнеке шĕкĕлчеме тиврĕ вĕсене.Ăмăртăва йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калас килет.Кун пек вăйăсем ирттерни ачасен тавра курăмне ,тавçарулăхне, пултарулăхне ÿстерме пулăшать.Шел пулин те, шкулти инçет тетелĕ вăхăтлăха ĕçлемен пирки кăштах йывăрлăхсем кăларчĕ-ха ĕнтĕ.