Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа «Тӑван Ен» хаҫата ҫырӑнса илме пуҫларӑм. Ку Шупашкар районӗн хаҫачӗ. Тиражӗ 2250 экземпляр, эрнере икӗ хут тухать: юнкунпа шӑматкун. Хаҫатӗнче ҫырнӑ пек каласан: чӑвашла тухать, хушӑран вырӑсла хушма листасене хушаҫҫӗ.
Хальхинче тӑван киле килсе кайнӑ чухне хаҫата пӑхса тухрӑм. Мӗн калас? Хаҫачӗ интереслӗ, «Хыпарпа» танлаштарсан — кӑсӑклӑрах. Кулленех тӗрлӗ пайсем тухаҫҫӗ: «Ватлӑх хисепе юратать», «Йӗркелӗх хуралӗнче», «Атӑл хумӗсем» (литература пайӗ), «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» (ман алӑра 4 кӑларӑмӗ кӑна, ҫавна май тен ятарлӑ пайсен шучӗ тата та ытларах пулӗ.
Вулавӑшӗ Шупашкарти пулас... Адресӗ ҫапла: «428027, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, 8 а.» /аран-аран шыраса тупрӑм/. Вӗсене ӗненес пулсан ачасем чӑвашла кӗнекесене те вулаҫҫӗ!
//Сайтне тунӑ чухне эпӗ хатӗрленӗ ӳкерчӗксене те усӑ курнӑ: http://www.chuvrdub.ru/head.html — вулакан хӗрачине ман сайтран илнӗ (Енкка кӗнеки)
Статья черновикӗ. Хальлӗхе шухӑшсене кӑна ҫырса хутӑм.
Чӑваш чӗлхи питӗ пысӑк хӑрушлӑхра. Вӑхӑчӗ пер вырӑнта тӑмасть, шӑвать те шӑвать малалла. Чӗлхи вара, пур, пӗр вырӑнта тӑрать пулас. Самани улшӑннипе чӗлхе валли те ҫӗнӗ хатӗрсем кирлӗ. Пӗр пӗлӗш калашле «Чӑваш чӗлхи каллех ҫыруллӑхсӑр чӗлхе пулса тӑчӗ». Чӑнах та, тин ҫеҫ туяннӑ компьютера илес пулсан унта нимӗнле чӑваш чӗлхи те ҫук. Чӑвашла ҫырмалли майне тӑвас пулсан — ӗнерлемелле. Кам пӗлет — ӗнерлет, пӗлменни вара компьютера ҫаплипех, чӑвашла ҫырмасӑр, усӑ курать.
Яковлев саманипе хальхи саманана танлаштарсан мӗн куратпӑр?
Ӗнер мана пӗр япала пирки пӗлтерчӗҫ — пысӑк саспаллисемпе ҫырни вулама чӑрмантарать иккен. ПЫСӐК САСПАЛЛИСЕМПЕ ҫырнӑ текстӑн ҫӳлтипе аялти йӗрӗ тип-тикӗс. Тикӗс йӗртен тухакан мӑкӑлчӑксем ҫук, пур пулсан та вӗсем япӑх палӑраҫҫӗ. Ку вӑл вулама кансӗрлентерет — ҫын сӑмаха вуланӑ чухне сӑмахӑн кӗлеткине курать иккен — ҫав кӗлетки ӑна палласа илме пулӑшать. Алфавитра тӗп йӗртен тухакан саспаллисем пурри лайӑхрах — ку енчен чӑваш алфавичӗ вырӑслинчен лайӑхрах (пирӗн «ӑ, ӗ, ҫ, ӳ» пур, вӗсем пурте тӗп йӗртен тухса тӑраҫҫӗ. «ӑ, ӗ» — кусен тӑрри пур, «ҫ, ӳ» — кусем аялти йӗртен тухса тӑраҫҫӗ).
Эпир конкурс пуҫарнӑччӗ, ҫав конкурс положенийӗ нумай пулмасть «Тантӑшра» пичетленнине каларӗҫ те хаҫата шырама тухрӑм. Ун чухне Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пулнӑран чи малтан «Студентсен хули» чарӑнура вырнаҫнӑ «Чӑвашпичет» УАО киоскне кайса пӑхрӑм. Хаҫат пур иккен, анчах та вӑл кун тухнӑскер кӑна. Маларах тухнӑ кӑларӑм ҫук, мана вара шӑп та лӑп вӑл кирлӗччӗ.
Тепӗр кунхине вара «Тантӑш» редакцине ҫул тытрӑм. Ку шӑматкун пулчӗ, анчах та вӑл кун Чӑваш Енре ӗҫлетчӗҫ — тунтикуна ҫапла куҫарнӑччӗ.
Тавах редакцине, хаҫатне тупса пачӗҫ, парнелерӗҫ те.
Кану вӑхӑтне (отпуска) илнӗ чухне Республика Кунӗ лектӗр тесех илтӗм. Анчах та ӗнер Шупашкарта тытӑнса тӑмарӑм — хула, Чӑваш Ен килӗшми пулса тӑчӗҫ. Ӑҫта пӑхан — унта вырӑс чӗлхи кӑна. «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ савӑнӑҫлӑн утса тухнине те вӗҫне ҫити ӳкермерӗм. Килӗшмерӗ те каялла кайрӑм. Халӑхӗ те килӗшмерӗ. Бельгинчен килнӗ клоунсем патӗнчен хӑпма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн кӗтӳ пекех пыраҫҫӗ. Лешӗсен вара параппанпа хытӑ сасӑ кӑларнисӗр пуҫне нимӗн те ҫук. Тӑнлӑраххисем вӗсенчен хӑпрӗҫ — «хӑлха ӳҫсе ҫитрӗ вӗсен параппанӗсене итлесе» тесе айӑккинелле уйрӑлса кайрӗҫ.
Каласаччӗ пулӗ, эпӗ унмай пулмасть, «Хыпарта» пичетленекен «Кулак ачи» романа вулама пуҫларӑм. Шел те, хаҫатра пӗрремеш пайне ҫеҫ пичетленӗ.
Тепре нумай пулмасть Юхма Мишшин «Кӑвак ҫӗмрен» романне вулама тытӑнтӑм. Икӗ роман, иккӗмӗшче те чухӑннисемпе пуяннисем хушшинчи хутшӑнӑва кӑтартнӑ. /«Кӑвак ҫӗмренӗнче» эпӗ Акатуй пуҫланнӑ тӗле ҫеҫ ҫитрӗм-ха.../ Енчен те «Кӑвак ҫӗмренре» пуянсем кахал, усал курӑнаҫҫӗ пулсан (вӗсем тара тытса ыттисене ӗҫлеттереҫҫӗ, тӗрлӗ парӑма пула вӗсен ҫӗрӗсене туртса илеҫҫӗ), «Кулак ачинче» пачах урӑхла. Унта чуханнисем кахал — кахалне пула вӗсен ӗҫӗ каймасть, пуян харкамҫӑ вӗсене яланах пулӑшма хатер.
...
Ӗҫре ҫитӗнӳ пултӑр тесен ӗҫе юратса та вӑй-хала, вӑхӑта шеллемесӗр ӗҫлемелле. Пирте пуринче те ҫав тӑрӑшулӑх ҫук-ха, анчах вӑл пулмаллах. Ҫавӑн пек пулма пурнӑҫ, общество хӑй хушать.
Мӗн пӗчӗкрен хӗн-асаппа пурӑнатӑп пулсан та эпӗ ӗҫре те, пурнӑҫра та тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗхе тытса пынӑ. Ултавпа тӳнтерлӗхе эпӗ ачаран юратмастӑп, вӗсемпе яланах кӗрешетӗп. Ӗҫе ӗҫленӗ чух вӗҫне ҫитиччен чун-чӗререн тӑрӑшса лайӑх пахалӑхпа пултӑр тесе ҫине тӑратӑп. Пирӗн ҫемьере ӗҫрен хӑракан, унран пӑрӑнакан никам та пулман – Сатур йӑхӗ.
Кашни ҫын хӑйне хӑй чӑн тӳрӗлӗхпе те тӗрӗслӗхпе, типтерлӗхпе, ӗҫченлӗхпе, ялан ҫынна ырӑ тӑвас кӑмӑлпа пурӑнма хӑнӑхмалла.
http://enc.cap.ru сайта пӗр сӑмаха шырама керсе кайрӑм та унта спамерсем алхаснине куртӑм. Саспалли тӑрӑх шырама май ҫук иккен, спамерсем темле кӗртме пултарнӑ информаци кӑна тухать. Статья ятне тӗрӗс пӗлсен кӑна шыраса тупма май пур.
Марина Веригина юрист Мускари метрополитена унӑн карас телефонне вӑрланӑшӑн суда панӑ, лешсем ӑна телефона варлама пултарассипе асӑрхаттарманнишӗн айӑплать. Пӗр енчен кулмалла пек, тепӗр енчен кашни хӑй пуҫӗпе шухӑшламалла. Ара кашни шӑтӑкра "Кунта сирӗн телефона вӑрлама пултараҫҫӗ" тесе ҫырса ҫапаймӑн.
Ку пӑтӑрмахра эп ҫакӑнпа килӗшетӗп — карас операторӗсем чӑнах та вӑрланӑ телефонӑн IMEI номерне курмӑш пулни сиен. Чикӗ леш енчи пек ун пек телефонсене ӗҫлеме чармалла.
Ӗнер, аттен тӑхӑр кунне асӑннӑ май кӳршӗ хӗрарӑмӗ ҫакна каласа пачӗ:
Унӑн хӗрӗ (шкулта ачасене акӑлчан чӗлхине вӗрентет) автобуспа (Лапсара 10-мӗш маршрут ҫӳрет) таврӑннӑ чухне ҫакӑн пек япала пулса иртрӗ тет. Лапсартан инҫе те мар «ССК» (Ял хуҫалӑх комбиначӗ) ятлӑ чарӑну пур. Автобус ҫавӑнта ҫитрӗ тет те чарӑну патӗнче пӗр арҫын выртнине курчӗҫ тет. Лешӗ ӳсӗрскер тет. Автобус водителӗ (22-24 ҫулхи каччӑ) ҫак арҫын патне тухрӗ тет те ун ӑҫта каймаллине ыйтса пӗлчӗ тет. Лешӗ Лапсарта пурӑнни пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн автобусӑн картлашки ҫине йӑтса килса хӑпартса лартрӗ тет.
Паян Чулхулана каякан автобуса кӗтнӗ хушӑра Канаша каякан "Газель" пирки пӗлтернине чӑвашла илтрӗм те "Кусем чӑвашла та пӗлтерме пуҫланӑ-ҫке" тесе савӑнтӑм — ара, ҫӗнӗ автовокзалта чӑвашла миҫе ҫул пӗлтермеҫҫӗ ӗнтӗ... Савӑнни кӑлӑхах пулчӗ — каярах Комсомольскине, Чӑваш Енӗн ытти ҫӗрӗсене каякан автобуссем пирки те пӗлтерчӗҫ, анчах та вырӑсла кӑна. Канаша каякан автобуса кӑна чӑвашла пӗлтерчӗҫ. Пӗрре кӑна мар, иккӗ-виҫҫӗ те.
Ҫакна итлесе ларнӑ хыҫҫӑн "Чӑвашсем Канашра кӑна пурӑнаҫҫӗ-ши?" текен ыйту ҫуралчӗ...
//сообщение без перевода. Только для тех, кто знает чувашский язык. Особо любопытные могут попробовать перевести с помощью онлайн словаря http://samahsar.chuvash.org (когда заработает)
Ака 1-мӗшӗ темерӗн... Кулӑш кунӗ-ха ӗнтӗ, анчах та савӑнмалли нимӗн те ҫук. Паян мана 9 сехет ҫитеспе вӑратрӗҫ. 2 сехет тӗлӗнче ҫывӑрса кайнине шута илсен ман валли ку питӗ ир пулать. Педканаш сайчӗ ӗҫлемест иккен — паян вара чӑваш чӗлхипе интернет-олимпиада пуҫланмалла. 11 сехетре инҫекуравҫӑсем ӳкерме те килмелле. Аран-аран Акселе шӑнкаравласа тытрӑм (ҫынни ҫывӑрать иккен) — Корбина провайдер каналӗнче 7 сехетре пӑтӑрмах сиксе тухнӑ иккен.
Ак ҫак сӑнӳкерчӗк ҫине пӑхатӑп та ҫакнашкал шухӑш ҫуралать: конкурсӗ чӑваш юррисемпе ҫыхӑннӑ, ятне вара вырӑсла кӑна шаплаттарса хунӑ. Чӑвашла логотипӗ епле хитре... Ҫук, килӗшмест иккен. Килӗшменни те мар пулас — пурте ӑнланччӑр тесе шаплаттарса хунӑ пулас. Эх, мантарӑнсем! Пурте ӑнланччӑр тесе конкурсне те вырӑсла ирттермелле пулнӑ — мӗн унта пӑхса тӑрар, эпир Раҫҫейре пурӑнатпӑр-ҫке...
Паян эпӗ шыравҫӑсене тӗрӗслесе пӑхас терӗм. Чӑвашла вӗсем пӗлеҫҫӗ, е ҫук. Ҫапла май эпӗ вӗсене пурне те пӗр ыйту патӑм — «сӑмахсар» сӑмаха http://samahsar.chuvash.org сайтра шырама сӗнтӗм. Ку сӑмах сайтри пур страницӑра та тӗл пулать, ҫавна май кам ытларах пӗлет — ҫав маттур.
Малтан пӗлменнисенчен пуҫлас пулӗ. Чи пӗрремеш вырӑнтаhttp://aport.ru. Ку шыравҫӑ 2000 ҫулта паллӑччӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл вӑхӑтра Раҫҫей шайӗнче 3 шыравҫӑччӗ — aport.ru, rambler.ru тата yandex.ru (алфавитпа вырнаҫтартӑм). Малтан Рамблер питӗ паллӑччӗ, каярах вара Яндекс мала тухрӗ.