Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Выбрать время - значит сэкономить время.
(Ф. Бэкон)
 

Аçтахар Плотников: Ман кукаҫи — Карп Григорч

Аçтахар Плотников21.07.2008 21:346657 просмотров

Тӑвансем патне ҫитсен вӗсен сӑнӳкерчӗксен пуххинче хамӑн кукаҫин сӑнӳкерчӗкне куртӑм. Карп Григорч ҫуна тума ӑста пулнӑ. 102 ҫула пурӑнса ҫитнӗ. Мӑшӑрӗ — Евдокия пулнӑ (малтанхи арӑмӗ). Вӗсен Офимия, Елена, Фёкла (хӗр чухнех вилнӗ. Хӗлле Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне) тата Анастасия хӗрӗсем пулнӑ. Иккӗмӗш хут авлансан (Фёкла ятлӑ пулнӑ) Василий ҫуралнӑ. Анастасийӑн виҫӗ ача пулнӑ — Евдокия, Нина, Николай (вӑл салтак пулнӑ, Тихвина куҫса кайнӑ). Ман атте — Евдокийӑн ачи.
Карп Григорч чаплӑ ҫын пулнӑ!

//Ҫапла альбома пӑхнӑ чухне шухӑш ҫуралчӗ — ак вӑл сӑнӳкерчӗк ҫинче. Ун сӑне упранса юлнӑ. Анчах та мӑнукӗсем, енчен те аслисем каласа памасан — манса кайӗҫ. Мана, сӑмахран, кӑтарт — «ку кам-ши?» тесе ыйтӑп ҫеҫ. Ҫапла миҫе ҫын манӑҫа тухмасть пулӗ! Ак хамӑн асанненех илес. Атте, мана ача чухне каласа панах ӗнтӗ — анчах халӗ астумастӑп! Вырсарникун килти альбома пахнӑ чухне пӑхатӑп та — пӗлместӗп. Юрать-ха анне каларӗ. Вара тин ҫеҫ асаилтӗм — атте мана ку сӑнӳкерчӗке кӑтартса вӑл ман асанне пулнине пӗлтернине. Вӗсене астумаллах! Ҫапла ҫырса хӑварсан — эп лайӑхрах асра тытатӑп. Ҫавна май ку ҫырӑва ҫыртӑм та ӗнтӗ!
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Галине // 4694.8.6675
2008.07.26 09:01
Фотосен хысне яланах сырса хумалла, анлантармалла. Ун чухне манукарсем вуласан , анланес. Фото пичетлесе ыра ес турар. Эпе те вахат тупса атте архивенчи фотосене лартасшан-а, юрать пуле? Атте пуранна чухне ятла сын пулса, хале вара энциклопединче ун сан укерчек валли выран та тупанман.
2008.07.26 10:40
Аçтахар Плотников
Çырса хурсан та манăçма пултарать. Сăмахран, "Карп Григорч" тесе çырса хунă тейĕпĕр. Мăнукĕ вулать — такам вăл уншăн. Те кукамăшĕн юлташĕ, те тахăш енчи тăванĕ, те паллах та ют çын. Сăнӳкерчĕкĕн пысăкăшĕ ытлах нумаях мар вĕт-ха. Нумай çыраймăн.

Архивсенчи сăнӳкерчĕксене, паллах, вырнаçтармалла. Тулькăш кун кĕнекинче хальлĕхе вĕсене вырнаçтарма май çук. :( Эп ку сăна Яндекс сервисĕнче вырнаçтартăм — кунта тэгне лартрăм çеç.

Энциклопедире вырнаçтарман пулсан та ăçта та пулин вырнаçтармаллах — унăн чаплă пурнăçĕ пирки каласа памалла.
Галине // 4694.8.6675
2008.07.26 21:01
Ыра самахсемшен тав таватпар.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики