Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.07 09:31 | |
Чăнах, эсир мана тĕлĕнтеретĕр. "Тантăш" редакцинче хăвăра мĕн килĕшменнине кăна асăрхатăр-и? Усал хуняма пек кинĕн кăлтăкĕсене шыраса çӳреме килĕшет-и? Кине хавна килĕшнĕ пек тăвас тесен çитменлĕхсене асăрхама кирлĕ мар, ыррисене мухтама манмалла мар. Пирĕн вара, чăвашсен, япăххине асăрхас йăла вăйлă аталаннă. Тиркенипе чăвашлăх аталанаймасть!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!! | |
Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.04.07 11:51 | |
Ара, кунта, ырри те япăхине те палăртрăм-иç. Япăххине кăна мар.
Эп ăнланма пултараймастăп — ма чăваш юррисене итлес мар? Чăваш юррисене вĕсене итлеттереймĕн... Чăваш Енри чăвашсен пуçĕнче вĕсем темшĕн катăкрах туйăнаççĕ пулмалла... Пĕр мухтасан кăна çын пăсăлать теççĕ. | |
Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.07 14:06 | |
Чăваш юррисене эпĕ те итлейместĕп. Хам чăвашлăх аталантăр тесе тăрăшатăп пулин те сăмах купинчен йĕркеленĕ, вырăс кĕввине пăхăннă юрра мĕнле итлейретĕн! Май çук! Ун пек "çăлтăрсене" итличччен - итлеменни! Юрать-ха, Альбина Юратун сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсен дискне илме май килчĕ. Грамматикăпа стиль йăшăшĕсем çук, хăть итлеме пулать.
Чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕсене те çавăншăнах çӳреместĕп. "Оппа", "Кайрăмăр" тенине итлесех килмест. Тен, сире итлекенсене хисеплемен артистсен юррисем килĕшеççĕ? Тен, чăнах та, чăвашсем юрлама вĕреннĕ, эпĕ вара пĕлсе юлайман. | |
Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.04.07 16:02 | |
Шыракан тупать теççĕ.
Ман килте вырнаçнă 6 Gb калăпăшлă архивран 80% чăнах та итлеме йывăр. Эпĕ 20% кăмăлласа итлетĕп. Ытларах мана фольклор ушкăнĕсен юррисем кăмăла каяççĕ. А. Сарри, «Çавал» ушкăн, «Сипет», С. Матвеева, А. Уляндина — сахал-им итлеме юрăхлă юрăçсем? Итлес тесен тупма пулать. Вĕсем вара шырас темеççĕ (вĕсене мĕншĕн тесен вăл кирлĕ мар). Çавă япăх. Эп çакна çеç палăртасшăн. | |
Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.08 08:42 | |
Пĕр юрăшăн диск илес килмест. Пахалăха тивĕçтерекен чăваш эстрада юррисене ăçтарах тупма пулать. Тен, сирĕн архивпа паллашма май пур. Халăх юррисем тенĕрен, вĕсем манăн та 3 диск пур. Анчах çителĕксĕр пек туйăнать. Ытларах чăн-чăн юрă шайне лартнисене итлесчĕ. Сăввипе кĕвви килĕшсе тăтăр, чуна пытăр. | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2009.04.08 10:10 | |
«Пĕр юрăшăн диск илес килмест.»
Эпĕ каласаччĕ, «Аксар» кăларнă 29-мĕш mp3 пуххи питĕ лайăх тесе — туянса итлесе пăхăр ăна. | |
Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.08 10:22 | |
Мнăн "Аксар" кăларнă караоке пирки пĕр-ик сăмах калас килет. ЧăВАШЛА ТĕРĕС çЫРăР!!!!!!!!!!!!! Ачасен умĕнче аван мар!!!!!!!!!!! |