Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Из всех преступлений самое тяжкое - это бессердечие.
(Конфуций)
 

Малалла утар!

Намӑс та мар-ши?

  03.08.2010 10:44 | 4449 просмотров

Малти Пукашсем хӑйсен ял уявне ҫак ӳкерчӗкпе ирттернӗ. Пӗлместӗп :( Нивушлӗ вара ЧӐВАШ ЯЛ УЯВНЕ вырӑс ятпа ирттернишӗн намӑс ҫук? Ҫавӑн пекех пулмалла теҫҫӗ-ши?
Пӑхатӑн та ҫак ӳкерчӗк ҫине — ялта вырӑссем пурӑнаҫҫӗ тесе шутлатӑн. Эп вӑл ялта сӑнӳкерчӗксем ӳкернӗ май пулса, ялӗнче чӑвашсемех пурӑнаҫҫӗ. Ялӗ те хитре вырӑнта вырнаҫнӑ... Ял уявӗ вара вӗсемшӗн темшӗн чӑвашпа ҫыхӑнман пулса тухать :(
Ҫакнашкал ӳкерчӗксене курсан чун ыратать! Шӳрпине те ҫинӗ пулӗ-ха, чӑвашла юрӑсем те юрланӑ пулӗ-ха.

Далее...

 

Денис Гордеев. Каҫма (повесть)

  26.07.2010 22:21 | 3832 просмотров
Денис Гордеев. Ҫич ҫунатлӑ куракДенис Гордеевӑн «Каҫма» повеҫне чунҫӳреве тухас умӗн электронлама пуҫларӑм. Чунҫӳрев вӑрӑм терӗм, вӑхӑта ирттермелле тенӗ пек мӗнле те пулин хайлав электронлатма шутларӑм. Валентина Элпин тепӗр повеҫне малтан ҫула илесшӗнччӗ, кайран вара шухӑша улӑштартӑм — Денис Гордеевӑн хайлавне илес терӗм. Ҫула тухас кун умӗн кӗнекене ӳкертӗм (кӗнекери пӗрремӗш повеҫне маларах кӗртсеччӗ — вӑл ман кӑмӑла кайнӑччӗ), пӗр пайне (пысӑкраххине) сканерларӑм, хамӑн тетелбука кӗртрӗм.

Далее...

 

«Акатуй-2007»

  21.07.2010 13:27 | 3300 просмотров

Тата тепӗр паллӑ сервисри видеона вырнаҫтарса пӑхас...
 

«Ҫавал» / Кӗҫер вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ

  21.07.2010 13:24 | 5198 просмотров

www.youtube.com сервисри видеосен вырнаҫтарӑвне тӗрӗслесе пӑхап.
 

«Шуҫӑм»

  21.07.2010 13:19 | 3270 просмотров

Видео вырнаҫтарӑвӑн тӗрӗслевӗ.
 

Йӗплӗ пралук хыҫӗнчи мӑнастир

  16.07.2010 14:07 | 3409 просмотров
Эп ӗҫленӗ ҫуртпа юнашар хӗрарӑмсен мӑнастирӗ вырнаҫнӑ. Вӑл кунта тахҫанах ларнӑ — совет тапхӑрӗнче унӑн ҫурчӗсене «Квазар» предприятине (пирӗн организаци ҫак предприятин пӳлӗмӗсене тара илет) панӑ. Пурне те мар, хӑш-пӗрисене.
Халӗ хӑш-пӗр ҫурчӗсене мӑнастире каялла тавӑрма пуҫларӗҫ. Таварччӑр ӗнтӗ, унта ман ӗҫ ҫук. Вӑт ҫав тавӑрнӑ ҫуртсене халӗ вӗсем пысӑк картапа, тимӗр бетонран тунӑскерпе, карса илчӗҫ. Таварнӑ ҫурчӗсенче нимӗн те туманни — юрӗ, хуҫи хӑйӗнне лайӑхрах пӗлет. Тен шӑтнӑ тӑррине те юсӗҫ...
Малтан хайхи ҫак пысӑк картапа карса тухрӗҫ.

Далее...

 

Суслонова, Тихонов е Игнатьев?

  13.07.2010 20:33 | 9585 просмотров
Паян «ПР» президент вырӑнне йышӑнма пултаракансен списокне пӗлтерчӗ. Кама лартассине тахҫанах палартнӑ ӗнтӗ — пуҫлӑхсем (Медведьева, Путина, Фёдорова) те пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫапах та, сирӗн шутпа хӑшне лартӗҫ? Эсир хӑвӑр (суйласси сирӗнтен килнӗ пулсан) хӑшне лартнӑ пулӑттӑр?
 

Тутарсем тутарсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ!

  12.07.2010 12:43 | 3668 просмотров

Пӳлерти Валем Хуҫа киреметӗнчен кӑшт ҫӳлерех хулаш пур. Унта ҫакнашкал ҫырса хунӑ: «По татарским преданиям, на этом месте стояла небольшая крепость, возведенная 40 девушками, сражавшимися против врагов. В центре этой крепости археологи выявили следы дозорной башни»

Пӗтӗмпех хӑйсене майлӑ ҫавӑраҫҫӗ. Тутарӗсем «тӑшмансене» хирӗҫ ҫапӑҫнӑ иккен. Тӑшманӗсем кам вара? Хӑй тутарӗсем.

Далее...

 

Ӗмӗт... ӗмӗт... ӗмӗт... Пурнӑҫлайман ӗмӗт...

  12.07.2010 12:24 | 3352 просмотров
Ҫын яланах ӗмӗтленет. Ӗмӗтсӗр ҫын телейсӗр пулӗ. Чун та ҫук пулӗ ун. Эп те ӗмӗтленетӗп. Шел те ӗмӗтӗм пурнӑҫланаяс ҫук.
Эп малашлӑха пӗлме пултаратӑп. Инҫетри вӑхӑта туйма пултарап темелле-и? Хӑшӗ-пӗри «эп малашлӑха пӗлнӗ пулсан епле чаплӑ пулӗччӗ!» тесе ҫӳрет. Ӳкес вырӑна улӑм кайса сарӑттӑм тет-и... Шел те, малашлӑха пӗлни пӗрре те ҫӑмӑллӑх кӳмест. Йывӑрлатать ҫеҫ. Ӳкессине пӗлетӗн, анчах та улӑмне ниепле те кайса сараймӑн ҫав. Шап! ҫеҫ хытӑ ҫӗре персе анан...
Ман ӗмӗт пур. Вӑл ӗмӗт вара пурнӑҫланаяс ҫуккине пӗлни чуна (чун ӗмӗтленет-ҫке!) самай вӑйлӑ пусӑнтарать.

Далее...

 

Чунҫӳрев-2010

  12.07.2010 11:15 | 3597 просмотров
Ҫапла, эп ҫак «Чунҫӳрев» ятлӑ ҫулҫӳреве кӑҫал та ҫитсе курас терӗм. Килӗшрӗ мана пӗлтӗр. Питӗ килӗшрӗ. Отпуск шутӗнчен пӗр эрне хӑварсах ҫула тухрӑм. «Хавал» лагере темшӗн-ҫке ҫак вӑхӑтрах йӗркеленӗ — унта та ҫитсе курас кӑмӑл пурччӗ те каимарӑм.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑҫалхи чунҫӳревре самай уйрӑмлӑхсем пур. Ман пӗлӗш филолог ку термин, «чунҫӳрев» ӗнтӗ, ӑнӑҫлӑ мар тесе шутлать — чун ҫывӑрнӑ чухне ҫӳрет тет, ҫапах та ман шутпа термина йышӑнмаллах — тем тесен те ку ҫулҫӳревре чун канать, тата мӗн чухлӗ хӑват илсе таврӑнатӑн! Сӑртсем, тусем те ҫавӑрса пӑрахма хатӗр!

Далее...

 

Эп ӳкернӗ лаша 4139-мӗш вырӑн йышӑнчӗ

  09.07.2010 20:19 | 4138 просмотров
Яндекс-сӑнӳкерчӗк ресурсра яланах тӗрлӗ сӑнсен ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ. Тин кӑна «Ялти пурнӑҫ» ятли иртрӗ. Эпӗ та хамӑн икӗ сӑнӳкерчӗке тӑратрӑм:
Когда трактор отдыхает
«Когда трактор отдыхает» на Яндекс.Фотках
9 435 сӑнӳкерчӗк хушшинче манӑн 4139-мӗш вырӑн йышӑнчӗ — 880 балл пухрӗ.

Далее...

 

Словарь ӗҫне ҫухатрӑм :(

  26.06.2010 22:20 | 3727 просмотров
Астӑвасса эп фразеологи словарьне тусаччӗ. Туса пӗтерменччӗ, ҫурри патнелле тунӑччӗ. Паян хайхи малалла тума тытӑнас тесе шырама пуҫларӑм та — тупаймарӑм. Тахӑш каталога персе чикнӗ :( Те ҫӗнӗрен тума тивет ӗнтӗ :(
Ача-пӑча словарьне те нумай тунӑ пек астӑватӑп. Вӑл та пулин тупӑнмарӗ :(

Икӗ хут питӗ тӑвас килмест-ҫке...
 

Ирхине / юрӑ

  25.06.2010 10:58 | 4118 просмотров
В. Сергеевӑн «Ах, анне, йӑмӑка ан ятла» юрри мана питӗ килӗшет. Кӗвви те вырӑнлӑ, юрӑҫи те чунпа юрлать. Пурте ҫыпӑҫуллӑ темелле.
Паян вара, электронлӑ вулавӑша тултарнӑ май, юрӑ сӑмаххисен авторӗ кам пулнине пӗлтӗм — Николай Карай.

Сир, анне, чӳрече каррине,
Кармашать кун ҫути тӳпене.
Ах, аннеҫӗм-анне, кӗҫӗр йӑмӑк ҫукран
Чӗлкӗм куҫ ҫӗрӗпе эп хупман.
Ах, пулманччӗ капла нихӑҫан, —
Йӑмӑк халь те килмен вӑйӑран.
 
Уҫ, анне, кантӑка ик енне,
Ҫӗмӗрт кӑчӑк туртать хӑй патне.
Ах, аннеҫӗм-анне, мӑшӑрпа вӑйӑран
Йӑмӑк килчӗ киле — суя мар.

Далее...

 

Айван ҫав...

  12.06.2010 17:01 | 4531 просмотров
Lenta.ru паян «Остаться в живых» ятлӑ статья пичетлерӗ. Кӗске ӑнлантарӑвӗ — «Английский путешественник заблудился в России».
Усӑмахне сиктерсе хӑварӑпӑр та статья пуҫламӑшне вулар:
Англичанин с простым русским именем Айван (Ivan) катается по миру уже несколько лет. По признанию самого путешественника, за последние годы он объездил на велосипеде 28 разных стран...

http://lenta.ru/articles/2010/06/12/inrussia/
Ятӗнченех паллӑ — айван. :) Ҫул тупайман. Вырӑсла куҫарсан «Дурак» тееймӗн-ха, «Простак» ӗнтӗ :).
 

Яманакра тепре пултӑм

  05.06.2010 10:46 | 3315 просмотров
Ку ялта ӗнер иккӗмӗш хут пултӑм ӗнтӗ. Чи малтанхи хут — виҫӗ ҫул каялла (тӑваттӑ та теме пулать) — 2006 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче. Вӑл вӑхӑтранпа пулса иртнӗ улшӑнусене сӑнама та интереслӗ пулчӗ. Ялӑн Йӑлӑм ятлӑ пайӗнче икӗ сарай ларатчӗ — халӗ вара пӗрре кӑна. Эддисон Патмар (ун патне хӑнана кайрӑм ӗнтӗ) килӗ патӗнчи пӗвере малтан шыв та, хурсем те пурччӗ пулсан — халӗ шывӗ ҫуккипе пӗрех. Чиркӳ пурччӗ — хута яманччӗ. Халӗ те ларать — йӗри-тавра самай хӑт кӗртнӗ пулин те ҫӑк виҫӗ ҫул хушшинче хута яман. Шкулне ун чухне тин кӑна хупнӑччӗ те малтанхи хут килнӗ чухне чиперех ларатчӗ.

Далее...

 

Ҫимӗкре тӗрӗс асӑнмастпӑр?

  25.05.2010 15:41 | 4164 просмотров
http://www.smi21.ru/?mode=publicati ... 2010&date=14.05.2010 — ҫак статья куҫ умне халь тӗл пулчӗ.

Православи пупӗсемшӗн чӑвашсем ҫӑвана питӗ нумаййӑн ҫӳрени ытла та кансӗрлет пулас.

Чиркӗве килнӗ халӑх Турӑшсемпе чиркӳ ялавӗсем йӑтса масар ҫине каймалла. Масар ҫинче каллех пӗчӗк панихида вуламалла. Ун хыҫҫӑн тин вилнӗ тӑвансен вил тӑпри ҫине саланмалла.

Ҫимӗкӗ чӑвашсен мӗн авалтан, вырӑссем парвославие кӗртес тесе ӑна хӑйсен уявӗпе пӗрлештернӗ те халӗ ӗнтӗ чавашӑн авалхи тӗн йӑлисене пушшех те пӗтересшӗн.

Далее...

 

«Шурӑ акӑш ҫулӗ». Николай Максимов

  07.05.2010 22:05 | 4913 просмотров
Нумай пулмасть Николай Максимовӑн «Шурӑ акӑш ҫулӗ» роман-халапне электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтертӗм. Хӑй хайлавне «Тӑван Атӑлтан» илсеччӗ — виҫӗ номер хушши пичетленчӗ.
Кунашкал романсене Юхма Мишши (вӑл вӗсене историллӗ ромен тет-ха та...), Анатолий Кипеч (ыттисене алла тытса вуламан) ҫырма юрататчӗҫ. Халӗ ак, тепӗр автор ҫак анана кӗчӗ.
Мӗн калас? Пӗр енчен килӗшрӗ пек. Анчах тем ҫитмест пек туйӑнать. Пӗрремӗш пайӗ пӗтӗмӗшле илсен Керимпа ҫыхӑннӑ — Уксах Тимӗр Пӑлхара аркатса кайнипе пуҫланать («Пулат хан тӑхӑмӗ») те вӑл вилнипе («Вӗҫленмен сӑмах») вӗҫленет.

Далее...

 

Пушкӑртсем тетел уҫлӑхне туха пуҫланӑ!

  27.04.2010 22:42 | 4062 просмотров
Пӑхатӑп та — пушкӑртсем пӗртте маххӑ памаҫҫӗ — пушкӑртла тунӑ сайтсем купи-купиех! Тата мана спорт хыпарӗсен сайчӗ тӗлӗнтерчӗ — http://www.nur-sport.ru/. Пушкӑртла ним мар спорт хыпарӗсене пӗлтерсе тӑраҫҫӗ, пушкӑртла пулнишӗн пӗрре те кулянмаҫҫӗ (пирӗннисем пулсан — чӑвашла сайт тусан кам унта кӗрӗ? — тесе нӑйкӑшма тытӑнаҫҫӗ).
Вӗсем капла маттур ӗҫлесен пирӗнтен иртсе каяҫҫӗ!
 

Чирлерӗм...

  27.04.2010 22:18 | 3506 просмотров
Пӑхатӑп та, эп кӑна мар, ыттисем те сӑмсисемпе нӑшиклетеҫҫӗ, кӑххӑм-кӑххӑм тутараҫҫӗ. Хыпарсенче те «эпидеми» сӑмах тӗл пула пуҫланӑ...
Эпӗ юрӗ-ха — сивӗ ҫиллӗ ҫанталӑкра ӗҫлерӗм. Ӗҫне туса пӗтермеллеччӗ те сивӗ ҫиле пӑхмасӑр тӑрӑшрӑм, пехлетрӗм. Вӑт халӗ нӑшик-нӑшик тӑвап, ӳсӗреп. Шӑнтӑм. Ӗнер температура пурччӗ те, паян ҫухалчӗ пулас — ара икӗ пысӑк сухан пуҫӗ кӑшласа янӑ хыҫҫӑн (хам йӗре-йӗре чӑмлап, чӗлхене те чӗр сухан ҫунтарать...) чир кӑштах лӑпланчӗ пулас.
Эрне хушшинче чире ҫӗнтересчех...
 

Тухья тенкисем

  16.04.2010 20:01 | 3653 просмотров

Паян пӗр нумизматсен сайтне лекрӗм. Аукцион сайтчӗ. Кивӗ укҫасене сутаҫҫӗ, ылмаштараҫҫӗ.
Пӑхатӑп та — чылайӑшӗ шӑтӑк! Ав, ӑҫта чӑваш тумӗнчи укҫасем кайнӑ!
//вӗсенчен чылайӑшӗ укҫана мӗншӗн шӑтарни пирки чухламасть те пулӗ...
 
Страницăсем: 1, ... 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24, 25, 26, 27, 28, ... 47
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)