Паян Эктор Алос и Фонт ыйтнипе Чӑваш халӑх сайтӗнчи хыпарсен текстне пӗр вырӑна пухрӑм. Тӗпчев валли кирлӗ тет те — усӑ курччӑр ӗнтӗ.
Уҫласа илнӗ хыҫҫӑн ман Уҫӑ оффис аран-аран ӗҫленине кура шухӑша путрӑм — чӑн та, ҫак пӗтӗм текста пичетлесе кӑларас тесен питӗ хулӑм кӗнеке пулмалла! 12 кегллӗ шрифтпа тунӑскер 610 страница йышӑнчӗ. Пуҫелӗкӗ таврашӗ те, хыпарсен датисем те ҫук пулин те — хӑй тексчӗ кӑна.
Статистикине те пӑхса илме шутларӑм: 8500 ытла абзац (8508), 250 пин ытла сӑмах (255 402), 2 миллиона яхӑн саспалли (1 930 473). Кунта пушпаллисем те кӗреҫҫӗ пулин те сахал мар.
Тӗнче тетелӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие пӗтересси пирки калаҫусем тапранни пирки сас-хура туха пуҫларӗ. Тивӗҫтермест иккен хальхи лару-тӑру. «Извести» хаҫат сайтне пӑхӑр.
Партири ӗҫсем лайӑхах пыманнине эп хам «Халӑх фронтне» тума пуҫланӑ чухне сисрӗм. Йӗкехӳресем путакан карапа пӑрахса кайнӑ пекех Путин юлташ ҫӗнӗ пӗрлӗх йӗркелеме пуҫланӑн туйӑнчӗ. Ак халь вара — парти ертӳҫисем хӑйсемех ун пирки уҫӑмлӑн калаҫҫӗ.
Тен чӑн та, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» те «НДР» пек историри пӗр пулӑм евӗр ҫеҫ юлӗ?
Ку комикса эп «Пионер сассин» 1989 ҫулхи кӑларӑменче шыраса тупрӑм. Вӑл вӑхӑтра эп астӑвасса кашни килте нумай хаҫат-журнал ҫырӑнса илетчӗҫ. Эпир те мӗн кӑна ҫырӑнмастӑмӑр пулӗ — «Пионерская правда», «Пионер сасси», «Советская Чувашия», «Юный натуралист», «Хатӗр пул» тата ытти хаҫат-журнал.
Шӑпах ҫав вӑхӑтра хаҫатсенче ман шутпа пӗрремӗш комикссем туха пуҫларӗҫ. Анӑҫри культурӑра ку ӳнер самай сарӑлнӑ пулсан пирӗн ҫӗршывра пӗрремӗш утӑмсем кӑна тӑватчӗҫ. 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн калама пулать — ҫирӗп ура ҫине тӑраймарӗ ҫак ӳнер.
Ачалахри комикссене аса илсе ӗнтӗ эпӗ паян наци вулавӑшне кайса вӗсене тупас терӗм.
Ҫапла пӗлтерет Шупашкар районӗн официаллӑ сайчӗ. «Всеумейка» вӗренӳ пӗрлешӗвне ҫӳрекен ачасем хӑйсен ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ кӑна мар иккен, канма та пӗлеҫҫӗ. Шупашкарти «Мир Люксора» кайса «Иван Царевичпа Кӑвак кашкӑр» мультфильм курса тӗлӗннӗ тет. Уйрӑмах вӗсене режиссёр фантазийӗ, спецэффекчӗсем (каҫарӑр та ку сӑмах валли чӑвашла вариантне шырама вӑхӑт ҫук. Эсир сӗнсен — аван пулӗччӗ) кӑмӑлӗсене тыткӑнланӑ иккен.
Мӗн калас ку мультфильм пирки хам та пӗр-ик сӑмах ҫырас шухӑш пурччӗ.
Эпир, чӑвашсем, питӗ толерантлӑ халӑх. Ку пирӗнре ытлашшипех те. Сӑмахран, хӑна килсен чӑваш ун валли тем тума та хатӗр. Хӑй ҫимесен те хӑнине тӑрантарса ятарех.
«Аксар» дискӗсенче тӗл пулакан пӗр япала* мана ытла та кӑмӑла хуҫать. Юлашки вӑхӑтра тухакан mp3 пуххисенче шельмӑсем яланхи пекех вырӑсла юрӑсем кӗртме пуҫларӗҫ. Диска итленӗ чухне (уйрӑмах юрӑсен йӗркине ӑнсӑртран илмелле лартсан) ҫав вырӑсла юрӑсем тухсан мана, сӑмахран, питӗ тарӑхтараҫҫӗ.
Вырӑсла юрӑсене, тен, толерантлӑха кӑтартма лартаҫҫӗ? Тем тесен те вырӑслисене итлеме юратакансем тӑватӑ юрӑшӑн чӑвашла диск туянмаҫҫех ӗнтӗ.
Нумай пулмасть ман киле коммунистсен пӗр элчи килсе кайрӗ — вӗсем ирттерекен референдум ыйтӑвӗсене хуравлама сӗнчӗ. Чи малтанах, паллах, вырӑсла хут туртса кӑларчӗ. Эп ӗнтӗ, унтан хӑпас тесе, чӑвашли пур-и тесе ыйтрӑм. Пур иккен. Чӑвашлине вырӑсла ӑнланманнисем валли тунӑ иккен. Вара ҫапла, кусем хутне чӑвашла та хатӗрленӗ тесе ыйтусем ҫине хуравласах терӗм.
Халь хӑй хучӗ пирки (эп ӑна систермесӗр ӳкерсе илтӗм). Унти ыйтӑвӗсене ытла та йывӑр куҫарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вырӑсли ӑнланмалларах. Ак хӑвӑрах пӑхӑр, чи ансатскерӗ: «Раҫҫей гражданӗсене ватӑлса пенсие тухмалли ҫула ӳстерме кирлӗ мар тенипе килӗшетӗр-и?
Премьер-министр России Владимир Путин предложил создать на территории античного города Фанагория музей-заповедник с подводной частью, сообщает РИА Новости.
О необходимости создания музея Путин рассказал журналистам после погружения с аквалангом на дно Таманского залива. Там глава правительства осмотрел затопленную часть Фанагории - "Русскую Атландиду".
На дне залива на глубине около 2 метров премьер-министр нашел две амфоры, которые датируются VI веком нашей эры. Путин отметил, что человечеству было бы интересно узнать о том, какие богатства есть в России.
Хыпарсем вырнаҫтарас тесе ҫак ял тӑрӑхӗн сайтне кӗтӗм. Ҫӗнӗ хыпар шыраса ӗнтӗ... Утӑн 15-мӗшӗнче ҫырнӑ «Сенокос вступил в права» ятлӑ хыпар куҫ умне тӗл пулчӗ — ытти ял тӑрӑхӗсенчи хыпарсем пушшех те ҫӗртме уйӑхӗнчеччӗ те, кӑна та пулин вырнаҫтарас терӗм.
Эх, мӑнтарӑн ҫыннисем... Копилесе лартма ҫеҫ пултараҫҫӗ!
«В русской деревне считался одной из приятнейших сельских работ, труд сочетался с развлечениями.» — ҫырнине вуланӑ хыҫҫӑн хӑсас килсе кайрӗ.
Пӗлтӗр Республика кунне палӑртакан уявсене кайса курманччӗ. Ҫапла май кӑҫал та пулин хальхи вӑхӑтра вӑл менле иртнипе пуллашас килчӗ. Шел те, курни пӗрре те кӑмӑла каймарӗ.
«Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» фестивале хутшӑнакансен театризациленӗ утӑвне ман шутпа (тӗрӗссине пӗлместӗп те...) ытти ҫӗршывсенче иртекен карнавал евӗр йӗркелесшӗн пулнӑ. Чи малтанах вӑл республика шайӗнче иртнӗ, кайран ун шайне хӑпарта-хӑпарта Раҫҫей тулашнех тухса кайнӑ — утӑва хутшӑнакансем хушшинче италянсем те, сербсем те, белоруссем те пулнӑ, хутшӑнаҫҫӗ те. Анчах уяв кӑкӗ ӑҫта пулнине манса кайни питӗ япӑх.