Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -7.7 °C
Легче простить врага, чем друга.
(Ницше)
 

Аçтахар Плотников: Туслӑх — арканми?

Аçтахар Плотников24.02.2012 19:4120162 просмотров
«Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ Геннадий Кузнецовӑн «Туслӑх — арканми» шухӑшпа паллашрӑм. Шел те, ман унпа пӗрре те килӗшес килмест.
Хальхи вӑхӑтра ман шутпа вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи хутшӑнусене ним енчен те туслӑх тесе калас ҫук. Туслӑх вӑл икӗ енлӗ-ҫке — пӗри теприне хисеплет пулсан тепри те ӑна хисеплет. Чӑвашпа вырӑс хушшинче вара — чӑваш вырӑса хисеплени ҫеҫ. Вырӑс чӑваша пӗрре те хӑйпе пӗр тан халӑх шутласшӑн мар.
Геннадий Кузнецов хӑйӗн шухӑшӗнче XIII ӗмӗрте пӑлхарсемпе вырӑссем тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле тӑни пирки те ҫырать. Пӗрле тӑнӑ пулсан Атӑлҫи Пӑлхар патшалахӗ пӗтмӗччӗ ӗнтӗ. Пулӑшман ҫав пире вӑл вӑхӑтра вырӑссем, пирӗн халӑх тутар-монголсене тытса чарӗ тесе шаннӑ. Тен, тутар-монголсем пире ӑшаласа илсен Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ патшалӑх вӑйӗ чакасси пирки те шутланӑ пуль. Авторӑн ҫак шухӑшӗ мана пушшех те килӗшмерӗ вара.
Хӑйӗн шухӑшне Геннадий Кузнецов нумай пулмасть тухнӑ Путин статьине тишкернӗ май калӑпланӑ. Путин ун шухӑшӗпе ырӑ туйӑмсем вӑратнӑ.
Ман вара ыйтас килет: Путин чӑнах та нумай нациллӗ халӑхшӑн пулнӑ пулсан мӗншӗн чӑваш халӑхне хӑйӗн элтепӗрне суйлаттарасшӑн мар? Мӗншӗн чӑваш халӑхӗн Президент пулаймасть (ма Пуҫлӑх кӑна пулмалла ун?)? Мӗншӗн вӗренӳре наци компоненчӗ пулаймасть? Мӗншӗн пирӗн республикӑра чиркӳ хыҫҫӑн чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ (Чулхула тӑрӑхнех илӗр — унта аплах тӑрӑшмаҫҫӗ-ҫке)? Мӗншӗн телекуравра вырӑс чӗлхи кӑна (ытти халӑхсен вара хӑйсен тапӑҫланма тивет /пирӗнешкел чухӑн халӑх вара, тапӑҫланаймасӑр, вырӑсла кӑна информаци илет/)? Тата ытти, тата ытти те.
Путина чӑнах та нумай нациллӗ патшалӑх кирлӗ пулсан вӑл пирӗнешкел наци республикисенчи вырӑс мар халӑхсен прависене пӑснӑшӑн вырӑнти пуҫлӑхсенчен ҫирӗп ыйтмалла. Пӗр тан условисем туса пама ыйтмалла. Ун пекки ҫук.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Алюш // 1039.8.4424
2012.12.10 13:12

Атнер!Ун пеккисем "Номенклатурă"пулнă иртнĕ ĕмĕрти саманара. Халĕ вĕсене урăхларах сăмахпа калаççĕ. Вĕсемшĕн пулсан Кăмака патнерех лекмелле, апат антарасса кĕтсе! Вĕсем вĕт чусталаннă, чăмăртаннă иртнĕ ĕмĕрти идеологипе.
Игорь Сайман // 3237.28.8339
2012.12.10 20:08
...Халĕ вĕсене "элита" теççĕ. Паллах хăйсен вăрттăн номенклатури те(списокĕ) ниçта та çухалман. Айккинчи çын унта йăпăр-япăр пырса çакланаймасть!
Алюш // 8895.8.0873
2012.12.12 00:12

Вĕсене хăть элита те, хăть куштан те. Вĕсем хăйĕн хырăмĕшĕн кăна тăрăшаççĕ. Пирĕн пур почетные "Академики и доктора" всевозможных Университетов. Анчах та вĕсене колхоз шанса пама хăрамалла, салатса яраççĕ.
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2012.12.14 17:28

Элита çинчен Сайман питĕ нумай пĕлет, ыйтса пăхам-ха санран-кам Мосентеш страничинче ларакансенчен саншăн чăваш Йелити пек? Кам хыççăн каймалла-элита хăй хыççăн ертсе кайма тивĕç пуль?
Игорь Сайман // 1205.71.8188
2012.12.14 21:42
Мдаа... Çукрах пуль çав вăл пирĕн. Тимер калашле, чăвашла калаçман-çырман-вуламан çынна ăçтан-ха чăваш элити е интеллигенцийĕ тейĕн.Ют элитăсем пур ĕнтĕ.
Пурис // 6738.419
2012.12.15 00:23

Эсĕ,Сайман, каллех калаçăва куçарса яратăн. Санран конкретнă ыйтнă Мосентеше кĕр, унта 100 çын. Пурте чăвашла-çырма пĕлеççĕ. Или эс разведчик, или дипломат?
Тимер // 1735.59.3426
2012.12.15 09:36
Чăвашла калаçма-çырма-вулама пĕлмен чăваш элита çывăхнете пыраймасть.Ачисем ашшĕ-амĕш чĕлхине пĕлмеççĕ пулсан вара пур халăхра та кун пек çынăн хисепĕ çук.Çавăнпата конгресăн çук хисепĕ халăхра.
Пурнăç Пурисĕ // 2918-3898
2012.12.15 09:55
Мдаа-а-а! Элита çинчен питĕ тарăн пĕлÿ.
Игорь Сайман // 4416.5.3088
2012.12.21 12:45
Якур
2012-12-10 12:51

"Иронипе пурăнсах Аслă çĕршыва салатса ячĕç"
СССРта вырăссем халăх йышĕн çурринчен ытла пулман.Çавăнпа наци политики пулнă.Халь 85%.Вырăс маррисем çинчен тахçанах маннă.Мĕн пурри инерципе çеç пулса пырать.
Якур // 1039.8.4424
2012.12.22 09:51
Сайман юлташ( Юлташ сăмах тахçан-тахçан киревсĕр сăмах пулнине вуланă та эпĕ, ан кÿрен. Паян лайăх сăмах тесе шутлăпăр. Иронипе пурăнсах, не чувствуя глубинные настроения масс, ОК КПСС-ри, ОК ВЛКСМ-ри( кашни регионри) çынсем салатса ячĕç Союза. Çав çынсем халăх пурнăçне çăмăллатас тесе мар, хăйсен карьерине туса юлас тесе пурăнчĕç. Вот результат.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики