Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Хорошее приходит пока мы спим.
(Оноре де'Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Чун ыратать теҫҫӗ

Аçтахар Плотников31.12.2011 14:248949 просмотров
Паян куҫ умне пӗр вырӑс хаҫачӗ тӗл пулчӗ. Унта хайхи пӗр хӗрарӑм хӑйӗн чунне пырса тивнӗ ӳкерчӗк пирки каласа парать.
Хайхи ҫулла, тет, тӑван яла кайма тиврӗ тет. Курган облаҫӗнче вырнаҫнӑ яла ҫитме те йывӑр пулчӗ тет — ҫул ҫук, пуррине те йывӑр тиенӗ машинсем пӑсса пӗтернӗ тет. Аран-аран ҫитнӗ хайхи... Мӗн курнӑ-ха вӑл ялта? Пуш-пушах ларать тет. Хӑтлӑ ҫуртсем тӑлӑххӑн лараҫ тет. Кунтах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк тет. Хӑрушӑ иккен, чуна ыраттарать кунашкал ӳкерчӗк. «Халӗ кам килӗ-ши ӗнтӗ вӗсене асӑнма?» — ыйтать вулакансенчен вӑл.
Паллах, ҫак хӗрерӑм, хӑйне пӗрре те айӑпламасть. Хӑй те, ыттисем пек хӑтлӑ пурнӑҫ шыраса яла пӑрахса кайни ҫинчен аса та илмест. Вӑл тӑван кӗтесе хӑварнӑран ыттисен юлмалла пулнӑ-ши? Тата тепӗр енчен — кам чарать ӑна ку яла таврӑнса тӗпленме? Никам та пулӗ. Ял пурнӑҫӗ хулари пек мар пулни ҫеҫ чӑрмантарать ҫак утӑма тума.
Мӗн калас килет ман? Ыттисене айӑпличчен чи малтан хӑвӑр ҫине пӑхма ан манӑр. Яланах чи малтан хӑвартан пуҫламалла. Ҫав хӗрарӑм пек ан пулӑр — ыйвӑр лару-тӑрӑва чи лайӑх пурнӑҫлаканни чи малтан эсир, кайран вара ыттисем (мӗншӗн тесен вӗсене ҫав йывӑрлӑха пӗтертеррес тесен вӗсене ыйтмалла, йӑлӑнмалла...). Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ ячӗпе! Ҫӗн хӑват та ҫӗнӗ вӑй патӑр вӑл сире!
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Акулина // 2777.42.0628
2012.02.08 17:19
Маттур эсĕ, Вол! Анчах та сан пеккисем кашни ялта мĕншĕн вуншарăн мар-ши?
Вол // 1725.85.9347
2012.02.08 18:55
Лайăхрах пăхсам! Чăваш ялĕ пурăнать!
Акулина // 2777.42.0628
2012.02.08 20:28
Ялтах пурăнатăп, анчах курмастăп. Авланманнисем мăй таран, авланнисем яла юлмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хулара е райцентрта хваттер илсе пама е çурт ларттарма тăрăшать. Ялĕ пĕчĕк, çавăнпа пуль. Пысăк ялсенче ун пек мар пуль-ха.
2012.02.08 22:05
Пирĕн тăрăхра ялсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ-ха, хулара пурăнакансем те ялти килне пăрахмаçççĕ, дача вырăнне усă кураççĕ, анчах та ялсенче çамрăк çемьесем питех те сахал. Хусах каччăсем авланмасăрах ватăлса кайрĕç, пĕр 30 каччă , хăшĕсем 40 урлă та тахçанах каçса,хĕрсем яла качча тухса нуша курса пурăнасшăнах мар.
Владимир // 3487.64.5022
2012.02.11 21:29
Акулина тата Вячеслава. Çак çĕнĕлĕхсем ПУТИН вăхăтĕнче пулчĕç тесе мĕншĕн çырмастăн вара
Акулина // 1914.64.6643
2012.02.13 17:26
Путинчченех пек ас тăватăп.
Вол // 4189.75.1878
2012.02.15 16:15
Айтăр шкула каятпăр. Каман ывăл-хĕрĕ, камăн мăнукĕ. Чĕлхене шкулта кăна аталантарма пулать!?
Акулина // 7876.6.6125
2012.02.16 15:04
Эпĕ ахаль те шкулта, хĕр ача та шкулта. Килĕр пирĕн шкула, физкультура вĕрентекенĕ кирлĕ.
Аçтаха // 3736.45.4809
2012.02.19 11:38
Аçтаха
Пĕр яла та хуларан никам та килсе халăха ял пĕттĕр тесе хăваласа тухса кайман.Çынсме хăйсем хулара пурнаç лайăхрах тесе тухса каяççĕ...Çын хăй ăсĕпе пурăнать, пула пелмесен-ыттисене хурлать, хай пултарайманнишĕн
Васса // 3979.73.6191
2012.02.19 11:55
Тĕрĕс калатăн тейĕпĕр сана,Аçтаха,анчах сирĕн хулара пурăнса ачăрсене чăвашла калаçтарсан мĕн пулать,пыршăр-пакартăр çÿхе,çавăнпа пулмасть,цыгансемпе еврейсен ачисем таçта та хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики