Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Жизнь - борьба.
(Вольтер "Фанатизм или Пророк Магомет")
 

Аçтахар Плотников: Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх.

Аçтахар Плотников24.09.2011 20:4522066 просмотров
Паян тинех 2012 ҫулта кам президента ларасси паллӑ пулчӗ. Путин иккен. Ӑнсӑртран кӗмсӗрт пулмарӗ, паллах — политикӑпа интересленекенсем кун пирки тахҫанах чухланӑ. Ара, хӑвӑрах пӑхӑр: Путин вӑхӑтӗнче нимле премьер ӗҫне те президентпа тан ҫутатман. Правительство ҫуртне куҫнӑ самант та питӗ кӑтартуллӑччӗ — вӑл унта патша пек вырнаҫрӗ. Ман шутпа президентлӑх ҫулне ӳстерни те Путиншӑнах, вӑл тепӗр вуникӗ ҫул лармалӑх.
Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх. Мӗншӗн? Ку пулӑм ман шутпа халӑха вӑратма лайӑхрах пулӑшӗ. Влаҫри ҫынсен юмах-халапне (патшалӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 30 пине ҫитесси пиркиех мӗне тӑрать!) итлесе киленекенсем тинех ман шутпа вӑранӗҫ — оппозици йышӗ пысӑкланӗ. Хальхи пек «ик айкки те тӑвайкки» тесе пурӑнакансем те шухӑшла пуҫлӗҫ — ӑҫталла кайни пирки, пуласлӑх пирки.
Чӑваш халӑхӗшӗн те вӑл лайӑх. Влаҫра пӗр ҫынсем тӑни вӑл аталанӑва самай чакарать — патшалӑх ыттисенчен юлма тытӑнать. Арканас туртӑм та ун пысӑкрах. Уйрӑмах пирӗнешкел «полици тытӑмлӑ патшалӑхра» (мӗн чухлӗ ытларах хӗсеҫҫӗ — ҫавӑн чухлӗ ытларах хирӗҫлес килет). Пирӗн ҫӑвар карса лармалла мар ҫеҫ — тӑван халӑх валли ҫул тупмалла, ӑна вӗҫертмелле мар.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Елена // 8375.6.8986
2011.11.02 18:49
Хăть мĕнле партире çирĕп лидер, ыттисене итлеттерме пултаракан чăр-чăр куçлă, çирĕп сывлăхлă çын кирлĕ. Хальлĕхе эпĕ ун пек кандидатсене курмастăп. Тем, шанчăклă çын çук пек туйăнать, тен, асăрхаймарăм…
Вол // 3252.27.8056
2011.11.05 08:40
Путин-президент-ертÿçĕ вăхăчĕ ман шутпа "+" нумайрах. Халăхăн пурнăç шайĕ ÿсрĕ. Нумай мар, анчах та, ÿсрех.
Анчах та: 1. Путин (Медведев -и, пурпĕрех) нихăçан та влаçа Мускавран регионсене салатмасть, пайламасть. Регионсен малалалла та кĕлмĕçленме тивет.
Вол // 3252.27.8056
2011.11.05 08:59
Пирĕн халăха, çĕршыва çирĕп ертÿçĕ-хуçа çеç тытма пултарнине истори тахçанах кăтартса панă. Анчах та ХУÇА па ДИКТАТОР хушши пит тĕтреллĕ. Ман шутпа Президента Конституцине(халăха) хытăрах пăхăнтармалла. Губернаторсене халăх суйламалла, депутатсене губернаторсенчен çÿлерех лартмалла. Губернисен (регионсен)Мускавран экономика (укçа)енчен пăхăнмалла мар.
Вол // 1306.99.0281
2011.11.06 18:47
Декабрьти суйлавра, ман шутпа, çакăн пек тактикăна пăхăнмалла: 1. Думăра нумайрах парти пултăр тесессĕн "Справедливая Россия" тата "Яблоко" сене сасă памалла.
2. "Единороссене" большинство пама юрамасть.
3. Думăна шĕветмелле, çĕн юн, çĕн вăй, çĕн ĕмĕт кирлĕ
ZHENYA-VANYA // 2392.26.8589
2011.11.09 10:03
Политика преемственности продолжится. Ничего не изменится, особенно для нашей республики. Экономическая и социальная жизнь останется на том же уровне. Свои источники ограничены, ресурсов нет. Где это Чувашия?
ZHENYA-VANYA // 2392.26.8589
2011.11.09 10:17
Политика вăйи пырать. Мĕн чухлĕ улталаççĕ.
Атл // 3674.0.8096
2011.11.09 16:06
Чувашии не хватает Лужкова - талант пропадает..
А грабить у чувашей нечего - кроме истории
Вол // 1008.14.5559
2011.11.10 19:16
Для нашей республики ничего не изменится, если: 1.Не определимся в чём богатство Чувашии: (в земле, мозгах,или руках). 2. Каждый не начнет заниматься делом, приносящим пользу (вложил рубль- получил рубль 20)
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.10 21:09
Путин президента таврăнни пĕлтерет Раççейре ĕçсем питĕ япăх пынине.Чăн-чăн полковниксăр пуçне никамта тытса тăраймасть влаçе иккен.
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.10 21:23
Путин президента таврăнни пĕлтерет Раççейре ĕçсем питĕ япăх пынине.Чăн-чăн полковниксăр пуçне никамта тытса тăраймасть влаçе иккен.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики