Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Любовь живет обманом, а дружба - откровенностью.
(Оноре де'Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Ханттар, алпастӑ...

Аçтахар Плотников31.07.2009 13:114309 просмотров
Паян «Таната» романӑн тата виҫӗ пайне кӗртрӗм: «Каҫҫан пичче», «Ҫӗрлехи ӗҫ», «Шахрун», «Вӗчӗ».
«Шахрун» пайӗнче вара чӑваш кӑмӑлне лайӑх уҫса пана пек туйӑнчӗ. Пӗлетӗр пулӗ чӑваш йӑваш тесе калани пирки. Теприсем хушса хураҫҫӗ — ытла иртӗхсен, мӑшкӑласан — вӑл та маххӑ парас ҫук. Кунта та Шахрун йӑхне ял халӑхӗ чӑтнӑ-чӑтнӑ та кайран вара ҫавах та вата-вата ялтан кӑларса янӑ.

Асӑрханӑ пӗлмен сӑмахсемпе сӑмахҫаврӑнӑшӗсем:

сӗнкке — брести. «Ун хыҫҫӑнах хӑрах куҫлӑ Шахрун та сӗнккерӗ»
питлӗх — сетка у пчеловодов. Ҫавӑн пекех «заслонка, вьюшка; маска» пӗлтерӗшсем те пур. «...вӑл питлӗх тахӑнса лартрӗ те курӑк ҫине сӑнаса пахса шалалла, хӑвалӑхалла кӗрсе кайрӗ»
ҫӳҫе — ива, тальник. «...вара хӑюллӑнах пӗр-пӗччен ҫӳҫе айне пырса ларчӗ те курӑксене сиркелерӗ».
тупӑлла выляҫҫӗ — мӗнле-ши вӑйӑ ку? Ман вӑйӑсен кӗнеки пурччӗ — унта чылай вӑййа илсе панӑ, шел те вӑл халь Шупашкарта...
морин — мулкач. Муркаш енче ҫапла калаҫҫӗ...
курӑс — мочало.
пура — кунтах «пӳлме» тесе ӑнлантарса панӑ. Вырӑсла каласан «закрома, сусек» ӗнтӗ пулать.
униче — ку сӑмаха пӗлетӗп, ҫапах та ҫырса хӑварам. Хӑшӗ-пӗри пӗлмест, аттук... Околица пулать вӑл.
арпӳкли — кунтах ӑнлантарса панӑ. «Арпа ӳпли сӑмахран пулса кайнӑ. Анатри чӑвашсем ӑна арпалӑх теҫҫӗ.» «Такам арпӳклинчен суха пуҫ сӗтерсе килеҫҫӗ».
ханттар — бездельник, лентяй. «Пӑх-ха эс вӗсене, ханттарсем тупӑннӑ, э!»
вышкайсӑр — чрезмерный. «Вӑл вышкайсӑр вӑйлӑ та чӑрсар пулнӑ, ӳсӗр вӑхӑтсенче ашкӑнса ҫынсен кӗлечӗсене урӑх еннелле ҫавӑра-ҫавӑра лартнӑ...»
хытлӑх (хытӑлӑх) — твердость, жесткость. «...ял ҫыннисене хӑйӗн хытлӑхӗпе тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ.»
хӑлӑхсӑр — бесчувственный, черствый, нечуткий, грубый. «Вӑл вӑйлӑ, хитре, хӑлӑхсӑр пулнӑ».
харах — «хар» сӑмахран пулас, «харӑс» мар-ши? Сӑмахсарта «хар!» евӗрлев сӑмахне ҫеҫ илсе панӑ. «Халӑх харах кӑшкӑрса ярать»
ҫуха — воротник. Пӗлместӗп ҫав. «Шухӑшепе Яка Илле кӑшкарса ярса ҫынна ҫухаран ҫавӑрса тытасшӑн...»
алпастӑ — грязнуля, неряха. «Хӑрах куҫлӑ алпастӑна халь никам та ӗлӗкхи хитре Шахрун тесе калас ҫук».
вӗчӗ — злоба, ярость.
шапар — мокнуть под дождем. «Сивӗ ҫумӑр айӗнче шапарса ларнӑ автан пек шӗвӗрӗлсе...»
ӗшенчӗк — усталость. «Пӗтӗм ӑс-тӑнне йывӑр ӗшенчӗк, чикесӗр хуйхӑ, кӳренӳ хупласа илнӗ.»
шӑналӑк — полог, брезент для укрытия зерна.
нӑхта — недоуздок. «Илле пиччен лашине нӑхта тӑхӑнтарнӑччӗ те, утланма ӗлкӗреймерӗ».
карӑнтӑк — стекло, пленка, перепонка. «Нумай та иртмерӗ, десятски карӑнтӑк айӗсене шаккаса ҫӳрени курӑнчӗ».
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Santăr // 2926.32.9196
2009.07.31 19:50
Анатри чăвашсем тупă тесе мечĕке калаççĕ.
2009.07.31 21:03
Аçтахар Плотников
Ыран Шупашкара çитетĕп-ха... Вăл мĕнле вăйă иккенне кĕнекене пăхса илĕп.
//ку хайлавра ĕçсем вирьялсем хушшинче пулса иртеççĕ.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики