Экзамен


Килти экзамен


— Çук, ман ача мар пулĕ эсĕ, — тесе вăрçнă хăйĕн вĕренекен ачине ашшĕ. — Мĕн вĕренни пуçăнтан тухсах пырать.

Ачи, йĕпе пăру пек, ашшĕ çине пăхнă та нимĕн калама пĕлмесĕр çăварне карса хытсах кайнă. Мăч-мăч вылякан куçĕсем çеç вăл тăмран йăваланă кĕлетке маррине палăртса тăнă.

— Акă сана ыйтусем: çырсах хатĕрлерĕм. Тепĕр выходной кунччен вĕсем çине ответсем пама вĕренсе çитернĕ пултăр, — тенĕ ашшĕ ним айăпсăр ларакан сĕтеле ывăç тупанепе çапа-çапа илсе.

Ашшĕ панă ыйтусене хирĕç каламалли ответсене хут çине çырса илнĕ те ачи, шкултан таврăннă хыççăн кашни кунах вĕренсе ларнă.

— Раççейри пирвайхи революци пулнăранпа миçе çул иртнĕ? 29 çул. Иккĕмĕш пятилеткăна хăçан кĕтĕмĕр? Пĕлтĕр. Халĕ Германире фашистсен пуçлăхĕ пулса президентра кам ларать? Гитлер. Мĕншĕн кĕрешетпĕр эпир иккĕмĕш пятилеткăра? Классăр социализмла обществăна тăвассишĕн. Мĕншĕн империалистсем тĕнче вăрçине кăларса янă? Пĕрре валеçсе пĕтернĕ çĕр чăмăрне тепĕр хут валеçсе хăйсем аллине илессишĕн. Тĕнчери патшалăхсен столицисен ячĕсене кала. Лондон, Париж, Нью-йорк, Мускав, Рим, Берлин, Токио... Мĕнле писательсене пĕлетĕн эсĕ чăвашсенчен? Шупуççынни, Хусанкай, Çеçпĕл Мишши, Элкер, Митта, Ваçанкка... Мĕнле шывсем юхаççĕ Чăваш республикинче? Атăл, Сăр, Çавал. Мĕнле планетăсем çаврăнаççĕ Хĕвел тавра? Меркури, Венера, Çĕр, Марс, Юпитер, Сатурн, Уран, Нептун. Кулаксем пур-и халĕ? Пур. Вĕсен класне тĕппипе илсен пĕтернĕ, çапах уйрăм кулаксем, подкулачниксем... Мĕн вăл трепел? Тăм пек япала, строительствăра кирлĕскер. Ленинăн халăх хуçалăх планĕнче мĕн паллă вырăн йышăнса тăрать? Электрификаци. Аш нумай тăвас тесен мĕнле выльăх нумайрах усрамалла? Сысна...

Малалла