Шăхлич


Шăхличĕ


Ытарма çук чаплă юрă

Ман юрлассăм килчĕ.

Хăваран эп касрăм турăм

Пит чипер шăхличĕ.

 

Унпала эп тĕлĕнтертĕм

Садри сарă кайăка.

«Ăмăртса юрла-ха», — терĕм

Çепĕç саслă шăпчăка.

 

Шăпчăк кĕттерсе тăмарĕ,

Шăрантарчĕ юррине.

Эп ăнлантăм, вăл мухтарĕ

Ман шăхличĕн сассине.

Тăмран шăхлич тăватчĕ асанне...


Тăмран шăхлич тăватчĕ асанне,

Чĕтретчĕç ватă аллисем хуллен.

Упратăп халь те ун манми сăнне —

Манран вăл аякка тарать çуллен.

Чупаттăмăр шăхлич кала-кала

хавассăн, шавлăн сăрт çамки çинче.

Тататтăмăр кашлич ушкăнпала

çурхи янра вăрман уçланкинче.

Туятпăр хулпуççи çинче паян

çулсен ĕçчен те йывăр аллине.

Манми ӳкерчĕк курăнать аран —

шăлса кам илĕ вăхăт тусанне?