Шăна


Мĕскĕн шăнасем


Хĕл çывхарать,

Шăнтса тăрать пĕрмай.

Шăнасене те тыткалать

Ир-каç сивви самай.

 

Çапах хĕле хатĕрленме

Тăхтаççĕ мĕскĕнсем:

«Хушман-ха, — теççĕ, — ĕçлеме

Ку тĕлĕшпе халь аслă органсем».

 

Ак ӳкĕ кăпăш юр часах,

Шуратĕ çĕр питне.

Килмест-ха кăтарту çаплах

Шăна туссем патне.

 

Сивви мĕскĕнсене

Пĕр шелсĕр пăчăртать,

Ирпе е каçхине

Чăн хурлăх кăтартать.

Кун пек шăнсан çине-çинех,

Кăнса та выртăн ак кĕçех.

 

Пуçарулăх, пултарулăх

Кирлĕ кашнинех.

Унсăр ял кулли те пулăн

Шăнасем пекех.

Шăна шăпи


Кĕтесре шăна темчченех сĕрлерĕ,

Эрешмен ăна карталать тирпейлĕ.

Пӳлĕмре шур хута варалатăп,

Тыткăнри шăнапа калаçатăп:

 

Шăна, шăна,

Пулас терĕн-им хăна?

Парас терĕн-им чунна?

Ĕçтерсе эс хăв юнна

Чыс тăватăн тăшманна.

Тыткăнри шăна кĕтесрен мана хирĕç:

— Пĕлетĕн-и, сăвăç, ăна эпĕ тивĕç,

Шур хута эс пĕр майлă варалатăн,

Ку хутра ман çинчен те çыратăн.

 

Нумай-нумай

Емсе эп выльăх юнне

Шеллемесĕр ӳт-тирне.

Хам лекрĕм халь тыткăна. —

Илет эрешмен чуна.

 

Тыткăнри шăнана эп хуравларăм:

— Сан ятпа шур хута вараларăм.

Пурне Турă виçе виçсе панă,

Çапла çав çут Тĕнче аталаннă.

 

Шăна, шăна,

Ан кӳрен эс мана

Тата хăв шăпуна.

Пĕлетĕн эс ун тивеçне —

Вăл парне эрешмене.

 

Çапла çынсем те юн ĕçеççĕ çынсенне...

Пĕлмесĕрех ĕçессине хăйсен юнне.

 

Ака, 2000.

Кашкăрпа шăнасем


Кашкăр пысăк шав çĕкленĕ:

— Çисĕ янă лашана

Шăнасем пит хăвăрт, — тенĕ.

Сас саланнă таврана.

 

Конюх хăвăрт унта чупнă,

Курнă хăйĕн куçĕпе:

Шăмăсем çинче, чăн, кумнă

Шăнасем ушкăнĕпе.

 

Кашаман янтрашнă урнăн

Конюха ăнлантарса:

— Акă ĕнтĕ эс те куртăн:

Кам çӳрет сăтăрласа.

 

— Вĕрентесчĕ алхасмашкăн

Çав усал шăнасене. —

Ут юнне лакканă Кашкăр

Инçе сарнă элекне.

 

Сăхă Кашкăр тӳрре тухнă,

Сирнĕ хăйĕн айăпне.

Çынсем кĕç акт çырса хунă:

«Айаплас шăнасене».