Чыс


Кĕвĕçместĕп


Кӳршĕ пуяннишĕн кĕвĕçместĕп.

Хам телейĕм хамшăн чух кăна.

Çыннăн куркине ыйтса ĕçместĕп,

Хăй килсе куринччĕ хăнана.

 

Пурлăха тумарăм аслă Турă.

Пуççапмарăм эпĕ те мула.

Çăкăра ытлашшипе ан турăр —

Пурнăç йăлт виçеллĕ пулмалла.

 

Виçерен иртмесĕр пурăннишĕн

Савăнатăп хамăрпа, тăван!

Ан кулян килте пурри-çуккишĕн,

Сутăнман таваршăн çеç кулян.

 

Сутуçсен алкийĕ ылтăн пултăр,

Пĕлтермест вăл çын хăй ылтăнне.

Арласа тăвать тем чухлĕ хутăр,

Ылтăн алăллă ман асанне.

 

Япалашăн, тĕрлĕ пуршăн-çукшăн

Пуççапмастăп эпĕ сутуçа.

Çук паян. Ыран туянăп пурçăн —

Хăй хакне çухатмĕ-ха укçа.

 

Чыс çухатнă сутуçа ан шеллĕр.

Сутăн туянаймĕ вăл чыса.

Ылтăнĕ, кавирĕ, мамăк шалĕ

Намăса витеймĕ хупласа.

 

Çыннăн кĕсйине кĕрсе пуйни вăл

Ĕмĕре пымасть, хыпса çунать.

Аттерен юлни ман пултăр кивĕ —

Асăнсан, савăнтарать чуна.

 

Хăйĕн чунĕнче-çке çыннăн мулĕ,

Малалла