Чĕрчунсем


Вĕрентесшĕн чăвашла


Эпĕ ыйтрăм ĕнерен:

«Ăçта пултăн кунĕпе?»

«Му-у-ук!!!»

 

Эпĕ ыйтрăм кушакран:

«Ма кĕместĕн урамран?»

«Мау-у-у!!!»

 

Эпĕ ыйтрăм Кампуртан:

«Ма выртатăн эс аран?»

«Ăр-р-р»

 

Ăнланмаççĕ чĕрчунсем

Чăвашла каланине,

Шкул уçас кил картинче

Вĕрентмешкĕн вĕсене.

 

2014 ç., ака

Симĕс тума мĕншĕн улăштарнă?


Ĕлĕк-авал Яппун çĕршывĕнчи тăмана маляр пулнине вулакансем илтнĕ-тĕр. Мĕн пур кайăка тĕс парнелекенни шăпах вăл пулнă, кашнин кăмăлне тивĕçтернĕ. Анчах пĕррехинче çăхан хăйне хальччен çын курман тĕлĕнмелле хитре тĕспе сăрлама ыйтнă. Тăмана нимĕн тума аптранипе хайхин тĕкĕсене хуп-хура тĕспе сăрланă. Çăханĕ çиленсе лартнă, маляра тавăрма шут тытнă. Лешĕ унран хăранипе сунара çĕрле çеç тухма пуçланă, кăнтăрла йăвинче çывăрнă. Пĕчĕк тусăмсем, эсир çав юмаха вуланă пулĕ-ха. Ку вăл Яппун çĕршывĕнче тахçанах пулса иртнĕ.

Тăмана унтан тахçанах тарса килнĕ ĕнтĕ. Вăл кайăксене тĕрлĕ тĕспе ăста сăрланине чĕрчунсем те илтнĕ. Ун чухне таврара сивĕ хĕл хуçаланнă, вăрманта та, уй-хирте те шурă юр сарăлса выртнă, çил-тăман алхаснă. Пур чĕрчун та шурă кĕрĕкпе çӳренĕ.

Кĕçех хаяр хĕл иртсе кайнă. Çурхи хĕвел хĕртсе пăхнăçемĕн тавралăх симĕсленсе пынă. Ешĕл курăк ăшĕнче пытанма симĕс тĕслĕ çи-пуç кирлĕ. Тăмана патне чи малтанах тилĕ йăкăртатса çитнĕ.

— Тăмана тус, эсĕ сăрлама ăста теççĕ. Ĕçченлĕхӳ çинчен пĕтĕм чĕрчун калаçать. Ман кĕрĕке те симĕслетеймĕн-ши?

— Эй, сăрă таврашĕпе аппаланма та хăратăп. Çамрăк чухне çăхана хура тĕспе сăрласа кӳрентертĕм-тĕр. Вăл мана халĕ те юнама пăрахмасть.

Малалла

Чĕрчунсен урокĕнче


Учительсене уяв ячĕпе экскурсие, вăрман варринче вырнаçнă шкула, уçă урок итлеме илсе кайрĕç. Уçланкăна пухăннă чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке упа вĕрентет. Парта вырăнне тунката, вĕренекенсем хурăн хуппи çине ручкăпа мар, чечек тунипе çыраççĕ.

— Пурте лайăх вĕренеççĕ-и? — интересленчĕç ялти шкултан килнĕ хăнасем.

— Пакша çури маттур. Вăл ыттисен вĕреннине уçланкăри хурăн тăрринче итлесе ларма юратать, хăй тĕллĕнех вулама-çырма хăнăхрĕ, — савăнăçне пытармарĕ упа.

— Кутăнлашакансем çук-и?

— Епле-ха унсăрăн. Мулкач урипе çырать те хăлхипе сăрласа хурать. Эпĕ ăна вăрçатăп, «2» паллă та лартса пăхатăп — усси сахалрах. Йĕрет, усал йăлине пăрахаймасть.

— Пурте тăрăшса вĕренеççĕ-и?

— Чеереххисем те пур. Тилĕ эпĕ сисиччен пакша тетрадĕнчен çырса илет, иккĕшне те «5» лартма тивет. Юлташĕнчен çырса илнине пĕлетĕп пулин те тилле «пиллĕкпе» савăнтаратăп: йăлтах тĕрĕс, пĕр йăнăш та çук-çке, — чунне уçрĕ упа.

Çав вăхăтра икĕ вĕренекен «пăшăл пăтти пĕçерчĕ».

— «5» паллăшăн сана пулă çитеретĕп, — пăшăлтатрĕ тилĕ пакшана.

— Пулă юратмастăп, — тавăрчĕ лешĕ.

Малалла