Хун


Эп — чăваш


Эп — чăваш. Ман тымарта

Юхать хун юнĕ авалтан.

Хун — манăн мăнă асатте.

Çӳренĕ вăл çеçенхирте

Çĕртен-çĕре куллен куçса,

Пин-пин лаша кĕтсе, хуса.

 

Эп — чăваш. Ман асатте —

Пăлхар. Манман ăна халь те

Истори. Ун çырулăхне

Çиппе тĕрленĕ асанне

Кĕпе çине — çухалмасса —

Монгол-тутар килсе пуссан.

 

Эп — чăваш. Чăваш — атте.

Ĕçчен вăл пулнă ĕмĕртен.

Атте хакланă туслăха,

Чыс тунă кӳршĕ халăха,

Пире пилленĕ ăраскал —

Çавна пуласчĕ тивĕç халь.

 

Тăван истори çул-йĕрне —

Хальхипелен авалхине —

Тытар ялан пурте асра,

Пĕлсе çӳрер: ăçтан, камран

Вăй илнĕ пирĕн çак тымар?

Ваттисем пек хастар пулар.

Хунсем


Ăçта эсир паян хунсем —

Европăна çĕнекенсем?

Паянхи кун эсир камсем?

Камра юхаççĕ юнăрсем?

 

Çапла çыраççĕ ăсчахсем —

Çак ыйтăва тĕпчекенсем:

— Хунсен хальхи тăсăмĕсем

Пулаççĕ, теççĕ, чăвашсем.

 

Çапла, чăваш! Эпир — хунсем!

Эпир — Аттилăн йăхĕнчен!

Хунсен юхаççĕ юнĕсем

Паян чăваш тымарĕнче.

Эс манăн халăхăм çинчен...


Эс манăн халăхăм çинчен,

Çĕршыв çинчен ыйтатăн, тусăм.

Пăх ман çине: мана пиччен,

Тӳнтер те пĕлтĕн кутăруçăн.

 

Супан этемлĕх несĕлне

Хунсем касса кĕнĕ тăваррăн,

Истори анисем çине

Шух варвăрсен ятне хăварнă.

 

Эп — çав тăвар. Пĕр пĕрчĕ пек.

Ман юн кайран нумай пăтраннă.

Пин çул ытла пăлхарччĕ эп,

Унтан мана чăваш ят панă.