Французларан


Сэген мĕçье качаки


Тĕлĕнтеретĕн... эс мана шалтах. Сана хаçат редакцийĕнче ĕç сĕнеççĕ, эсĕ вара яхăнне те килĕшместĕн! Эс мĕскер, хăвна поэзире çул тупнă тесе шухăшлатăн-им? Çук пуль, тăванăм. Апла тăк ярса ил хаçат ĕçне, айван. Шалу та çителĕклĕ, яту-шыву та пулĕ.

Çаплах килĕшес теместĕн-и? Ирĕклĕх кирлĕ тетĕн-и? Апла тăк итле, ирĕклĕх мĕн иккенне, ун хакне хăвах ăнкарăн!

Сэген мĕçье хăй пурнăçĕнче качакасемпе ăнтарайман. Пур качакине те вăл пĕрешкел çухатнă. Пĕр-пĕр ир унăн черетлĕ качаки пăявран вĕçерĕнсе тарнă та ăна кашкăр тытса çинĕ. Качакасем ытла та пуçтах-çке-ха.

Пĕррехинче Сэген мĕçье каллех качака туянать, Бланкет ятлăскере. Ку ĕнтĕ çиччĕмĕш качака. Хальхинче вăл çамрăккине суйласа илет. Тен, хăнăхĕ те — майĕпен пурăнсах кайĕ хуçи патĕнче.

Мĕн тери савăнăç — пăхса тăранаймасть хуçи çамрăк качака çине! Юр пек шурăскерĕн ури чĕрнисем йĕпхĕм хура та йăлтăркка, çитĕнсе пыракан мăйракисем... Сэген мĕçье пӳрт çумĕнчи сарайра усрама шутларĕ ăна. Çăра курăклă улăхра вăрăм пăявпа кăкарать: çи хырăму сарăличчен.

Темиçе кун иртсенех качака кичемленме пуçларĕ. Вăл ту тăрнелле пăхать вĕçĕмсĕр. Çавăнта хăпарса ирĕкре çӳрес килет унăн. Сисмесĕрех качакана тунсăх пусать, начарланса каять.

Малалла