Утмăлтурат


«Кăвак утмăлтурат...»


Кăвак утмăлтурат. —

Хĕвеллĕ сар тĕнче.

Ăрша юхса тăрать

ыраш пусси çинче.

Кăвак утмăлтурат...

Ача, кăшт çĕкленсе,

чечек патне пырать —

ку лĕпĕш пуль тесе.

 

Пурне те шута ил:

сар кун тĕнчи пек çу,

сар кун тĕнчи пек пил

тивĕçтерет е çук.

 

Кăвак утмалтурат.

Мĕнех, эс телĕкре

тĕлленнĕ пултăрах

таçта пĕр кĕп-кĕрен

пĕччен утмăлтурат, —

тупаймăн çуккине.

Мĕн пуррине юрат,

е кай çаран çине.

Шуç тупаньпе пĕрех

васкавлă ĕмĕтсем:

пушат çеç чĕлпĕре —

каяççĕ ĕрĕхсе.

 

Пустуй ăнтăличчен

эс тух та çын çине

кала: эп тăр пĕччен,

май çук пĕр пĕччене!

 

«Май çук? Хе-хе. Ма — çук?

Мĕн кирлĕ — пурте пур.

Ак тыт çава та — çул.

Пуласлăхшăн вăй хур.

Чăн пархатар — ĕçре.

Мĕн калăн?»

 

«Тусăмсем,

çавах та чĕрере

пур — ятсăр ĕмĕтсем...»

 

«Пур -

килсĕр тĕлĕксем». —

Малалла