Упăшка


Упăшки те арăмĕ


Упăшки те арăмĕ — çепĕç сăвă ярăмĕ.

Упăшки те арăмĕ — янкăс юрă çаврăмĕ.

 

Лайăхчĕ-çке, лайăхчĕ, кунĕ, каçĕ лайăхчĕ,

Икĕ савăк чĕрере пĕр хитре патшалăхчĕ.

 

Сар хĕвел пек ачисем — чĕвĕл-чĕвĕл кайăкчĕ,

Сăмаххи те юмаххи — сарă пылпă кашăкчĕ.

 

Пирĕшĕ те арăшĕ — те куккук, те карăш-ши, —

Пирĕшти уявĕнче шуйттансем ташларĕçĕ.

 

Типрĕç ларчĕç харăссăн хурами те каврăçĕ,

Упăшки те арăмĕ уйрăлчĕç те кайрĕçĕ.