Тирпейсĕрлĕх


Вĕçкĕнчĕк


Автобуспа Шупашкартан пĕр район центрне кайма тухрăмăр. Билетра палăртнă вырăнсене вырнаçса ларнă чухне пĕр арçын кăсăклантарса ячĕ мана. Çамрăкскер, лайăх тумланнă. Темскер килĕшмерĕ пулас — ларма тăнăскер пӳрнипе ларкăча сăтăра-сăтăра илчĕ. Тусанлă-ши? Çавăнтах шофер патне уттарчĕ. Çĕтĕк татăкĕ ыйтса илнĕ-мĕн. Ларкăча унпа васкамасăр шăлса тасатрĕ (хыçалти вырăнта пĕчченех вăл). Типтерлĕ çын!

Кăшт тĕлĕрсе кайнăскер — тепĕртакран çав пассажир еннелле тепĕр хут çаврăнса пăхрăм. Хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе пырать иккен. Юрĕ-ха, çынна уншăн айăплас çук. Анчах ку этем хуппине пĕр-пĕр çĕре пуçтарас вырăнне... урайне сура-сура пăрахать. Вăт «типтерлĕ» сана!

Автобус малаллах вирхĕнет. Манăн шухăшсем те унран юлмаççĕ — таçталла сапаланнă. Сасартăк «манăн» пассажир енчен чаштăртатнă сасă илтĕнчĕ. Каллех пуçа пăратăп (инçех мар ларатăп). Хайхискер темскер çиет иккен. Апат-çимĕç чĕркенĕ хутпа полиэтилен хутаçа ăçта хурас-ши тенĕн ун-кун пăхкаларĕ те... урайне вирхĕнтерчĕ. Чим, урах-ши вăл? Çук иккен, хĕрĕнкĕ — пичĕ-куçĕнчен лайăхах курăнать. Ăçтан, мĕнле? Паçăр паллă марччĕ-çке. Йĕркеллех пекчĕ. Ларкăча шăлса тасатнă хыççăн мĕнле ирĕклĕн-танлăн карăнса ларчĕ — патне ан пыр! Халь вара... А-а, ав мĕн иккен! Вĕçкĕнчĕк-капăрчăк пальто кĕсйинчен эрех кĕленчи кăларчĕ те... çăварĕнченех ланкăртаттарса ĕçрĕ. Килĕшрĕ пулмалла — кăкăрне аллипе рехетлĕн сăтăра-сăтăра илчĕ.

Малалла