Телевизор


Кӳршĕре


Кӳршĕре лартаççĕ телевизор.

Сас-хура хаваслă кӳршĕре.

Калаçать яш:

— Тунсăх-çке Нарсписĕр,

«Нарспие» курасчĕ ман тепре.

— Нарспи мар-ха. Ман курасчĕ, чимĕр...

Эй, аптармăш, ан пӳл сăмаха.

Ман мăнук медальлĕ, — тет, — мучимĕр, —

Чи малтан курасчĕ мăнука.

— Вăл-ку тармĕ. Ытлашши ан хыпăн, —

Пур иккен хыпарĕ кинемин.

Хулара, — тет, — мăшăрланнă ывăл,

Кинĕме курасчĕ хуть, эппин...

Кӳршĕре лартаççĕ телевизор.

Сас-хура хаваслă кӳршĕре.

Ял-ял çийĕн ывăнма пĕлмесĕр

Хăлаçлан, антенна, тӳпере!