Танмарлăх


«Сан умăнта иккĕн эпир...»


Сан умăнта

иккĕн эпир:

эпĕ

тата

пурлăх — тепри.

 

Эп — пĕтĕмпех

пуç та чĕре,

йĕм те кĕпе...

Пурлăх — çĕрет.

Пурлăх — урать.

Миçемĕшне

пурлăх хурать

тупăк ăшне!

 

Тен, эс калан:

çын чухăнни

пулнă авал!

Тĕрĕс, чăнни.

 

Чухăн, пуян,

тан мар тĕнче —

халь океан

тепĕр енче.

 

Пурлăх ачин

мĕн ĕлĕкрен

паян кунччен

пур пĕр еткер:

сĕмсĕрлĕх ку,

пилсĕрлĕх ку, —

пурăн пĕр ху,

çын куртăр хур.

 

Сан умăнта

иккĕн эпир:

эпĕ

тата

пурлăх — тепри.

 

Ылтăн ука

хăлха çинчен

чĕнчĕ: «çука

юлтăн, пичче».

 

Хура шăрçа

авкаланать,

мана вăрçать:

«Эс яланах

хăлăхсăр пул,

пул эс — арçын.

Юратăву

вилнĕ сан, çын».

 

Транзисторсем,

тĕкĕр, йĕке —

тăчеç кĕрсе:

йышăн, пике!

Ку çеç те мар,

Малалла