Сас


Кĕтнĕ сас


Ку кĕр темле

ытла хевтесĕр:

сыв мар-шим? —

ӳкнĕ йăлт сăнран...

Юрри те юрланмасть

хĕвелсĕр,

сăвви те çырăнмасть

чунра.

Пасар майрин

кӳпшек те чăркăш

пĕлĕтсемпе —

тӳпе тискер.

Кун пек чухне

ăшу та вăркĕ,

хăвна çитмен пирки

темскер...

Мĕскер-ши вăл,

çав ырă пулăм?

Сăмах-ши —

ăшă пайăркан.

Е хăвăртах тухман

куççулĕ —

кирлĕ мара

сăвăракан?

Тĕвĕленет

каплам-капламăн

упранасси,

çухаласси...

Чим, тăхтăр! —

илтĕнет

такамăн

ырра систерекен сасси...