Преми


Кармака


Профком председателĕ Юрилов, ансăр çамкаллă шĕврек арçын, Пехтин çине (йыш пуçлăхĕ вăл) ыйтуллăн пăхрĕ.

— Харупов пирки вара мĕнле?

Лешĕ ăна тӳрех ăнланчĕ.

— Хирĕçлĕç пуль тетĕн-и?

— Çапăçу пулать.

— Пурпĕрех кĕрт списока! Курăпăр унта...

Учрежденире преми кашни квартал хыççăн параççĕ. Çирĕплетнĕ йăлапа списока малтан пуçлăхпа профком ертӳçи иккĕн пăхса тухаççĕ.

— Инкăна хуш, — йăпăлкка тутине чалăштарчĕ Пехтин. — Комитет членĕсене, актива çавăртăр.

Инка, Инна Карпахова — вăтăр урлă каçнă пăлатна хĕрарăм, темле кăткăс лару-тăруран та çăлăнса тухма май тупаканскер. Шăпах хайхи «активран».

Профком ларăвĕ палăртнă вăхăтра пуçланчĕ. Хăш-хăш чух комитет членĕсене вăрахчен пухма тивекенччĕ: е пĕри çитмест, е тепри... Председатель тарăхса: «Мана çеç кирлĕ-им!» — тесе алă сулни те пулкаланă. Паян пурте килнĕ. Пăхса тухмалли ыйту пурне те кăсăклантараканскер çав.

Юриловпа йыш ертӳçи тунă список тăрăх халь кашни çынна сӳтсе яваççĕ: малтан пăхнă чухлех хăвармалла-и укçа, кăштах хушмалла-и е чакармалла. Тивĕçлĕ мар тăк, хăшне пачах та памалла мар-и? Шыв юххи евĕр калаçу шăкăл-шăкăл пырать: çапла, çапла, тĕрĕсех палăртнă, улăштармалли çук, малалла кайăпăр...

Малалла