Пăлхарларан


Çĕршывăм


Манăн пĕчĕх çĕрĕм-шывăм —

чăпар уй-хирсен,

тĕксĕм чакăл-тусен

пĕрнĕ-хутлатнă чĕптĕмĕ.

Пĕрин хыççăн теприне —

ахратне те суха кассине,

çул-сукмакне те чечекне,

суранне-нăйкăшăвне,

юррине те ĕмĕрне,

ĕмĕт хыççăн ĕмĕтне

кавир евĕр тикĕс сарса хур та,

эсĕ курăн вара —

мĕн пек аслă та вĕçĕ хĕррисĕр

çак манăн мăнаçлă чĕптĕм —

манăн пĕчĕк çĕрĕм-шывăм.

Çĕрĕм-шывăм çийĕн...


Çĕрĕм-шывăм çийĕн йăл сенкеррĕн

Çуталать хĕвеллĕ çӳл тӳпе.

Каç пулсассăн çăлтăрсем пиншерĕн

Вăй выляççĕ ун талккишĕпе.

 

Сĕм çĕрле-и эп киле килетĕп

Шурă тĕтре витĕр пĕр-пĕччен, —

Сыхласа тăраççĕ — эп пĕлетĕп —

Тăшмансем ман алăк хыçĕнче.

 

Ăс парса, анне, мана пиллерĕн

— Эс пурне те юратма пĕр тан, —

Эп юратăттăм чунтан, чиперрĕн

Ирĕклĕх те çăкăр пур пулсан.

Муркаш


Балкана çур кунĕ çитрĕ —

Кайăк юр юрлать,

Çарансем симĕсленеççĕ,

Слива çурăлать.

 

Çӳл Муркаш хура курнать-ха —

Аптратать суран.

Пулăшу кӳме ыйтать вăл

Тинкерсе куçран.

 

Тăвансемĕр те Балканăм! —

Тет вăл таврана. —

Тĕттĕмленчĕ те çанталăк,

Каç хуплать куна.

 

Тек тӳсмешкĕн пултараймăп

Тыткăн асапне:

Турккă штыкĕсем чикеççĕ

Ман ачамсене.

 

Турккăсен чури пулмашкăн

Халăм çук пачах.

Ирĕклĕ, телейлĕ пурнăç

Эп курасшăнах...

 

"Манахсем, çук, хăтараймĕç", —

Халăх кăшкăрать.

Экзарх мар, Караджа кирлĕ,

Вăл çеç хăтарать!"

Хĕр тăхăм


Хамăн несĕлсен мĕлки çук манăн,

хамăр йăхăн кĕнеки те çук.

Мĕн тесе пире халал каланă,

пурăнăçĕ — паллă мар ку чух.

 

Кăкăрта, туятăп, пăхăнмасăр

шав тапать-мĕн йӳркĕн çын чĕри.

ыйхăма та канăçлăх памасăр

вăл хистет пулма усал чури.

 

Шур сурпанлă, пурçăн шăлаварлă

хура куçлă ман мăн асаннем

ют арпа, тен, пулнă та каварлă,

тарнă-тăр таçта çĕрле вĕсем.

 

Ут ури сасси ян кайнă пулĕ

Дунайçи тӳремĕ тăршшĕпе.

Çăлăннă хĕçрен вĕсен кун-çулĕ,

тен, çилсем йĕрне хупланипе.

 

Çавăнпа-тăр эпĕ юрататăп

куçăм виçейми çеçен хире,

пушă çапнине юртан ута та, —

ирĕк сасă юхĕ инçетре.

 

Чееленĕп, кĕрĕп çылăха та,

тен, пуçа çухатăп çул çинче —

эп несĕлсене йăлтах хыватăп,

çав юнах вылять чун таппинче.