Мăрье


Чире ертекен тилперен


Унтрие арăмĕ сĕт яшкисем, какай яшкисем пĕçерсе парать кашни кунах. Çи, тăраничченех çи. «Питçăмарту тăварланă хăяр пек пулса кайнă»,— тет вара вăл упăшки аллине сăрламан кашăк тыттарса.

Арăмĕ ăна ытлашши сăмах чĕнмест. Ара чĕнесчĕ те... Хăрамалла унтан — тутаран çыртса илесрен хăрамалла. Катăк тутапа пасарсене çӳреме илемлех мар, тата çилленсен тутана тăсма та чăрмавлăрах.

Унтри çилленнĕ вăхăтра тутаран çыртса илесрен хăрамаллах пулнă çав.

Юлашки вăхăтра вăл урамра та, килкартинче те, тапак хутаççи шыранă чухнехи пек, пуçне усса çӳрет тата кашни кун икшер-виçшер хут пӳрт тăррине хăпарса чĕлĕмне паккаса ларать. Хăй юратнă арăмĕ те, никам та унтан: «Мĕн чĕп амăшĕ пек сарăлса ларатăн çак эсĕ мăрье кутĕнче?» — тесе ыйтма хăраççĕ. Хăраççĕ, мĕншĕн тесен Унтри тилпĕрен çинĕ тесе ят тухнă ялта...

Çанталăк çав тери ăшă пулин те, кӳршĕсем Унтрирен сивĕннĕ. Ĕлĕк ун ури умне пырса ачашланма юратакан саплăк тирлĕ кушакĕ те Унтрирен пăрăнарах çӳреме пуçланă. Арăмĕ курнă тăрăх, хăнкăласем те, Унтрие курсан, мăк ăшне тарса пытанма пуçланă. Çав тери хăрамалла пулнă ĕнтĕ кашни кун пӳрт тăррине хăпарса чĕлĕмне паккаса ларакан, «тилпĕрен çинĕ» тесе ят тухнă Унтрирен.

Малалла