Кил


Амăшĕн чунĕ


Хăй килне пырса пăхрĕ тет амăшĕн чунĕ.

Мăрьере тĕтĕм çук, кантăкра çутă çук.

Хулана ларса кайрĕ тет амăшĕн чунĕ

Каçхине, пуйăсра вырăнсем пушă чух.

 

Ачисем патне çитрĕ тет амăшĕн чунĕ.

Итлесе тăчĕ тет пĕр кана алăкран.

Куççульпех йĕрсе ячĕ тет амăшĕн чунĕ

Çак килте, çак йышра ун сăмахĕ çукран.

Тăван кил ăшши


Сар хĕвел хавас куллиллĕ

Тăван ен — кĕтрет çути.

Атте килĕ, анне пилĕ

Ĕмĕр-ĕмĕр пыл тути.

Акă ман тăван кĕтесĕм:

Пăла шывĕ, пирĕн ял…

Чун-чĕремшĕн ылтăн эсĕ,

Умăнта пуçа таям.

Чи çемçе сăмах шырарăм,

Сăввăмра савса ырларăм,

Тăвансемшĕн хаклă кил

Йыхăрса чĕнет пек: — Кил!

Ачисемшĕн тунсăхланă

Ытарми атте-анне.

Пичĕ-куçĕ кушăрханă

Тинкерсе çулсем енне.

Тăван ялăм, тăван килĕм,

Эсĕ маншăн — чун ăшши.

Вăранап та илĕм-тилĕм

Çывăхрах пек ял хушши.

Хулара, хваттерте пурăнатăп...


Хулара, хваттерте пурăнатăп,

Телевизор туллать чунăма.

Тарăхса балкона эп тухатăп,

Тăван килĕм тухать пек ума.

 

Тăван кил. Кăмака.

Икĕ сак та сĕтел.

Анне. Çăкăр. Сăпка.

Тур кĕтесĕ. Тĕпел.

 

Çӳл хутра çамрăксем пурăнаççĕ,

Дискотека тăваç каçсерен.

Çĕрĕпе тупаймасть чунăм канăç,

Куçăма курăнать тăван ен.

 

Тăван кил. Кăмака.

Икĕ сак та сĕтел.

Анне. Çăкăр. Сăпка.

Тур кĕтесĕ. Тĕпел.

 

Вырсарни çитсенех тумланатăп.

Уй-хир урлă васкать кив «Газель».

Чунăмпа эп тинех лăпланатăп:

Ман умра тăван кил, тăван ен.

 

Тăван кил. Кăмака.

Икĕ сак та сĕтел.

Анне. Çăкăр. Сăпка.

Тур кĕтесĕ. Тĕпел.

 

2010, пуш, 30