Карап


Юнга


Пысăк чул çуртра вырнаçнă юнгăсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан, Сергее хăй пекех пĕчĕк кăна торпеднăй катер çине лартрĕç.

Тӳлеккĕн тĕлĕрекен тинĕсре çил кăларакан катер хăйне кура мар-мĕн: ишме те пысăкраххисенчен йăрă, кăмăлĕпе те çиллес. Крейсер-миноносецсĕмпе танлаштарсан, ăна шăна çеç темелле. Çапах та вăл, пысăк карапсемшĕн калама çук хăрушă, — ара, торпедăллă-çке-ха вăл! Хăйне вара, çĕр çирĕм çухрăм хăвăртлăхпа çиçĕмле çиçкĕнсе çӳрекенскере, артиллерипе те часах тивертейместĕн. Ăнсăртран вилĕм капкăнне лекес-тăвас пулсан, тĕтĕм чаршавĕ кăларса, пăркалана-пăркалана, алăранах вĕçерĕнет.

Çапла ĕнтĕ, катер тăшманăн пысăк çар карапĕсенех инкек кăтартма пултарать. Кирлех-тĕк линкортан та шикленмĕ вăл, ăна та ыраттармаллах çыртĕ.

Катер командирĕ те, ун катерĕ пекех, çивĕчскер, пăравурскер. Питĕ вăр-вар çын. Пит-куçран та хаяр сăнлă. Сергей ăна ирĕксĕрех катер вичкĕнлĕхĕпе танлаштарать.

Хĕрĕх тăваттăмĕш çулхи çуркунне Балтикăра ытла та ир килчĕ. Çыран хĕрринчи пăрсем катăла-катăла йăшăл хускалчăç те тинĕс варринелле юхса кайрĕç. Часах вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсе пăрсĕнчен шăлса тасатакан пилĕк баллă çурçĕр çилĕ вĕре пуçларĕ. Тинех ĕнтĕ карапсене чун кĕчĕ. Тӳлек çанталăкра лĕнчĕр усăннă ялавсемпе элемсем! çил туртса карăнтарнă хыççăн, мунча лапкинче милĕкпе çапăнакан çын майлах çатăлтатса вĕлкĕшме тытăнчĕç.

Малалла