Йĕпхӳ


Кĕрхи йĕпхӳ


Мĕн амакĕ кăçал — çăвĕпех ăшăнса кураймарăмăр! Çанталăк, тен, кĕркунне «йĕркене» кĕмĕ-ши тесе шутланăччĕ — çук, авăн уйăхĕ те çавнашкалах çумăрлă. Пĕр хушă хĕвел йăл-йăл кулса илет те, эсĕ кăкăрна сарса лайăххăн сывлама та ĕлкĕрейместĕн, тӳпене каллех хура-тĕксĕм пĕлĕтсем капланса тулаççĕ, йĕпхӳ тăкăнма тапратать...

Кăркка урам варринчех чарăнса тăчĕ: чим-ха, мĕскер мăкăртатса пыратăн эсĕ? Мĕн тума кирлĕ сана уяр çанталăк? Тупăннă синоптик! Мухмăрлă пуçна турлетесси çинчен шухăшла луччĕ. Усси пулĕ. Атту паçăр ик черкке яни мĕн вăл — пăсĕ-тĕсĕ те юлман. Типсе çуркаланнă çĕр çине темиçе тумлам çумăр ӳкнĕ пек çеç... Мĕн! Каллех... çумăр! Хĕрт-сурт тытасшĕ!

Э-э, авă мĕн! Кăркка тӳрленсе кăкăрне чышкипе хыттăн панлаттарчĕ. Ахальтен талпăнмаççĕ иккен пуçра ăмăр пĕлĕт... тьху!... шухăшсем. Хĕрт-сурт тытĕ-и, çук-и, анчах йĕпе çанталăкра амăшĕ шăмшак сурнипе аптранине вăл лайăх пĕлет. Апла тăк унпа калаçма çăмăлтарах пулать. Чирлĕ çыннăн чăтăмĕ хавшак. Тен, хирĕлĕ-хирĕлĕ те амăшĕ, кунпа тавлашса вĕçне тухас çук тесе аллине сулĕ, кăларса парĕ паспортне.

Ăнланмалла мар-и? Лавккара шурă эрех списокпа сутаççĕ. Хăйсенне, арăмĕпе иккĕшĕнне, Кăркка уйăх пуçламăшĕнченех ĕçсе янă-ха. Амăшĕнне те памĕç-ши тесе сутуçсенчен ыйтса пăхрĕ — яхăнне те ямаççĕ. Суйма хăтланчĕ: «Анне чармасть, ирĕк пачĕ». Лешсем — çак сивлĕк çанталăк пек: «Паспортне илсе кил, вара сутатпăр». Вăт мĕнле мульти-пульти...

Малалла