Вӑхӑт


«Вăхăт вĕçет пит шуххăн...»


Вăхăт вĕçет пит шуххăн.

Пурнăç çапла-тăр, эппин.

Вăл — карăнтарнă ухă,

Эп — ун вĕçтернĕ йĕппи.

 

Эх, ăнланса-и пĕтĕн

Çак çут тĕнчен меслетне.

Ăнсăрт телей те кĕтĕн

Пурнăç арпашнă чухне.

 

Вĕçсĕр юхать, юхать шыв,

Çырĕ юлать ик енче.

Хумĕ — иртен самант-ши,

Икĕ çыранĕ — тĕнче.

 

Вăхăт вĕçет пит шуххăн,

Эп ӳкĕнессĕм-мĕн çук,

Эп ӳкĕтлессĕм-мĕн çук.

Вăхăт вĕçет пит шуххăн:

Авăн, юпа та чӳк.

Пурччĕ кĕр кунĕ — халь çук...

«Эп кĕтмен: ăшăтать е лăскать çил сада...»


Эп кĕтмен: ăшăтать е лăскать çил сада

Мĕн аван — тен, йăлтах пулса иртнĕ ĕнер.

Эсĕ вăйлă, эппин, тытса чар вăхăта!

Чĕмсĕрсен вăййинче — вăрахрах киленер.

 

Тунсăхсем, хурлăхсем ман миçе-ши тата,

Миçешне тиркесе, миçешне савмалла?..

Ĕмĕтри ĕмĕтсем килес çук ман пата,

Пурăнас-тăк — вĕсен ĕмĕтрех юлмалла.

 

Пĕтĕм вăрттăнлăх пурнăçшăн ăнсăртлăх-им?

Пĕтĕм вăрттăнлăх — сас черетленĕвĕнче...

Тытса чар вăхăта! Вăхăт чарăнчĕ... Чим!

Хушăран этеме те тăнлать-мĕн тĕнче.