Вучах


Пушă çурт


Ял хĕрринче кичеммĕн

Ларать пĕр пушă çурт.

Мĕн шухăшлать-ши? Темĕн.

Хуçи ун халĕ çук.

 

Кăшт тайăлнă. Хуратнă

Юр-çумăр сăн-питне.

Чӳречине те ватнă,

Шалт хупнă хуппине.

 

Йĕри-тавра çум курăк,

Мăян — пуç таранах.

Хапхи те тайлăк, çурăк,

Салхуллăн курăнать.

 

Çурт кăвапи-тымарĕ

Йăлт татăлнă тĕпрен.

Пушаннă унăн варĕ

Вучахĕ сӳннĕрен.

 

Шавланă те кĕрленĕ

Ку çуртăн ăшĕнче,

Ача-пăча сĕрленĕ...

Халь акă — пĕр-пĕччен.

 

Инçех вĕçсе-çке кайнă,

Çунат сарса, чĕпсем.

Çара йăви пуç тайнăн

Ларать халь те кĕтсе.

Вучах — аталану утăмĕ


Тӳперен Çĕр çине хĕм сапать сар Хĕвел —

Турă чĕртнĕ вучах.

Çĕр çинче кун тăсать йăх пуçтарнă тĕпел

Вутпа чĕртнĕ вучах.

Атте çырнинчен

 

Сӳнмен-ха маншăн сар Хĕвел,

Çут уйăх та сӳнмен.

Тăван килте сӳнмен тĕпел,

Вучах кукри сӳнмен.

Тухать сĕм тĕтĕм мăрьерен —

Ухать вăл çӳлелле...

Кăвак яп-янкăр тӳперен

Çитесшĕн Хĕвеле.

Çампек эп те: тухса килтен

Çитесшĕн пур çĕре.

Туйса чару шухăшсенчен

Пурнасшăн ирĕкре.

Анчах тăван вучах ăшши

Лăпкать ачашлăхпа.

Вучахăн çулăмлă ташши

Çунать астарлăхпа.

Çампа хуран айне хуран

Вут-шанкă та çатра.

Вутта-çке амалантаран

Яшка пулма çăра.

Вучахпала этем тăван

Мĕн çулам тупнăран.

Вутпа вучах пĕр сăмахран,

Апла тăк — пĕр кутран.

Сӳнмен-ха маншăн сар Хĕвел,

Çут Уйăх та сӳнмен.

Тăван килте сӳнмен тĕпел

Малалла