Энĕш


Арман пĕви е çутă Энĕш...


Арман пĕви е çутă Энĕш,

Е улăх çумĕнчи ката —

Вĕсем ачалăхри киленĕш,

Вĕсем асамлă маншăн та.

 

Çӳреттĕмĕр, шутне пĕлмесĕр,

Шыва кĕме эпир çулла,

Пулман-тăр шуххăн иртĕхмесĕр

Хăпарнă чух та ялалла.

 

Çарран чупма чĕнетчĕ улăх...

Еплеччĕ выртмари каçсем!

Вăлтапала хам тытнă пулă

Ĕнетчĕ вут çинче пиçсе.

 

Ыттисенни пек мар сас панă

Çӳрен лашамăн хăнкăрми,

Куçа хупмасăр тек тăнланă

Ун кĕввине эп çухатми.

 

Пуçланчĕ, çутăлчĕ çĕн вăхăт

Шкула уй урлă çул тытсан,

Пăхмасăр калама сăвва ху

Ăшра ĕнерĕшсе утсан.

 

Атте тăратчĕ илĕм-тилĕм

Хĕлле çуна кӳлме, кайма;

Тăман, çил витĕрех çĕмиллĕн

Лавсем шăватчĕç йăлăма.

 

Атте вут турттарса килӳçĕн

Шăп таврăнаттăм эпĕ те.

Çуртри-мĕнри çемьемĕр ĕçĕ

Туллин пайланнă пирĕнте.

 

Çапла халь куç умне ӳкеççĕ

Чечен ачалăх çулĕсем,

Е сала кайăк, е чĕкеçĕ

Арпалăх çийĕн вĕçнисем.

Малалла

Улăхра


Сарăлать ем-ешĕл улăх

Энĕш шывĕ хĕррипе.

Ун çаранĕ шыв пек тулăх,

Хумханать çил вĕрнипе.

 

Катаран куçа çиеççĕ

Ытарма çук чечексем.

Вĕсене татса килеççĕ

Пуç кăшăль тума хĕрсем.

 

Кăшшин-кашшин, янкăс саслăн,

Илтĕнет çава сасси.

Каччăпа хĕр ăмăртаççĕ, —

Хыçалта ĕнтĕ каччи!

 

Çивĕтне вĕлт ывăтать хĕр,

Ах чипер-çке куçĕсем!

Юратмасăр мĕнле тӳсчĕр

Çулăм чунлă каччăсем!..

 

Васкатать хĕрсех пĕр йĕкĕт

Çулакан машинăна.

Юрату та çĕнĕ ĕмĕт

Тыткăнланă каччăна.

 

Ав, лере сип-симĕс утă

Тавăрать пĕр ушкăн хĕр.

Чунĕсем хаваслă, çутă.

Ма тесен — пуян-çке çĕр!