Э.Межелайтис


Этем


Çĕр çине тĕренсе тăтăм çирĕп,

Ал çинче çĕклерĕм хĕвел.

Курăнатăп çапла: мăшăр чăмăр,

Эпĕ– вĕсен хушшинче.

Миме тĕпĕ, миме сийĕ

Питĕ тарăн, руда сийĕ майăн.

Вĕсенчен кăларап кăмрăк евĕр,

Вĕсенчен шăратап хурçă евĕр

Карапсем, сухалантăр шыв-шурĕ,

Пуйăссем, явалантăр тип çĕрĕ.

Самолечĕ – этем чĕртнĕ кайăк,

Ракети – çын алли чĕртнĕ çиçĕм.

Çаксене пĕтĕмпех эп кăлартăм

Çаврака Çĕр пек пуçăмран.

Хĕвел чăмăрĕ пек пуçăм:

Телейпе кун çути шевлелет,

Вĕртерет Çĕр питне чĕрĕ сывлăш,

Тĕнчене тултарать çынсемпе.

 

Мĕн вăл мансăр çав çĕр?

Çап-çара,

Вĕçсĕр уçлăх сĕмне кĕрсе çĕтнĕ

Шатра питлĕ, лапчăк çăмха,

Катăк уйăх çинче сăнне курнă

Тĕкĕрти

Виле – ĕмĕлке…

 

(вырăсларан куçарнă)

Юрă


(«Генералы песчаных карьер» кинофильмран)

 

Асамлă тĕлĕкри пек килтĕн эс

Каç сĕмĕпе тĕл пулнă чух.

Эс çукшăн татăлса йĕрет ман чун.

ăçта-ши эс, ман юрату?

 

Мĕскершĕн чарăнчĕ тапма чĕрӳ?

Каяс çулу ытла инçе.

Ак халь туймастăн эп макăрнине,

Выртатăн лăпкăн ал çинче.

 

Шыв çийĕн тунсăхлă чарлан вĕçет,

Унта ман çывăх юлташсем.

Сана кураймĕç ӳлĕмрен вĕсем,

Сан çĕмĕрт пек куçусене.

 

Чарлан мĕн-ма пĕр вĕçĕмсĕр йĕрет,

Хумсем чупаççĕ хумханса.

Çыр хĕрринче эпир иксĕмĕрех,

Пире шеллеççĕ хурланса.

 

Эп чуптăвап сана юлашки хут,

Вара хуратăп хум çине.

 

Куççульпе тулнă манăн икĕ куç,

Алла тăсатăп сан енне.

 

Ан хăвала, çут тинĕсĕм, хумна,

Хуму çинче ман юрату.

Çут тĕнчере вăл ман пĕрре кăна,

Пĕрре кăна ман юрату.