Хыпар


Тантăша


(А.Васильева)

 

Тантăш! Халăх нушийĕ

Пире пĕр çĕре турĕ!

Çĕр çын йăтми çĕклеме

Хамăр çамрăк хул çине

Йăвантарса хутăмăр.

Малтанах «Чăтаймастпăр»

Пуль тесе шухăш кĕчĕ.

Анчах чăваш халăхне

Калама çук юратни

Пире вăй парса тăчĕ!

Кунĕн-çĕрĕн чупрăмăр

Канассине пĕлмесĕр.

Çапах турă пулăшĕ

Тесе пусараттăмăр

Хамăр çуннă чунсене!

Ыр çынсен чĕрине

Алăксене шаккаса

«Пулăшăр пире» тесе

Йăлăнмалла та пулчĕ!

Чăнах нумай ыр çынсем,

Пире пулăшакансем

Хăйсен сассине пачĕç

Пире пулăшу ячĕç

Юлашкинчен тăрăшса,

Нумай асап хыçĕнчен,

Йӳнеçтернĕ хыççăн —

«Хьшар» ятлă хаçата

Ура çине тăратса

Чăвашсене патăмăр!

Çакă чăваш çыннисем

Ăна кĕтнĕ курăнать;

«Хыпар» сасне илтсенех

Пирĕн патра мĕскĕнсем

Вĕçсĕр киле пуçларĕç.

Хăйсем савăнса кайнă

Куçĕ-пуçĕ çуталса

Хĕвел пек йăлтăртатса

Хавасланса тăраççĕ!

«Хыпар» тинех тукрĕ-им?»

Малалла

Хурлантаруллă хыпар


Хыпар илтĕм «Хыпар» çинчен:

«Хыпар» хаçат пĕтнĕ иккен.

Савăнăç мар кӳчĕ хыпар:

Кӳчĕ хуйхă — савăнăç мар.

Хĕскĕч хĕстерчĕ чĕрене,

Ыраттарчĕ пуç мимине.

Епле эпир кулянмăпăр?

Епле-ха хурланмăпăр?

Вăл вĕт чăваш халăхĕн

Пĕртен-пĕр хаçачĕччĕ.

Хамăр халăх пурнăçĕн

Сăнне паран тĕкĕрччĕ.

Тата вăл ĕç халăхне

Ăна-кăна вĕрентетчĕ,

Ялти тĕттĕм чăвашсене

Çĕнĕ хыпар кӳретчĕ.

Хаçат кăларакан халăх

Культурăллă халăх шутĕнче,

Хаçат çине ӳкнĕ чĕлхе

Чыслă чĕлхе хисепĕнче.

Пирĕн «Хыпара» хупни

Пулать чăваш халăхне

Ним вырăнне хуманни,

Çул паманни ун чĕлхине.

Куна чăтма хал çитмест,

Кунпа халăх килĕшмест:

Чăваш хаçачĕ пулмаллах,

Уншăн пирĕн тăрăшмаллах.