Хурăнкас


Ылхан кӳлли


Хурăнкас ялĕ — пĕчĕк ял. Вăл вăрман хĕрринче ларать. Ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Ун çывăхĕнче кӳлĕ çуталса выртать. Ăна Ылхан кӳлли теççĕ. Çав кӳлĕре Шывçă пурăнать имĕш. Вăл ытла та тискер иккен: шыв курăкĕсемпе витĕнсе ларнă, сăнĕ-пичĕ хăрушă, аллисем вăрăм, урисем кĕске. Ун йĕри-тавра тарçисем чупкаласа çеç çӳреççĕ. Çак тарçăсем — питĕ илемлĕ шывçисем (çунатлă хĕрарăмсем). Вĕсем шыв хĕррине тухса лараççĕ те çынсене илĕртсе шыва путараççĕ. Вара вĕсене Шывçă чура туса хурать те хăй патĕнче ĕçлеттерет. Шывçисем ытларах çамрăк та ăслă ачасене улталаса-илĕртсе хăйсен тĕнчине илсе анаççĕ.

Хурăнкас ялĕнчи Юманпа Илемпи те ăнсăртран шыв тĕнчине çакланаççĕ. Мĕнле лекеççĕ-ха вĕсем унта?

Пĕр уяр кун Юманпа Илемпи карçинккасем илсе вăрмана кăмпа татма каяççĕ. Çумăр хыççăн кăмпа нумай тухса тулнă: шур кăмпа, кăрăç кăмпи, хурăн кăмпи… Куç тĕлне пулнă кăмпана савăнсах пуçтараççĕ вĕсем. Акă карçинккасем те туп-тулли ĕнтĕ. Йăтмалла та килелле вĕçтермелле. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ ваттисем. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ кăмпа шыраса вăрмана шалах кĕрсе кайнă иккен. Пуçĕсене çĕклесе пăхаççĕ те… Ни çул курăнмасть, ни ял курăнмасть. Хăйсем аташса кайнине туйса илсен Юманпа Илемпи шикленсе каяççĕ.

Малалла