Пушанар


Юратнă шывăм — Пушанар


Тапанар — ман кукаçипе кукамай çуралнă ялĕ. Çак йăмраллă ял Пушанар шывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Пирĕн кукаçи питĕ пулла çӳреме юратать. Пĕррехинче вăл мана хăйпе пĕрле пулă тытма илсе кайрĕ. Ларатпăр çапла иккĕн Пушанар шывĕ хĕрринче вăлтапа. Ир тăма хăнăхманнипе питĕ çывăрас килет. Çакна кукаçи те сисрĕ пулмалла. Вара вăл шăппăн, ман ыйха уçăлтарас шутпа çак илемлĕ юхан шыв пирки каласа пама пуçларĕ.

Пушанар шывĕ пысăк юхан шыв. Вăл Тептикасси ялĕн çырминчен пуçланать. Ун хыççăн Йăванкасси, Пушарпуç ялĕсен çырмипе юхса килет те, Тапанар ял пуçĕпе юхса иртет. Çак Пушанар шывĕ хĕрринче Пушанар вăрманĕ илемлĕн курăнса ларать. Те йывăçсен сулхăнне пула, те лапсака йывăçсен çулçисем ун патне хĕвел çутине сайра янăран — çăл шывĕ хура тĕслĕ курăнать. Анчах йĕкĕр ывăçпа ăсса илетĕн те — вăл тап-таса, ывăç тупанĕ çине ӳкнĕ уçăлăхĕ пĕтĕм ӳт-пӳ тăрăх ыррăн каять, ывăннине вара хăвăртах ирттерет.

Пушанар шывĕ курăксем хушшипе малалла çул хывать; вăрмантан тухса Киремет сăрчĕн айлăмĕнче Урпаш çăл шывĕпе пĕрлешет. Икĕ çăл шывĕ тĕл пулсассăн — хаваслансах ӳкеççĕ пулмалла — шăнкăртатса юрлама тытăнаççĕ. Ара, икĕ вăй, икĕ тап-таса шыв хастарланса малалла хăюллăн чуптараççĕ-çке. Вĕсем пĕрлешнĕ тĕлте сăнаса тăратăн та — икĕ пĕчĕк ача пĕр-пĕрне алăран тытса урам тăрăх чупса кайнăнах туйăнса каять.

Малалла