Мăнкун


Мăнкун уявĕ


Чан сасси илтĕнет ир-ирех.

Мăн уяв килсе çитрĕ каллех!

Вĕр çĕн шурă кĕпе тăхăнса,

Тухрăм эп урама савăнса.

 

Сар хĕвелĕ çӳлти тӳпере

Вылятать, сапалать çутине.

Мĕн чул халăх паян чиркӳре

Пуççапать Чĕрелӳ хăватне.

 

Пур çĕрте те эс — кĕтнĕ хăна,

Йыхăраççĕ ялти пур çурта.

Сĕтел çийĕ паян пит расна:

Хĕрлĕ, шурă, кăвак çăмарта.

 

Чăкăт, кукăль, сĕт-çу — ыр апат;

Чăвашсем ĕмĕрех тарават.

Савăнар, тусăмсем, уявра,

Чи сăваплă, таса Мăнкунра!

Юлашки уявçă


Пупсене, капиталистсене, кулаксене, пыршă-пакартасене, резинка пек сарăлакан хăмпусене савăнтаракан мункун çитес умĕн пирĕн ялта юлашки единоличник Эртем Ехреме икĕ пăт салатран сăра турĕ, сухан хуппи шывĕпе çăмарта хĕретрĕ.

Мункун кĕллине тăрса килнĕ хыççăн Ехрем лашине тăварчĕ те арăмне «Христос чĕрĕлнĕ» ятпа ыталаса чуптăвас шухăшпа пӳртелле васкарĕ. Анчах арăмĕ вырăнне пӳрт алăк хăлăпне çеç чуптуса илмелле пулчĕ: арăмĕ алăкне питĕрсех таçта тухса. кайнă иккен. Юрать — çăраççи ăçтине пĕлет-ха Ехрем. Уçса кĕчĕ.

Вăхăт нумаййине кура, Ехрем хырăмĕн тăпăрчă икерчи çиес килекен пулса кайнă. Анчах арăмĕ пĕçерсе хăварман.

Тип çăкăрах кавлеме тиврĕ.

Тĕпсакайĕнчен сĕтел çине пĕчĕк чăмпа сăра тухса ларчĕ. Сăра курки те тупăнса пычĕ. Пирвайхи сăра куркине, ахаль чухнехи пек, никампа чуптуса илмесĕрех ĕçме кичем пек туйăннăран, Ехрем тулли сăра куркине «Христос воскрес» тесе чуптуса илчĕ те сăрине пыр шăтăкĕ витĕр хырăмне ячĕ.

Виç-тăват курка умлă-хыçлăн тĕпленĕ хыççăн пӳрте хĕрлĕ питлĕ, çутă çӳçне кĕскен илтернĕ пионер — галстуклă ача кĕрсе тăчĕ. Унăн чакăр куçĕсем савăнăçлăи пăхаççĕ.

Малалла