Иванăвкă


Тăван ял


Эпĕ хамăрăн ял историне тĕплĕнрех пĕлес тесе ялти шур сухалсемпе тĕл пулса чылай калаçрăм. Пĕррехинче çуллахи шăрăх кун вĕсем ватă йăмра ĕмĕлĕнче тем çинчен канашласа ларатчĕç. Эпĕ, шкулти кану лагерĕнчен таврăнаканскер, ватăсем умĕнчен сывлăх сунмасăр иртме аван мар тесе чарăнса тăтăм. Хĕрсе кайсах калаçаканскерсем мана асăрхамарĕç-ха. Çывăхарах пырсан сăмах мĕн çинчен пынине тавçăрса илтĕм. Мăн асаттесем ял уявне паллă тăвасси çинчен юмахлаççĕ иккен. Ку йăлана аслă ăрури çынсем çулсеренех ирттереççĕ. Эпĕ вара ял ячĕ мĕнрен тухнине тĕпчесе пĕлес терĕм. Акă мĕн каласа пачĕç мана ватăсем.

Ку вырăнта йĕри-тавра вăрман ларнă. Пĕррехинче Вăрманкасси ялĕнче вăйлă пушар тухнă. Вун çичĕ кил самантрах кĕлленнĕ. Кил хуçисем çурт çавăрма урăх вырăн шыраса вăрмана шалтан-шала кĕнĕ, пĕр уçланкăна канма ларнă. Йĕри-тавралла пăхсан çак вырăн пурне те килĕшнĕ. Иван ятлă чăваш çакăнта тĕпленме шутлать, ун хыççăн ыттисем те кунтах юлаççĕ. Çапла вара Ивановка ялĕ пуçланса каять.

Халĕ пирĕн яла пырса кĕрсен чун савăнать. Пур енче те капмар çуртсем курăнаççĕ. Çыннисем те кăмăллă, тарават, хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Хамăн ял илемĕпе эпĕ пурин умĕнче те мухтанма пултаратăп.

Малалла