Бичурин


Бичурин пехилĕ


Кĕçех уйăрăлса каятăп,

Ик халăха пуçа таятăп.

Ӳссе вĕсен арки çинче

Эп куртăм ытарми тĕнче.

Тавах, тавах, тавах!

 

Чăвашăн арĕ, вырăс хĕрĕ

Мана махтавлă çул пиллерĕ:

Каймарĕ пурнăçăм сая —

Уçма тӳр килчĕ Китая.

Тавах, тавах, тавах!

 

Чăвашăн, вырăсăн хăвачĕ

Китай ăсне пĕлме май пачĕ.

Вăй пачĕ вăл Раççейĕме

Пуçа мăнаçлăн çĕклеме.

Тавах, тавах, тавах!

 

Эп Тухăçа мала хуратăп,

Чун илемне унта куратăп.

Кирек хăçан, кирек ăçта

Калас килет ман, тупата:

Мухтав, мухтав, мухтав!

 

Чăвашăн авалхи тымарĕ

Хунсенченех хускалнă мар-и?

Сăнатап та вĕсен чунне —

Туятăп пĕртăваннине.

Мухтав, мухтав, мухтав!

 

Эп чăвашран юта тухмарăм,

Ыттисенчен кая хумарăм.

Вăл акă çĕкленет каллех,

Чыс курĕ-ха тĕнчипелех.

Мухтав, мухтав, мухтав!

Малалла